«Кĕмĕл сасă-2021» çĕнтерÿçисем паллă!

26 апреля 2021 10:02

Конкурс пуласси пирки эпир маларах хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Самар, Тюмень, Ленинград, Чĕмпĕр, Тутарстан, Пушкăр тăрăхĕсенчен тата Чăваш Ен районĕсенчен пурĕ 18 çамрăк чăваш юррине юрлас ăсталăхне кăтартас тĕлĕшпе тăрăшнă. Вĕсене сумлă тÿресем хакланă: Раççей тава тивĕçлĕ артистки Валентина Смирнова, Чăваш халăх артистки Августа Уляндина, Самар тăрăхĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Людмила Павлова, Чăваш халăх артисчĕ, оперăпа балет театрĕн директорĕ Валерий Клементьев, конгресс президиумĕн пайташĕсем Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, ЧНК Ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Павел Вязов тата Чăваш эстрада юрăçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Алина Федорова.
Баллсене шутласан чи пысăк хака Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Казанцев тивĕçни паллă пулнă, вăл Гран-при çĕнсе илсе ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн хаклă парнине тивĕçнĕ.
Пĕрремĕш вырăна Питĕр хулинчен килнĕ Марина Кириллова тухнă.
Иккĕмĕш вырăна Тутарстанран çитнĕ Валерия Юманова тивĕçнĕ.
Виççĕмĕш сумлă вырăна Чĕмпĕр хĕрĕ Мария Ямщикова, Шупашкар хĕрĕ Анастасия Кириллова, Куславкка пики Дарья Мранькова тата Элĕк каччи Сергей Иванов пайланă.
Мария Ямщиковăна эпир Ульяновск облаçĕнче йĕркелесе ирттерекен нумай чăваш уявĕсенче куратпăр. Хĕрача мĕн пĕчĕкрен куракансене сцена çинчен хăйĕн илемлĕ те янăравлă сассипе савăнтаратчĕ. Халĕ Мария шкул пĕтерсе (9-мĕш класс) Ульяновскри музыка училищинче фольклор уйрăмĕнче пĕлÿне çирĕплетет. Уявсенче вара куракансене савăнтарма пăрахмасть.
«Кĕмĕл сасă» конкурса кайса хăйĕн вăйне тĕрслеме Маша пĕлтĕрех ĕмĕтленнĕччĕ. Анчах та ăмăрту пирки маларах пĕлейменнипе унта хутшăнма ĕлкĕрейменчĕ. Кăçал вара Ульяновск пики призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Вăл сцена çичен «Шăпчăксем» юрра илемлĕн шăрантарнă.
Мария Ямщиковăна тата амăшĕпе ашшĕне – Наталья Ивановнăпа Эдуард Петровича – Пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестивальте виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.
Жюри пайташĕсем чи илемлĕ саслă юрăç тесе Шупашкар районĕнчи Тимофей Тумакова, куракансем кăмăлланă юрăç тесе Самартан инçе çула кĕскетсе килнĕ Софья Бурмистровăна, хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç тесе Пушкăрт Республикишĕн тупăшнă Лейсан Федоровăна йышăннă.
Çĕнĕ Шупашкарти «Шевле» вокал ушкăнне чи лайăх ансамбль тесе хакланă.
Конкурса хутшăннă çамрăксене пурне те спонсорсем хатĕрленĕ парнесене тата дипломсене хавхалантарнă.

Фото

Location for : Listing Title