Кăçал та пĕрлех пулар. "Канаш" хаçат тĕп редакторĕн сăмахĕсем

31 декабря 2020 12:17

Хаклă вулаканăмăрсем, хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Облаçри чăвашсен пĕртен-пĕр «Канаш» хаçатне нумай çул хушши çырăнса илекенсене те, ку çурçуллăхра кăна пирĕн рете тăнисене те Çĕнĕ çул уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Сире пурне те пирĕнпе пулнăшăн пысăк тав. 2021 çулта сывлăхпа, телейпе пурăнăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, чунăрсенче канлĕх хуçалантăр, кил-çуртăра ырă хыпар кăна кĕтĕр, хуйхă-суйхă сиртен пăрăнса иртсе çÿретĕр.

Сисĕнмесĕрех çулталăк иртсе кайрĕ. Хыçа юлнă çул пирки калас пулсан вăл историре ĕмĕрлĕхех кăшăлвирус инфекцийĕн пандемийĕпе асра юлĕ. Пуш уйăхĕнчен пуçласа çĕршыври лару-тăру тĕпрен улшăнчĕ. Тĕрĕссипе, эпир хамăр та улшăнтăмăр. Нумайăшĕ пурнăç çине яваплăрах пăхма вĕренчĕ. Сăмса-çăвара хуплакан маска кашни çыннăн кĕсйинчи чи кирлĕ япала пулса тăчĕ. Эпир малтанхи пек уççăн пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме пăрахрăмăр. Алă тытса сывлăх сунма та юрами пулчĕ. Хамăр пĕлекен çынсенчен нумайăшĕ леш тĕнчене ăсанчĕ. Унчченхи çулсенчи пек çынсене нумай пуçтарса культура мероприятийĕсем йĕркелеме, халăх валли чăн-чăн чун канăвĕн уявĕсем ирттерме май пулмарĕ тесен те йăнăш мар. Йăлана кĕнĕ Акатуй çулла йăхташăмăрсене пĕр кăшăла пухаймарĕ. «Акатуйран – Чÿклеме таран» уява пĕчĕк форматпа ирттерме тиврĕ. «Чăваш ачи, сассуна пар», «Чăваш шăпчăкĕ», «Нарспи», «Чăваш пики» тата ытти фестиваль-конкурссем те онлайн-йĕркепе иртсе кайрĕç.
Вулаканăмăрсемпе эпир те куçа-куçăн курса калаçаймарăмăр.Апла пулин те «Канаш» хаçат пĕр номер сиктермесĕр сирĕнпата кашни эрнекунсерен çитсе пычĕ. Эпир тĕрлĕрен темăсем шырарăмăр. Пирĕн тусăмсене вуламалли, вĕренмелли, килтен ĕçлемелли йĕрке пулнипеле ал ĕçĕсене явăçмалли ытларах пултăр терĕмĕр. Çавăн пек материалсем лартма тăрăшрăмăр. 

Питĕ пысăк тав пирĕн обществăлла корреспондентсене. Уйрăмах Димитровградри Ирина Николаевна Иванюкова пире тухса çÿреме йывăр лару-тăрура хăйĕн ентешĕсем пирки нумай интереслĕ материалпа тивĕçтерчĕ. Чăнлă, Майна районĕсенчи шкул ачисем хăйсен ĕçĕсене ярса пама пуçлани малашлăхра çутă пур-ха тесе савăнтарать. Кăçал та çыхăну çавăн пекех çирĕп пуласса шанас килет. Сывлăхлă пулăр. 

Çаплах пирĕн хаçата çырăнтарма çулсерен пулăшса пыракан ентешĕмĕрсене, фермерсене чунтан, чĕререн тав тăвасшăн.Вĕсем – Чăнлă районĕнчи çĕр ĕçченĕсем: Е.Ф. Сярпуков, Узиковсем, Ю.П. Мерлушкин, Н.П. Сайгушев, А.Г. Мулянов. Еленăпа Владимир Лянкинсен çемйи мĕнпур тăванĕсем патне «Канаш»

хаçата çитерме тăрăшать, Карсун районĕнчи Языковăри Ольга Засорина хăйсен ушкăнĕнчи юрăçăсене çырăнтарать, Çĕнĕ Ульяновскри Зоя Рейтер, Çĕнĕ хулари «Ниме» культура центрĕ, усламçă О.Ю. Палюшин тата ыттисем те çырăнтару ĕçĕнче хастар пулăшаççĕ. Пурне те чĕререн пысăк тав.

Çырăнтару ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Тутарсен ку енĕпе тĕн вĕрентет, кашни кĕлĕре, кашни мечетре мулла облаçри тутар хаçатне çырăнтармалли пирки аса илтерсе тăрать, тĕн организацийĕсем хăйсем ыттисене валеçсе пама 100-шер экземпляр хаçат çырăнаççĕ. Вĕсем хăйсен чĕлхишĕн хăйсем тăрăшаççĕ. Хаçат ĕçченĕсем вĕсене çырăнтарса парăр-ха тесе ÿкĕтлесе çÿремеççĕ. Çынсем хăйсем пулăшу аллине тăсаççĕ, ăнланса. Шел,чăвашсем хушшинче кун пек япала çук. Мĕнпур шанăç, вулаканăмăрсем, сирте, эсир хăвăр пирĕн çинчен манмасăр хаçата çырăнса илнинче, хăвăра вулама килĕшнипе тăванăр-пĕтенĕрсене çырăнтарнинче. Пĕр пус çумне тепĕр пус хушсан иккĕ пулать. Кашни канашçă тус-тăванне пĕр экземпляр хаçат çырăнтарсан та пирĕн йыш икĕ хут ÿсет. Кăçал «Канаш» хаçат редакцийĕ çумĕнчи «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тăрăшнипе, Ульяновск облаçĕнчи
чăвашсен наципе культура автономийĕ пулăшнипе «Атăл юрри» журналăн 4 (6)-мĕш номерне кун çути кăтартма пултартăмăр.Çаплах хамăрăн вулаканăмăрсем валли 2021 çулхи стена çине çакмалли календарь кăлартăмăр. Ку ĕçе чăвашсен йăлипе нимелле туса ирттертĕмĕр. Пысăк тав ырă ĕçе хутшăнакансене – Виктор Егоров-Аванмарт художника, Павел Азанова, Зинаидăпа Сергей Черновсене, Ольга Засоринăна, Сергей Верхеева тата ыттисене.

Хамăн сăмаха вĕçленĕ май эпĕ вулаканăмăрсене «Канаш» хаçатра тус-тăвана юбилей-менелникпе саламлама, тĕрлĕ пĕлтерÿсем пама май пуррине аса илтересшĕн. Шăнкăравлăр, ыйтса пĕлĕр. Çулталăк пуçламăшĕнче вара йăлана кĕнĕ тăрăх вулакансем хушшинче лотерея вылявне ирттерĕпĕр.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! 2021 çулта та, малаллахи çулсенче те сирĕнпе пĕрлех пуласчĕ. Пĕрле вĕрсен хапха та уçма пулать теççĕ чăвашсем. Хамăр чĕлхене манмасăр, «Канашпа» пĕрле сывлăхпа тата телейпе нумай çул пурăнасчĕ.

Елена МУСТАЕВА, тĕп редактор, Ульяновск облаçĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Фото

Location for : Listing Title