Кăмăлĕ хурçă утран та çирĕпрех

03 декабря 2021 10:00

Людмила Александровна Мердеева (Муравьева) Пухтелĕнче 1961 çулхи çурла (август) уйăхĕнче çуралнă. Хĕрарăмăн ашшĕпе амăшĕ те пухтелсемех. Ашшĕ, Александр Иванович, Аслă вăрçă ветеранĕ пулнă. Ун çинчен «Канаш» хаçатра çырнăччĕ. Вăл ялта платник ĕçĕпе йăпанса пурăннă, çăм атă йăвалас ĕçре вăй хунă, ал ăсталăхне ачисене те вĕрентнĕ.
Амăшĕ, 14 çулхи хĕрача, вăрçă вăхăтĕнче окоп чавнă, вăрман каснă, колхоз ĕçне çÿренĕ. Вĕсем мăшăрĕпе 7 ача (4 ывăлпа 3 хĕр) çуратса ÿстернĕ. Халĕ 2 хĕрĕ çеç пурăнаççĕ. Ыттисем чире пула вилнĕ. Людмила ялан вĕсемшĕн хурланса йĕрет.
Хĕрача шкул пĕтерсен Ульяновскра бухгалтера вĕренсе тухсан ĕçлеме ялах таврăннă. Çак ĕçре 20 çул тăрăшнă. Пухтел йĕкĕтне Анатолий Мердеева качча кайнă. Шел, мăшăрĕ питĕ ир, 2007 çулта, вилнĕ унăн. Людмила Мердеева паян пĕчченех пурăнать. Çирĕп кил хуçалăхне йĕркеллĕ тытса пырать.
Икĕ хĕрĕ – Надеждăпа Ирина – Ульяновскра пурăнаççĕ. Надя – парикмахер, Ирина – судра секретарь. Хĕрĕсем ĕçчен те маттур унăн. Амăшĕ пекех вăр-вар. Яла килсех тăраççĕ. Никита мăнукĕ Ульяновскри 61-мĕш шкулта 5-мĕш класра «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Кукамăшне çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.
Людмила Александровна пенсие кайиччен Тагайри чăх-чĕп фабрикин Пухтелĕнчи филиалĕнче заправщицăра, учетчицăра вăй хунă, автомобильсемпе ытти техникăн саппас пайĕсен склачĕн заведующин ĕçне илсе йĕркелесе пынă. Тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа, пархатарлă пурнăçланине кура чăваш хĕрарăмĕ Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене пайтах çĕнсе илнĕ.
Кил хуçалăхĕнче Т-75 трактор пулни ÿркенмен ял çыннин ĕçне самай çăмăллатнă. Вăл хăех шанчăклă хурçă учĕпе çĕр улми лартнă-кăларнă, утă-улăм турттарнă, кÿршĕсене пулăшнă. Халĕ сутса янă. Кăçал кăна-ха. «Çитет, ывăнтăм», – тет вăл 60 çула çитнине палăртса.
2009 çултанпа хăйĕн янравлă çепĕç сассипе Пухтелĕнчи «Çăлкуç» ятлă чăваш юрă ансамбльне илем кÿрет. Май килсен пĕр уявран та юлмасть.
«Ялта, районта, Ульяновскра иртекен Акатуйсене, конкурссене хутшăнатпăр. Халĕ кăна-ха Кăлаткăпуçĕнче йĕркеленĕ онлайн-фестиваль хăнисем пултăмăр. Чăвашкассинче Родион Кириллов ячĕпе ирттерекен фестивале хутшăнтăмăр. Инçет йĕркепе иртекен мероприятие 1 композици ярса патăмăр. Килте кулянса лариччен юрă ушкăнне çÿретпĕр. Унта чун уçăлать, пурăнас килет. Йышăн пултарулăх ертÿçи Ольга Мускина пире кичемленме памасть», – тет ансамбль солистки Л. Мердеева.
Люда ялти культурăпа кану центрĕнче – кĕтнĕ хăна. Ертÿçи – Светлана Хамбикова – ентешне яваплă ĕç шанса панă. Паян Людмила Александровна – ваттисен хастарлăхне ÿстерекен «Кĕмĕл тапхăр» («Серебряный век») тĕпел ертÿçи. Унта тивĕçлĕ канури çынсем, хисеплĕ пенсионерсем пухăнса алă ĕçĕсем тăваççĕ, юрăсем вĕренеççĕ, сиплĕ курăксемпе пăшăхлантарнă техĕмлĕ чей ĕçеççĕ.
– Юрласа ĕçлесен чун уçăлать, кăмăл та çĕкленет. Пухтелĕнчи эпир пухăнса ларакан вырăн ăмсанмалла хитре, хăтлă. Çĕнетÿ ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн пирĕн центр, ял администрацийĕ тата ытти пĕлтерĕшлĕ тытăмсем вырнаçнă çурт Пухтел çыннисемшĕн мекка пулса тăчĕ. Тавах Улхаш ял тăрăхне, пуçлăхне, Чăнлă район ертÿлĕхне пирĕн нушасене тимленĕшĕн, хавхалантарнăшăн, пулăшнăшăн, – терĕ Людмила пурне те тав туса.

НИНА КУШТЫ.
Пухтел.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title