Кĕркуннепе хĕлле – пушар тапхăрĕ

19 октября 2021 08:00

Çанталăк сивĕтсе пынă май çынсем пÿрт-çурта ăшăтас тĕллевпе кăмака хутма тытăннă, нумайăшĕ çак тĕллевпе электроприборсемпе усă курать.
Пушар час-часах кăмака хĕрсе кайнипе, вăл юрăхсăр пулнипе, мăрьесене тасатманнипе, кăмакара çурăк пулнипе, чĕртнĕ чухне çунакан тата çăмăллăн çунакан шĕвексемпе усă курнипе тухать.
Шартлама сивĕсем тытăнсан кăмакана нумай вăхăт çунтараççĕ, çавна пула вĕсен уйрăм пайĕсем хĕрсе каяççĕ, кирпĕчĕсем пĕренесемпе е сĕтел-пуканпа перĕнсе тăраççĕ пулсан пушар пулатех.
Урамра сывлăш температури ана пуçлансан электроприборсемпе ытларах усă кураççĕ, çавăнпа электричество проводисене «йывăр» килет. Проводасем кивелсен унта замыкани пулать. Çакă та пушар патне çитерет. Ку сăлтава пула харпăр çуртсенче кăна мар, кивелнĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче те инкек пулма пултарать.
Пушарăн тепĕр анлă сарăлнă сăлтавĕ – электричествăпа ăшăтакан приборсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни.
Граждансен çакна ăнланмалла: пушар хăрушсăрлăхне пăхăнни – пирĕн сывлăха тата пурнăçа сыхласа хăварма пулăшать. Харпăр çуртра пурăнакансен сивĕтиччен кăмакисене, мăрйисене тĕрĕслеттермелле, хăрăмне тасатса илмелле, кăмакапа мăрьери çурăксене сапламалла, кăмакапа мăрьене çур метр таран çунман япалапа çавăрса илмелле (противопожарные разделки).
Кабель çурăлнине курса тăрсах элетроприборпа усă курмалла мар, прибор çумне çунакан, час хыпса илекен шĕвексем лартма юрамасть, вĕсене çаплах чÿрече е ытти карăсем çумне те лартмалла мар. Пĕр вăхăтрах темиçе электроприбор ан ĕçлеттерĕр.

Олег ХОВРИН,
Ульяновскри «Управление Гражданской Зашиты» учрежденин ертсе пыракан специалисчĕ.

Фото

Location for : Listing Title