Кĕнеке çулталăкĕнчи тĕлпулу

29 июня 2021 08:38

Ульяновск облаçне çĕршыври чи ăнăçлă кĕнекепе вулав хутлăхĕсенчен пĕри тесе палăртнă.
Регионта ку ене аталантарас çул-йĕре Раççей кĕнеке союзĕн президенчĕ Сергей Степашин пысăк хак панă. Вăл пирĕн патра çак кунсенче иртнĕ ят библиотекисен «Вĕсен ячĕсемпе Раççей мухтанать» пĕтĕм Раççей съездне хутшăннă. Унта çĕршывăн 50 субъектĕнчен хăнасем пухăннă.
«Аслă пуху шăп Ульяновск облаçĕнче, 2016 çулта «Литература флагманĕ» ята тивĕçнĕ вырăнта, иртнĕшĕн савăнатăп. Паян эпир сире икĕ çул каялла панă «Кĕнекепе вулав хутлăхĕ» статуса яланлăхах çирĕплетме йышăнтăмăр», – тенĕ С. Степашин.
Хальхи вăхăтра облаçра çĕнĕ стандартлă 45 библиотека ĕçлет. Çулталăк вĕçлениччен çавăн йышши тата 9 вулавăш уçăлмалла. Кунсерен хутлăхри культура учрежденийĕсене 14 пин çын çÿрени паллă.
Регион пуçлăхĕпе Алексей Русскихпе пĕрле çĕршыв тĕп хулинчен килнĕ сумлă хăнасем (Сергей Степашин, Сергей Рябухин, Владимир Кононов) хулари Лев Толстой урамĕнчи нумай хваттерлĕ 89-мĕш çурта «Тĕслĕхлĕ, тирпейлĕ çурт» Хисеп ятне панă çĕре те хутшăннă.

Фото

Location for : Listing Title