Кăкăр ракĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун

15 октября 2021 09:33

Онкологипе чирлекенсен статистикипе хĕрарăмсен хушшинче кăкăр ракĕпе чирлекенсем списокра чи малта тăраççĕ. Шыçă çулланнă пациентсен кăна мар, ача çуратма пултаракан çамрăк хĕрарăмсен те пулать. Чир час-часах хăвăрт аталанать, вăхăтра диагностика туса сипленменни вилĕм патне çитерет. Кăкăр ракĕн проблеми Раççейре кăна мар, тĕнче медицинишĕн те питĕ çивĕч ыйту шутланать, çавăнпа та 1993 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ (ВОЗ) октябрĕн 15-мĕшĕ – кăкăр ракĕпе кĕрешмелли кун тесе пĕлтернĕ.

Çак кун мĕнле иртет?

Кашни çулах октябрĕн 15-мĕшĕнче нумай çĕршывра, çав шутра Раççейре те, «Кĕрен лента» программа шайĕнче йăлана кĕнĕ мероприятисем пулаççĕ. Программăпа килĕшÿллĕн халăха чир пирки ытларах каласа параççĕ, общественноçа ку проблемăна тимлеме хушаççĕ. Раççейĕн пур хулинчи профильлĕ медицина учрежденийĕсенче (онкологи диспансерĕсем, маммологи центрĕсем тата ытти те) хĕрарăмсем валли тÿлевсĕр консультацисем тата тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Кашни хĕрарăм тухтăрпа калаçса ыйтусене хурав тупма, УЗИ тата рентгенографи иртме пултарать. Общество тата медицина организацийĕсем халăх хушшинче ку проблемăна çутатакан информацисем сараççĕ. Вĕсенче чир мĕнле пуçланни, мĕнле пыни, ăна епле тупасси тата сиплесси, çавăн пекех риск ушкăнне кам лекни çинчен каласа параççĕ. Çапла вара кăкăр ракĕпе кĕрешмелли кун хĕрарăмсене хăйсен сывлăхне ытларах тимлĕх уйăрма тата маммологи е онкологи тĕпчевĕсем иртме хушать. 

Унсăр пуçне октябрĕн 15-мĕшĕнче тата пĕр уйăх кăкăр шыççипе асапланакан пациентсене пулăшас тесе укçа-тенкĕ пухассипе акцисем ирттереççĕ. Ку чирпе чирлес хăрушлăх камăн пуррине кашни хĕрарăмăнах пĕлмелле. Риск ушкăнне кĕрекенсем: 30-40 çултан аслăраххисем; йăхра йывăр онкологи чирĕпе чирленисем пуррисем (уйрăмах кăкăр е амалăх ракĕпе); çие юласран сыхланса е щит парĕсен ĕçне йĕркелес тесе гормон препарачĕсемпе нумай вăхăт хушши усă куракансем; кăкăр травмисем пулнисем; пĕрремĕш ачана 30 çул хыççăн кăна çуратнисем; кăкăрта ачана ĕмĕртме сĕт çуккисем; ача пăрахнисем; климакс час пуçланманнисем (55 çул хыççăн); ытла самăррисем; стресс лару-тăрăвĕнче пурăнакансем; радиаци витĕмне лекнисем, сиенлĕ йăласем пуррисем. Кăкăр ракĕ мастопати, мастит, фиброаденома чирĕсем хыççăн та аталанать. Çаплах щит парĕн чирĕ те, иммунодефицит чир витĕмне вăйлатаççĕ.

Кăкăр ракĕн профилактики çинчен мĕн пĕлмелле?

Усал шыçăран сыхланас тесен хĕрарăмăн çулталăкра пĕрре тухтăр патне каймалла тата япăх факторсем хăйсен организмне витĕм кÿресрен сыхланмалла. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, туллин апатланмалла тата физкультурăпа туслашмалла. Ача çуратсан пепкене кăкăр ĕмĕртессинчен пăрăнма юрамасть. Кăкăр ракĕн профилактикин чи ансат та витĕмлĕ мелĕ – кăкăра хĕрарăм хăй тĕрĕслесе тăни. Çакна манмалла мар: хĕрарăмăн 40 çул хыççăн кашни 2 çулта, 50 çул хыççăн – çулсерен маммографи тумалла. Ультрасасăпа пĕрле рентгенологи тишкерĕвĕ иртни те усăллă. 

Раççейре кăкăр ракĕ усал шыçăсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнать. Унран сываласси чир мĕнле стадине çитнинчен килет: 1-мĕш стадире рака тупса палăртсан унран сывалас шанчăк 96 процент, 2-мĕшĕнче – 90-80 процент, 3-мĕшĕнче – 60-80. 2010 çулта Онтарио (Канада) хулинче чи пĕчĕк пациенткăн кăкăрне чире пула касса илнĕ. Вăл 3 çулта пулнă. Статистика кăтартнă тăрăх, усал шыçă ытларах сылтăм кăкăрта аталанать. Кашни кун çак чирпе 112 хĕрарăм вилет (кашни 15 минутра 1 çын). Кăкăр ракĕ ытларах шурă ÿтлисен аталанать, анчах хура ÿтлĕ (негрсем) хĕрарăмсем ытларах вилеççĕ. Унччен çак чир пирки «манашкăсен чирĕ» тенĕ, мĕншĕн тесен унпа манашкăсем нушаланнă.

Елена ТРОЯНСКАЯ.

Фото

Location for : Listing Title