Кĕрхи кун та хурланнăн туйăнчĕ

26 сентября 2022 10:00

Ульяновскри «Современник» Культура комплексĕнче чăвашлăх юхăмĕн патриотне Олег Мустаева халалланă Асăну каçĕ иртрĕ.
Мероприятие Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Коробко, искусствăпа культура политикин министрĕ Евгения Сидорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Сергей Морозовăн пулăшаканĕ Константин Булгаков, кĕпĕрнаттăрăн наци политикин канашлуçи Ислам Гусейнов, шалти ĕçсен политикин департаменчĕн пуçлăхĕ Сергей Паховский, пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн (ОНФ) комитечĕн пуçлăхĕ Алексей Ситников, облаçри тĕрлĕ халăхсен наципе культура автономийĕсен председателĕсем, Ульяновск хулин мэрийĕн ĕçченĕсем, Чăваш Енри «Тав» агрогрупп генеральнăй директорĕ Александр Капитонов тата ыттисем хутшăнса сцена çинчен Олег Мустаева аса илсе унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çитĕнĕвĕсем пирки ырă сăмахсем каларĕç. Алексей Русских губернатор саламне Александр Коробко çитерчĕ. Александр Михайлович чăваш халăхĕн çĕнĕ историри мăнаçлă лидерĕ ячĕпе Асăну каçĕ ирттерекенсене тав турĕ. Йăлана кĕртсе мероприятие кашни çул йĕркелеме сĕнчĕ. Облаçри тĕрлĕ халăх представителĕсем сцена çине пĕрле тухрĕç. Сăмах тухса калакансем Олег Николаевичăн ĕçĕсене пысăк хак пачĕç.
– Эпир шанчăклă тусăмпа, ĕçтешпе, Олег Николаевичпа телевиденире пĕрле вăй хума пуçларăмăр. 30 çул ытла çума-çумăн пытăмăр. Эпĕ тăван халăх шанăçне тÿрре кăларса тутарсен наципе культура автономине ертсе пыратăп, вăл – чăвашсен культурипе этеплĕхне аталантаратчĕ, йăли-йĕркине мала хуратчĕ. Олег çинчен иртнĕ вăхăтпа калама йывăр мана. Пире, наци автономийĕсен ертÿçисене, паян çав тери çитмест вăл. Олег Мустаевăн канашĕсемсĕр, сĕнĕвĕсемсĕр, вирлĕ сăмахĕсĕр, пулăшăвĕсĕр кансĕр. Çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхма йывăр. Лăпкă çывăр, тусăмăр, – терĕ УТНКА председателĕ Рамис Сафин.
Хăй Мускавра пулсан та РФ Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Морозов пухăннисене телефонпа сывлăх сунчĕ, Олег Мустаевăн облаçри çитĕнĕвĕсене пысăк хак парса çак çын ĕмĕрлĕхех уншăн чăн-чăн юлташ пулса юлнине каларĕ. Олег Николаевич малтанхи губернатор пурнăçĕнче çав тери çитменнине, вăл ăна куллен аса илнине пытармарĕ. Сергей Иванович вăхăтсăр çĕре кĕнĕ чăваш лидерĕн ятне ĕмĕрлĕх асра хăварас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерме сĕнчĕ. Депутат шучĕпе, чи малтан Ульяновскра Олег Мустаев палăкне лартмалла.
Çак сăмахсемпе килĕшнине залра ларакан 500 ытла çын тăвăллăн алă çупса çирĕплетрĕ. Шупашкартан çитнĕ делегаци те сĕнĕве ырларĕ. Тухса калаçнă ытти çынсем те хамăрăн мухтавлă та паттăр ентешĕмĕре, мĕнпур пурнăçне чăваш халăхĕн аталанăвĕшĕн панă пуçаруçа тивĕçлипе хаклама пĕлмелле, малалла ĕçлемелле терĕç.
– Асăну каçĕ аса илÿсемпе пуян пулчĕ. Залалла сцена çинчен ÿкекен çутăра кашни çын куçĕнче куççуль йăлтăртатни курăнчĕ. Портрет çинчен куларах пăхакан Олег Мустаев чĕрĕ пекех туйăнчĕ. Аса илÿсенче вăл яланах пĕрле. Çавăнпа та вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнине, текех çак сцена çине тухса ентешемĕрсене ырă та хавхалантаракан сăмахсем калайманнине çур çул иртсен те никамăн та ĕненес килмест, – терĕ Валентина Федорова.
«Современник» Культура çуртĕнче иртнĕ мероприятие Олег Мустаев ентешĕсем нумайăн килнĕччĕ. Патреккел халăх хорĕ, Тÿскелти «Шуçăм» тата «Тускил» ансамбльсем, Елчĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнчи «Мерчен» юрă ушкăнĕ хутшăнчĕç, йышлă куракана Олег Мустаев юратнă чăваш юрри-кĕввипе паллаштарчĕç. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Олег Мустаева Чăваш Улăпĕпе танлаштарчĕ. Асăну каçĕ пурте пĕрле хисеплĕ ентешĕмĕрĕн «Яльчики» юррине шăрантарнипе вĕçленчĕ.

(Хамăр корр.)
Интернетри сăнÿкерчĕксем.



Фото

Location for : Listing Title