Кĕмĕл сасă-2021

09 марта 2021 10:52

Унта Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пурăнакан 15-35 çулхи чăваш юрăçисем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен тĕрлĕ жанрлă икĕ юрă хатĕрлемелле. 

Заявкăсене акан 21-мĕшчен congress21@mail.ru электрон почтипе йышăнаççĕ. Çыхăнса ыйтса пĕлмелли телефон: 8-917-670-18-21. 

Ăмăрту икĕ тапхăрпа пулать. Пĕрремĕшĕ – пуш уйăхĕ тăршшипе ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен – вырăнти тапхăр (районти, хулари, регионти). Унăн çĕнтерÿçине конкурс-фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрне суйласа илеççĕ. Çак финалистсене малтан ятарлă комисси итлесе пăхать. Ку ĕç 2021 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 15.00 сехетре пуçланать, вăл Чăваш наци конгресĕн конференц-залĕнче иртет. Адресĕ – Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мĕш çурт. Иккĕмĕш тура регионтан пĕр çын кăна хутшăнма пултарать. Фестивалĕн иккĕмĕш турĕ акан 24-мĕшĕнче 14.00 сехетре тытăнать. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртет (Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 33/9-мĕш çурт).

Фото

Location for : Listing Title