Иккĕшĕ – 180 çулта

24 января 2022 08:34

Çĕр çинче чи ватă йĕкĕреш-хĕрарăмсем Японире пурăнаççĕ. Умэмо Сумияма тата Коумэ Кодама 107 çулта. Вĕсене рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕртнĕ.
Чăвашсем хушшинче те çав кĕнекене кĕме тивĕçлĕ йĕкĕреш-хĕрарăмсем пур. Вĕсем – Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă Марьепе Тарье. Раштавăн 10-мĕшĕнче йĕкĕрешсем 90 çул тултарнă.

Ашшĕ-амăшĕ

Çĕнĕ Упи ялĕнчи Анна Петровнăпа Петр Алексеевич Никитинсен çамрăк çемйинче 1932 çулта пĕрремĕш ача кĕтнĕ. Анчах çемьене пĕр кайăк мар, тÿрех икĕ хĕр пĕрчи килнĕ. Марье тата Тарье ят параççĕ вĕсене.
– Пирĕн атте вĕреннĕ çын пулнă. Вăл тин йĕркеленнĕ колхозра кассир-бухгалтер ĕçне пурнăçланă. Анчах та вăл пĕртте ялта пурăнасшăн пулман. Çавăнпа 1935 çулта Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Аннепе пире те пĕрле илсе каясшăн пулнă вăл. Анне вара, хутла пĕлменскер, пĕрре те вĕренменскер, вырăсла калаçайманскер ниепле те ялтан ют çĕре пăрахса каясшăн пулман. Çапла вĕсем уйрăм пурăннă. Атте килкелесе кайнă, укçапа тивĕçтерĕ.
Вăрçă пуçланиччен пирĕн çемьере тăватă ачаччĕ. Миколайпа Валентин çуралчĕç. Аттене вăрçа та Мускавран илсе кайнă. Унăн фронтри çырăвĕсене анне куç пек упранă. Халĕ вĕсем пирĕн ачасем патĕнче упранаççĕ. Шăллăмсем пурăнмаççĕ ĕнтĕ. Манăн тата Марьен ачисем аттен çырăвĕсене упраççĕ. Пит тирпейлĕ те вĕреннĕ çын пулнă вăл. Вăрçа тухса каяс умĕн мĕнпур япалине тăвансем патĕнче хăварнă. Япалисен списокне, вĕсен хакне палăртса киле çыру янă. Нимĕн те ан çухалтăр, юратнă çемйине лектĕр тенĕ ĕнтĕ вăл. Вăрçăран янă çырăвĕсене алла илсен тĕлĕнсе каятăн, шăрçа пек çавăрса çырнă кашни саспаллине, илемлĕ, тирпейлĕ. «Эп вăрçăран таврăнсан сирĕнтен çын тăватăпах. Аçу чĕрĕ таврăнтăр, унăн сывлăхĕ пултăр тесе кĕл тăвăр. Вĕренĕр, вĕренме ан ÿркенĕр. Вĕренсен хăвăра çăмăл пулĕ» тесе çырнă атте ялан, – каласа парать Дарья Григорьевна.
Шел, ашшĕ вăрçăран таврăнайман. 1943 çулта вăл хыпарсăр çухалнă пирки çыру килнĕ.

Ачалăх

1932 çулта çуралнисем вăрçă пуçланнă çул 9 çулта пулнă.
Ачалăхсăр ачалăх... Вăрçă ачисем. Мĕн курнă вĕсем ĕçсĕр пуçне? Нимĕн те. Ĕç, ĕç тата ĕç. Иртен пуçласа каçчен. Хырăма тăрантарас, вилес мар, шăллĕсене те выçă хăварас мар тесе тăрăшнă. Сĕтел çинче çăкăр татăкĕпе пĕр стакан сĕт пулсан патша апачĕ пек шутланă. Амăшне пур ĕçре те пулăшнă. «Анне пирĕн питĕ маттурччĕ. Ĕçсĕр пĕр çеккунт та ларман пуль. Хăçан канса вăй илнĕ-ши? Çавăнпа эпир шыçăнса кайса выçă ларман», – тет халĕ куççульне шăлса Тарье кинемей.
– Аннене окоп чавма та илсе каятчĕç. Кун пек чухне эпир, тăватă ача, килте хамăр кăна юлаттăмăр. Атте вĕренме хушнипе шкула пăрахма та юраман пире.
Эпĕ 7 класс пĕтертĕм. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан çичĕ çухрăмра вырнаçнă Хурăнварне çÿреттĕмччĕ. Марье ăслăрах пулчĕ. Эсĕ вĕрен, эпĕ ĕçлетĕп терĕ те 4 класс пĕтерсен урăх шкула каймарĕ. Пурĕпĕр эп пурнăçа ялта ирттертĕм, вăл – хулара.
Çамрăклăх Марьепе Тарье йĕкĕрешсем, сăнĕпе пĕр пек пулнипе уйăрма йывăр пулсан та характерĕпе вĕсем пач уйрăлса тăнă: пĕри – лăпкă, тепри – лара-тăра пĕлмен.
Вăрçă хыççăн йĕкĕрешсене иккĕшне те иполнитель-курьера ĕçлеме илеççĕ. Марьене – ял советне,Тарьене – колхоз правленине. Ку ĕçре питĕ правур, хытă чупмалла, ăс-тăн çирĕп, мĕн каланине астуса юлмалла, тĕрĕс пурнăçламалла пулнă. Ачисем çакăн пек вырăнта ĕçлени амăшĕшĕн те пысăк пулăшу шутланнă.
Чеерех те вăр-вар Марье çемйинчен те хăйĕн хăраххинчен маларах уйрăлать. 1956 çулта вăл ял каччине Михаил Чернеева качча каять. Çак çултан йĕкĕрешсен çулĕ уйрăлать.

Марье

Яла качча кайсан та Мария Григорьевнăн планĕнче пурнăçне унта ирттересси пулман. Ашшĕ пек вăл хуланалла туртăннă.
Анчах çав вăхăтра паспорт паманнипе ялтан кайма питĕ йывăр пулнă. Марийăпа Михаил вара вербовкăпа кайма шутлаççĕ.
Çапла 1959 çулта Тюмень облаçне кайса вырнаçаççĕ. Анчах сивĕ çанталăклă ют тăрăхра пурăнма килĕшмест çамрăксене. Виçĕ çултан вĕсем каялла таврăнаççĕ,анчах каллех тăван ялне мар – Ульяновск облаçĕнчи Аслă Ключищинче вырăн тупаççĕ. Унта Марье фермăра ĕçлет. 1972 çулта вара Ульяновска куçса килеççĕ. Мостовойĕнче çурт илеççĕ.
Кайран вĕсен çуртне пăсаççĕ те çемьене Ульяновскра хваттер параççĕ. Ялан виç-тăватă çĕрте ĕçленĕ Марье – дворникра, урай çунă, сыхлаканра. Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ – икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Пенсире Турă енне туртăннă, çĕршыври нумай мăнастире çитсе курнă.
1990-мĕш çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче И.Я. Яковлев тутарнă чиркĕве çĕнĕрен чĕртсе ярас юхăм тытăнсан, чиркÿ çуртне чăвашсем каялла илсен Марье кунта тасатма, строительствăра пулăшма хаваспах çÿренĕ. Мăшăрĕ те çав пархатарлă ĕçе хутшăннă. Сăмах май, чиркÿре Михаил Чернеев вăл вăхăтри настоятеле Игнатий иероманаха (ун чухнехи сан) нумай пулăшнă, служба вăхăтĕнче алтарьте те. 2006 çулта службăра алтарьтех унăн пурнăçĕ татăлать те. «Михаилшăн алтарьте вилни питĕ лайăх, анчах чиркÿшĕн начар. Ăна тасатма нумай кĕлĕ тума тивет», – тенĕ ун чухне Игнатий атте.

Тарье

Çичĕ класс пĕтернĕ пулин те сăпайлă та лăпкă Тарье ялтан кайма шухăшламасть. 1960 çулта ял каччипе Петр Андреевич Ярзуткинпа çемье çавăрать те фермăна ĕçлеме куçать. Пăрусем пăхнă çĕрте тăрăшать. Чапаев ячĕллĕ колхозра ялан малтисен ретĕнче пулнă вăл. Çурт туса лартать мăшăр, пилĕк ачана çут тĕнче парнелет. Çĕршывра та пурнăç тăнăçланнă. Вăрçă хыççăнхипе танлаштарсан кăштах çăмăлтарах, çăкăр илме, тумланма укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулать, выльăх-чĕрлĕх хуть те мĕн чухлĕ тыт. Анчах телейлĕ çемье пурнăçĕпе нумай киленеймест Тарье.
Ăнсăртран тракторпа ĕçлекен Петĕр йывăр чирлесе ÿкет. Вăрах чирлесе выртса 40 çула çитсен,1972 çулта вилет. Тарье пилĕк ачапа тăлăха юлать. Кĕçĕн хĕрĕ Нина – çулталăк çурăра. Çĕр çĕклейми хуйха чăтса ирттерме ăна ачисене ура çине тăратмалли яваплăх тата ĕç пулăшать. Пуçĕпех путать вăл ĕçе. Фермăра пăрусене чунне парса пăхать, гектарĕпе чĕкĕнтĕр çумлама илет.
Анкартинчи 40 сотăй çĕрĕ çинче çĕр улми, ытти пахча çимĕç лартса ÿстерет. Ачисене ĕçе хăнăхтарать. Çак вăхăталла вĕсен амăшĕ Анна Петровна суккăрланать.
Тухтăрсем тахçанах операци тумалли пирки асăрхаттарнă ăна. Анчах хĕрарăм хăранипе пулницăна кайман. Çапла куçĕ курми пулать. Тарье ăна хăй патне пурăнма илет. Мĕн виличченех пăхать. «Аннене йывăр пулнă ĕнтĕ.
Çакна пăхмасăр вăл пире нихăçанта вăрçман, ятлаçман. Ача çапла вĕт вăл, унăн выляс килет, мĕн хушнине тăвасшăн мар. Анне пире лăпкăн кăна ăнлантаратчĕ. Вăл нихăçан та пĕр çынпа та вăрçăшса курман. Пурне те ырă тума тăрăшатчĕ. Хăй пĕлнине вĕрентетчĕ», – каласа парать Тарьен кĕçĕн хĕрĕ Нина ачалăхне аса илсе.
Тарье пирки упăшкипе пĕртăванĕн кинĕ те çав сăмахсенех каларĕ. «Мана, тин качча килнĕскере, кукăль пĕçерме те вăл вĕрентнĕ. Инке нумай çул пурăннин вăрттăнлăхĕ те ырă кăмăлĕнче те пуль тетĕп. Ĕмĕрĕнче пĕр çынна та усал каламан та,туман та инке», – терĕ вăл.

Ватлăх

Çын мĕнле пурăннине, мĕнле ачасем çитĕнтернине унăн ватлăхĕ кăтартать. Марьепе Тарье ку енĕпе питĕ телейлĕ. Тарьене вунă çул каялла кĕçĕн хĕрĕпе Нинăпа мăшăрĕ ялтан хăйсем патне пурăнма Ульяновска илсе килнĕ.
Тарье те хула çынни пулса тăнă. Çĕр çинче пурăнма хăнăхнă амăшĕ хăйне ялти пек туйтăр тесе Нинăпа мăшăрĕ ятарласа хула çывăхĕнче çĕр туянса çурт лартнă.
Халь вĕсен хăйсен хăтлă çурт, çĕр лаптăкĕ те пур. Тарье патне ытти ачисем те килсех тăраççĕ.
Юратнă амăшне пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхаççĕ. Йывăр, сивĕ çĕрте ĕçленипе вăл шала кайнă ÿпке чирĕпе аптăрать, юн пусăмĕ те ÿссех тăрать унăн. Нина куллен кирлĕ эмелсем парать ăна. Çулталăкра пĕрре пульницăра выртса сывлăхне çирĕплетеççĕ. Пульницăра та хĕрĕ унпа пĕрле выртать, ватă çынна пĕччен хăварма хăрать. Вунă çул каялла амăшĕ вилĕмрен хăтăлса юлнине Нина куççульпе каласа парать. «Икĕ эрне пульницăра выртрăмăр, пире унтан ÿпке шыççипе кăларса янă иккен. Анне вилмех хатĕрленчĕ. Тăвансене пĕлтертĕмĕр. Васкавлă пулăшу çинче ĕçлекен тухтăра паян кунччен тав тăватăп. Пире тепĕр хут пульницăна вырттарса çын турĕç», – тет вăл.
Марье те хĕрĕпе пурăнать. Ăна та пĕр çеккунтлăха та пĕччен хăвармаççĕ. Ватлăх кунĕсене вăл хăтлă хваттерте, хăйне юратакан ачи-пăчипе пурăнса ирттерет.
Йĕкĕрешсем пĕрле пулччăр, калаçчăр тесе ачисем вĕсене часчасах тĕл пултараççĕ. Çамрăкрах чухне Марьепе Тарье ял пурнăçне, унти хыпарсене ытларх сÿтсе явнă пулсан, халĕ унта паллакансем сахалланса пыраççĕ. Ăру хыççăн ăру улшăнать. Калаçăвĕ те хăйсен пурнăçĕ, мĕнле эмел ĕçни пирки кăна пырать. Нумаях пулмасть ачи-пăчи пĕрле пухăнса йĕкĕрешсен 90 çулхи юбилейне палăртнă. Марьепе Тарье те хăйсемшĕн пĕрер черкке хĕрлĕ эрех сыпса панă.
Лăпкă та тирпейлĕ ватăсем манпа калаçнă чухне те аллинчен сăмса тутрине ямарĕç, пĕрмаях тути-çăварне шăлса тăчĕç. Ырă кăмăллăскерсем мана та сывлăх сунчĕç, телейпе пурăнма пил пачĕç.

Елена МУСТАЕВА.
Автор тата архиври
сăнÿкерчĕксем.

Фото

Location for : Listing Title