Кабинетсен çĕнтерÿçисем паллă

16 декабря 2021 10:00

Ульяновск облаçĕнчи вĕренÿпе воспитани министерствин хушăвĕпе облаçра улттăмĕш хут «Тăван чĕлхен чи лайăх кабинечĕ» конкурс иртнĕ. Çак кунсенче ятарлă комисси вырăс, чăваш, тутар тата мордва чĕлхипе литературин кабинечĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене палăртнă, вĕсене Ульяновскри 29-мĕш шкулта саламланă.
Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх кабинетне çак жюри пайташĕсем – УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, Халăхсен культурин центрĕнчи чăваш культурин пайĕн заведующийĕ Ираида Гаврилова, Ульяновск районĕнчи Салмановкăри пуçламăш классен вĕрентÿçи Светлана Яковлева – палăртнă.
1-мĕш вырăн Ульяновскри 57-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен Владимир Владимирович Грузин çĕнсе илнĕ. Тивĕçлипе. Класра ачасене вĕренме пулăшакан стендсем, куравсем йĕркеленĕ, кĕнекесен çÿлĕкĕсем çинче вырăнти çыравçăсемпе чăваш классикĕсен кĕнекисем.
2-мĕш вырăна Чăнлă районĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ Н.Г. Князькин ячĕллĕ Кивĕ Улхашри вăтам шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Надежда Александрова Няга тухнă.
3-мĕш вырăнта – Барăш районĕнчи Ĕшкери (Чувашская Решетка) тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен Татьяна Валерьевна Рупасова.
Çĕнтерÿçĕсене УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев саламланă, малашне те тăрăшса ĕçлеме сунса чечек çыххипе парнесем панă. вĕренÿ министерствин дипломне парса укçан хавхалантарчĕç: 1-мĕш вырăншăн – 10 пин тенкĕ, 2-мĕшĕшĕн – 8 пин, 3-мĕшĕшĕн – 6 пин тенкĕ.

 
Надежда ДАНИЛИНА.
Интернетри сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title