Икĕ ветеран: 55 çул – алла аллăн

06 мая 2021 10:21

Аслă вăрçă ачисем, ĕç ветеранĕсем, Чăнлă районĕн хисеплĕ çыннисем Валентинăпа Николай Кадебинсем, иккĕшĕ те пурнăçĕнчи 50 ытла çулне çамрăк ăрăва вĕрентессипе ăс парассине халалланă. Иккĕшĕ те шкул ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те ырă тĕслĕхпе чĕрĕ легенда пулса тăнă.
Çу (май) уйăхĕн 1-мĕшĕнче Николай Константиновичпа Валентина Васильевна мăшăрланнăранпа 55 çул çитнĕ. Кĕреш пек паттăр ывăл çуратса çитĕнтернĕ вĕсем иккĕшĕ, паян питĕ маттур та ăслă мăнукĕпе мухтанаççĕ.
– Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тени манăн мăшăр çинчен каланăнах туйăнать. Николай Константиновичпа юнашар питĕ хăтлă. Вăл илтме. итлеме пĕлет. Ĕç тесен вара пĕр самант та пушă тăмасть: йывăçран тем те пĕр касса ăсталать, çут çанталăка тĕрлĕ тĕссемпе ÿкерсе сăнарлать, сăвăсем-тĕрленчĕксем çырать, таврапĕлÿпе тата историпе кăсăкланать, кĕнекесем çырать, хаçатсемпе туслă çыхăну тытать, – тет арăмĕ, «Аслă учитель» ятпа Хисеп паллине тивĕçнĕ Валентина Кадебина. – Тăван шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçласан хаклă та юратнă çыннăма пула чăваш халăх сăмахлăхĕпе кăсăклантăм. Вăл мана тĕнче çине урăх куçпа пăхма вĕрентрĕ.
РСФСР халăх çут ĕçĕн отличникĕ, РФ шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ, «Ульяновскăн мухтавлă педагогĕсем» тата «Чăнлă районĕн чи аван çыннисем» Хисеп хăмисене кăме тивĕçлĕ пулнă шурсухал пуçарулăхĕпе вăй-хăватĕнчен мĕнпур ял-йыш, ĕçтешĕсем тĕлĕнеççĕ. Николай Кадебин тăрăшнипе тăван шкулта çар мухтавĕн музейĕ уçăлнă, темиçе çултанах вăл пĕтĕм Раççейри шкулсенчи аваллăх управçисем хушшинче лауреат ятне тивĕçнĕ. Килĕрен çÿресе ялпа çыннисем çинчен сулмаклă материал пухнă, чаплă стендсем тутарнă. Çĕнĕ ĕмĕрте таврапĕлÿçĕ-учитель тăрăшнипе– кивулхашсем фронта ăсаннă вырăнта куккăшне, Совет Союзĕн Геройне Николай Князькина, халалланă палăк тата çарпа патриотла парк комплексĕ ÿссе ларнă. Хисеплĕ ветеран Кивĕ Улхашран тухнă паллă ентешĕсемпе, çар çынсемпе, ăсчахсемпе, çыравçăсемпе, çыхăну тытать. Унра вăй-хăват çăлкуç пек тапса тăрать. Ял-йышран экспонатсем те пухма пăрахма шутламасть вăл. «Николай Григорьевич Князькин ячĕллĕ шкул музейĕ – пурнăçри тĕп ĕçĕсенчен пĕри», – тет.
Мĕнле пур çĕре те ĕлкĕретĕр тесе ыйтнине хирĕç вăрçă ачи, хисеплĕ таврапĕлĕçĕ йăвашшăн кулчĕ те: « Учительсем чĕнсен хаваспах шкула пыратăп. Экспонатсемпе, чăн документсемпе пуян музейри тĕлпулусем чуншăн çывăх. Ачасем паян мăн аслашшĕ-асламăшĕсем çинчен материалсем çырса тĕрлĕ проектсене хутшăнаççĕ. Ман пулăшу вĕсене кирлине туятăп. Тен, çакă та ватăлма памасть. Тăрăшуллăрах пулччăр тесе: «Лайăх вĕренмелле, хастар та вăйлă пулмалла, хăвăра лайăх тытмалла, ÿркенекен ачасенчен Герой пулаймĕ тетĕп», – çирĕппĕн палăртрĕ вăл.
Кивĕ Улхаш – Ульяновск облаçĕнчи тĕлĕнмелле хăйнеевĕр вырăн.Кунта Валентинăпа Николай Кадебинсем пек чунĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕ, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ.

Алена АЛЕКСЕЕВА.
Чăнлă районĕ.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title