Кĕнеке çÿлĕкĕ

13 января 2021 13:05

Ульяновск облаçĕнчи чăваш сăвăçи-çыравçисен литература пĕрлешĕвне Çĕнĕ çул вăркăшĕпе çĕнĕ кайăк вĕçсе килчĕ – хастар шевлеçĕн Елена Аксупин 3-мĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Автор ăна «Пехил» ят панă.
Çĕнĕ кăларăма çамрăк прозаикăн 22 калавĕ кĕнĕ.
Елена Алексеева-Аксупи хăйĕн хайлавĕсенче чăваш çемйисене канăçсăрлантаракан ĕмĕрхи çивĕч ыйтусене хускатать, ăрусен çыхăнăвне сăнарлать, арканакан çемьесенчи мăшăрсене хутшăнури йăнăшсене шыраттарма тăрăшать. Автор пурнăçри пăтăрмахсене тĕпчет тата сăнать çеç мар, савăнăçлă, ăнăçуллă пулăмсене асăрхаса вулакан патне çитерме васкать. Çырура тĕп сăнарсен туйăмне, вĕсен кăмăл çирĕплĕхне палăртса хăварма пĕлни – çыравçăн пултарулăх йĕрĕсенчен чи тĕппи темелле. Хайлавсене калăпланă чухне ĕçтешĕмĕр литературăри тĕрлĕ мелсемпе, уйрăмах танлаштарупа, ваттисен каларăшĕсемпе вырăнлă усă курать, пулăмсене пысăк ăсталăхпа çырса кăтартать.
Писатель тĕрĕслевре çуначĕсене усма патнех çитнĕ, анчах та инкекре хуçăлман геройсем майлă. Хăй кам енче пулнине нихăçан та палăртмасть пулсан та. Кашнинех кĕрешме, пуçне çĕклеме, йăнăшсене тÿрлетме май парать. Пултарайманнисене айăпламасть, хак та памасть. «Кашнинех хăйĕн çулĕ çак пурнăçра, пурте эпир ăраскала тивĕçлĕ», – тенĕнех туйăнать.
Кĕнекене кăларма пулăшнă çынсене кăларăмăн юлашки страницинче тав туса хăварать автор. Вĕсем: компьютерпа калăпласа текстсене страницăсене вырнаçтараканĕ – «Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕ Ирина Данилова, хуплашкин тата ытти ÿкерчĕксен авторĕ – Ирина Щеголькова художник, ырă кăмăллă меценатсем – Чăнлă районĕнчи «Родники» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Николай Сайгушев тата Çĕнĕ хулари сĕтел-пукан тăвакан производство директорĕ Олег Палюшин.
«Шевле» литература пĕрлешĕвĕн, РФ тата ЧР Профессиллĕ Писательсен союзĕсен пайташне литература анинче малашне те хавхаланса ĕçлеме ăнăçусем сунар.
Александра Романова.

Фото

Location for : Listing Title