Çил арманĕ

17 марта 2021 11:44

Ял пысăках мар пулин те эпĕ астăвасса Чăвашкассинче икĕ çил арманĕ пурччĕ. Сăнÿкерчĕк çинче – юлашки çил арманĕ. Ăна 1960 çулта ÿкерсе илнĕ. Арманне Искендер Исливанович Ильмендеев лартнă. Халĕ ку пысăк çемье Исливанов хушаматпа çÿрет. Тепĕр арманĕ Салик Аюговăн пулнă. Виççĕмĕш арманĕ Ухтăм Юмановăн пулнă теççĕ. Анчах та эпĕ ăна астумастăп. Пĕчĕк ялшăн виçĕ çил арманĕ пулни – пысăк пуянлăх.
Арман хуçисем – тарават çынсем. Арманçăсем никама та çăнăхсăр хăварман. Çăнăхне те тĕрлĕ тырăран авăртнă: ыраш, пăри, тулă, ясмăк, пăрçа, сĕлĕ. Çăнăхне вара сортласа авăртнă: выльăх-чĕрлĕх валли – шултра, апат-çимĕç, çăкăр, кулачă, салма, валли – вакă. Тырри нумай пулман пулсан та ял çыннин хăй валли кăна мар, выльăх-чĕрлĕх валли те ятарласа çăнăх хатĕрлемелле пулнă.
Сăмахран, ĕне усрама тата ăна хĕл каçарма сĕт суса илес тесен «ĕнен чĕлхи айне хумалла» тенĕ. Улăмне валашкара вĕри шывпа пĕçерсе, çăнăх сапса пăтратса памалла пулнă. Ĕне усраса хĕл каçарасси ял çыннишĕн çăмăл ĕç пулман. Хăш та пĕр хуçалăхсем ĕнене те икĕ киллĕн усранă: мăйракаллă шултра выльăхĕ пĕр эрне пĕр хуçалăхра пурăннă, тепĕр эрне – кÿршĕре. Ĕне усраса, сĕт суса çемьене тăрантарнă. Сĕтне суса илес тесен çăнăхне те нумайрах авăртса хĕлле валли хатĕрлеме тивнĕ. Ĕне çемьене сĕт-турăхпа тивĕçтернĕ пулсан çил арманĕ ял çыннисене – çăнăхпа. Ку тĕслĕх армансем çынна кăна мар, выльăх-чĕрлĕх усранă çĕрте те хăйсен пĕлтерĕшне çухатманнине çирĕплетет.
Çил арманĕсене ял хĕррине, уçăрах тата çÿллĕрех вырăна вырнаçтарнă. Çăнăх авăртаканăн (мельник) вара синоптик та пулма тивнĕ. Çил çук чухне арман та ĕçсĕр ларнă. Çав пысăк çунатсене хускатса çавăрма тата вăрахчен çăнăх авăртма пĕр тикĕс вĕрекен çил кирлĕ. Ытла та вăйлă çил вăхăтĕнче армана ĕçлеттерме хăрушăрах пулнă. Çил хăш енчен вĕрет, арманçă та арман çунаттисене çав еннелле çавăрса лартать.
Эпир, ачасем, арман хÿри теттĕмĕр, ваттисем вара – тевтĕ (тевĕт). Тевтĕсĕр арман çунаттисене çил еннелле çавăрса лартаймастăн.
Тевтĕ тени çакă пулать: вăл виçĕ вăрăм та хулăн йывăçран тăрать, вĕсен пĕр вĕçĕ çĕр çумĕнче, тата иккĕшĕ – арман тăррипе çунатсене çавăрса тăракан хулăн вала (ось) çыхăнтарать. Çĕр çывăхĕнчи йывăçсене пĕр чăмăра чăмăртанă. Çавăнпа усă курса арман тăррипе çунаттисене çил еннелле çавăрса лартнă.
Армана та ытти паха техника пекех пăхса, юсаса , тĕрĕслесе тăмалла пулнă.
Арманăн тĕп пайĕ – арман чулĕ. Вăл пысăк, хулăн, çаврака. Çак чулĕ ĕнтĕ çил вăйĕпе çаврăнса пире çăнăх туса параканĕ. Арман чулне яланах пăхса, асăрхаса тăмалла, мĕншĕн тесен чул тĕнĕ ялан çаврăнса тăнине пула çăнăх авăртнă вăхăтра – тĕнĕ якалать. Ун чухне вара арманçă чул «тăкмалла» тенĕ. Ку каларăш чул тĕнĕ ытлашши якалса кайсан картсем туни. Карчĕсем пулмасан çăнăха шултра е вакă авăртаймастăн. Çăнăх авăртакан пĕрин тыррине авăртса пĕтерсен йĕркепе, черетпе теприне: «Тырра хăвăртрах хыв, пушăлла арман чулне çавăрттарма юрамасть,» – çапла каласа йыхрав панă.
Арманçă ĕçĕнче вăрттăнлăхсем пайтах пулнă. Арман çумĕнче хÿтлĕх (лупас) тăнă. Ял çыннисене илсе пынă тырра кÿртсе хума, вăхăтлăх унта упрама склад евĕрлĕ вырăн кирлех. Çавăнтах арманçăпа çăнăх авăртма пыракансем валли пĕчĕкçĕ пÿрт хатĕрленĕ. Хĕллехи вăхăтра ăшăнмалли каланка, ларса тăма сĕтелĕпе саккисем те юнашарах. Çакăнтах, армана кĕмелли вырăн çывăхĕнче, виçев хатĕрĕ. Çак виçев ĕçĕ хыççăн, авăртнăшăн мĕн чухлĕ тÿлемеллине палăртнă. Нумай тырă илсе пырсан – нумайрах тÿлемелле пулнă.
Пĕлес килет, пирĕн Ульяновск облаçĕнче çил арманĕсем сыхланса юлнă-ши? Анчах та, шел, Кивĕ Улхашри çил арманĕ 5-6 çул каялла ишĕлсе анчĕ. Ăна çĕнĕрен юсаса лартма никамăн та тимлĕх çитмерĕ. Арман – ялсемшĕн историллĕ палăк. Кивĕ Улхашра пурăнакан вĕрентÿçĕ, таврапĕлÿçĕ Николай Кадебин тăрăшни кăлăхах пулса тухрĕ. Нумай шухăшларĕ, вăйне-вăхăтне шеллемерĕ, пуçлăхсем патне çыру та çырчĕ. Усламçăсемпе те калаçрĕ, анчах та çил арманне çĕнетсе лартакан тупăнмарĕ.
Çил арманĕ çине аякран пăхса тăнă вăхăтра унăн мăнаçлăхĕ, вăйĕ сисĕнет, вăл çунаттисемпе сывлăшалла кармашма тытăннă чĕрĕ япала пек туйăнать.
Вăхăтĕнче армана каймалли çулсем яланах такăр пулнă. Çулталăкăн хăш вăхăчĕ пулсан та ял çыннисем унта каймасăр тăман, яланах çÿренĕ. Ваттисем калашле, «ку çулсене курăк шăтса курăк та хуплайман». Çут çанталăкпа этемĕн шухăш-кăмăлĕ çыхăнуллă пулнипе çĕр çинчи çынсем хăйсен пурнăçне малалла тăсайнă.
Тавтапуç сире арманта ирттернĕ экскурсие хутшăннăшăн. Çакăн евĕрлĕрех пулса тухтăр тесе çыртăм.

Василий Селендеев
хисеплĕ таврапĕлÿçĕ.
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси.

Фото

Location for : Listing Title