Кайăксене юратакан юрăç-çыравçă

27 декабря 2021 09:00

Маша Самар тăрăхĕнчи Келтесятлă чăваш ялĕнче хресченсен çемйинче шартлама сивĕре çут тĕнчене килнĕ. Паян 7 теçетке çула çитнине пăхмасăр «Сăрнайри» хĕрарăмсен ушкăнне çÿрет.
Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ вăл.
– Пурнăçăм çăмăл иртет тесе калаймастăп. Тĕнчене те эпĕ йывăрпа килнĕ. 70 çул каялла анне мана кĕтсе кунĕпех асапланнă.
Юнашар пульницăна ăсатакан çын пулман. Атте кун каç енне сулăнсан кăна ĕçрен килнĕ, вăйран кайнă арăмне курсан тÿрех лаша ыйтма чупнă, – шухăшĕпе çав вăхăта таврăнать Мария Николаевна.
– Лаша кÿлсе килет те мăшăрне çуна çине лартса кÿршĕри тутар ялне хăвалать. Чулпанти ача çуратмалли çурт картишне çитичченех эпĕ тухма пуçланă. Анне пепки шăнса вилĕ тесе ăна малалла кайма паман тытса тăнă. Юрать вĕсем аппаланнине курса акушерсем чупса тухаççĕ. Илсе кĕрсе кресло çине хуриччен тата вăхăт иртет.
Ача кăн-кăвак çуралать, сывламасть. Хăйсен ĕçне аван пĕлекен тухтăрсем тăрăшнипе кăна эпĕ сывă юлнă. Мĕнпур çурта янратса кăшкăрса янă. «Юрăç çуралчĕ», – тенĕ пулать пĕр ватă тутар акушерки. Çемьере 3-мĕш ачи, хĕрача, çуралнă. Аслисем – ывăлсем.
Ÿснĕ чухне эпир выçă ларман. Ĕне пурччĕ. Выльăх-чĕрлĕх тата та тытнă. Аттене таврари ялсенче кăçатă йăвалакан маçтăр пек пĕлнĕ. Анне те унпа çумăн тăрса вăй хунă. Савнă мăшăрĕнчен вĕреннĕ.
Малалла вĕренме ăнтăлакан Мария ял пурнăçне юратнă. Келтесри пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн 7 çухрăмри Макçăмел вăтам шкулне çул тытнă. Сивĕ çанталăкра та, йĕпере те çак хушша утса тухма тивнĕ ăна. Вăрман урлă тухмалла. Хĕлле час тĕттĕмленнĕ вăхăтра пĕр-пĕрне кĕтсерех тăрса факелсемпе çула тухнă. Çуткăçне
маларах хатĕрлесе хумалла пулнă.
– Кивĕ михĕ татăкĕсенчен, çурăлса пĕтнĕ пусма-тавартан кумкка туса, пралукпа çыхса хатĕрленĕ, алăпа пĕр хăрамасăр йăтса пыма аврине те майлаштарнă. Çав кумккана ирччен краççын янă савăтра тытнă, кăвак çутăлла пĕрле илсе кайнă. Вăрмана кĕнĕ чухне шăрпăкпа чĕртнĕ. Çапла çÿренĕ вăл вăхăтра ача-пăча аякра вырнаçнă шкула. Таврăнсан лампа çутипе урок тунă. Ялти çуртсене электричество çутине кĕртнĕ чухне эпĕ 7-мĕш класра вĕренеттĕм.
Çакна питĕ аван астăватăп, – каласа парать Мария Николаевна. – Вырăс литературипе чĕлхисĕр пуçне пĕтĕм кĕнеке чăвашлаччĕ.
1966 çулта 8 класс пĕтертĕм, анчах та хулана вĕренме кĕме тÿрех каяймарăм. Аттепе анне хистенипе колхоз ани çинче ĕлкĕрнĕ сахăр чĕкĕнтĕрне кăлармаллаччĕ.
Унччен мăкăнь каснă. Пылак тымарпа мăкăне хуçалăх ани çинче 1 çемьене кăна гектартан та ытла паратчĕç. Кашни колхозник çемйин унсăр пуçне çулла тата кишĕр,сухан çумламаллаччĕ.
Юпа уйăхĕ иртсе чÿке кĕрсен кăна Мария вĕренме кайма пултарнă. Анчах та ку вăхăтра ăна ниçта та илмен – пур çĕрте те вĕренÿ çулĕ пуçланнă, документсене, экзаменсене çуллах памалла пулнă-çке. Шел, килтен илсе каякан пулман.
– Эпĕ вара ачаран çут çанталăк илемне сăнама, кайăксен вĕçĕ-хĕррисĕр çепĕç юррине итлеме юрататтăм. Ыттисем курманнине асăрхама пĕлеттĕм. Ман питĕ сăрăсемпе, акварельпе ÿкерес, музыка тĕнчине парăнас килетчĕ.
Юрăсене пĕр-икĕ хутчен итлесенех астуса юлаттăм. Ĕçленĕ хушăра юрласа çÿреттĕм. Маларах киле радио кĕртменччĕ-ха. Вăл батарея хăвачĕпе ĕçленĕ. Каярах вара тĕпелте ирĕн-каçăн радио калаçатчĕ. Ăна итленĕ хушăра ăшра тем хумханатчĕ, чĕтретчĕ. Мана хорпа юрланă юрăсем килĕшетчĕç. Çутă ĕмĕтсем пулнă та вĕт хĕрачан – анчах та тĕрĕс çул суйласа илме, вĕсене пурнăçа кĕме пулăшакансем пулман, шăпчăк сасăллă пикен кăмăл-туйăмне ăнланма тăрăшман, – тет вăл.
Машăн професси илес кăмăлĕ сÿрĕлмест. Çитес çул культура училищине кайса пăхас кăмăлпа пурăнма пуçлать. Пĕррехинче ăнсăртран шкулта пĕрле вĕреннĕ Валентина ятлă хĕрачана тĕл пулать. Хура кĕркунне, урамра сивĕ. Вăл Куйбышев (паянхи Самар) хулинчи профессипе техника училищинче штукатур-маляра вĕренет иккен. «Эсĕ мĕн çулталăк çухатасшăн-и? Атя манпа пĕрле хулана, пирĕн унта вĕренекенсем çитмеççĕ, общежити пур, стипенди тÿлеççĕ», – тет тантăшĕ.
2 çул çурă вĕренсе специальность илнĕ пике область центрĕнчех ĕç тупать. Маляр пулса тăрать.
– Çапла манăн ĕç биографийĕ пуçланчĕ. Сăрлама питĕ килĕшетчĕ. Хама чăн-чăн художник пек туйса ĕçлеме май пулнăшăн савăнтăм. Стена çине тем те пĕр ÿкерни, кайран ăна пĕр тĕспе сăрласа тăкни пĕрре мар пулнă. Строитель ĕçне суйласа илни мана кайран йывăрлăхсене çĕнтерме, çак пурнăçра ураланма самай пулăшрĕ, – тет Мария Николаевна.
Качча кайсан чăваш пикин Куйбышевран кайма тивет. Халĕ ĕнтĕ çамрăк арăм мăшăрĕпе Лениногорск (Тутарстан Республики) хулине куçса каять.
Çемьере хĕрача çуралать.
1977 çулччен Мария Уткина стройкăра облицовщицăра ĕçлет. Ĕмĕтре малашнехи пурнăçне арăмне хисеплеме пĕлмен упăшкисĕр курнине пула 26 çулхи хĕрарăм вербовкăпа Ульяновск хулине куçса килет. Аллинче – пĕчĕк пепки тата ача япали 1 чăматан.
Çамрăк та малĕмĕтлĕскер шутлă кунра Оксанăна ача садне вырнаçтарса хулари строительсен 1-мĕш трестĕнче ĕçлеме пуçлать. Унтан «Левый берег» юсавпа  строительсен управленийĕнче.
Хамăр хуламăрта Мария Николаевна маляр сăрланă, илемлетнĕ çуртсен шучĕ чылай. Вĕсен хушшинче – ача сачĕсем, шкулсем, завод-фабрикăсем, пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем... 2000 çулта, пенсие кайма 1,5 çул юлсан штат чакарнипе ĕçрен кайма тивет, тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать вăл.
Питĕ вĕренес килнипе 1980 çулта каçхи шкулта вăтам пĕлÿ илет, 2000 çулта «Роспись по дереву»
курссенчен вĕренсе тухать. Ĕçрен пушă вăхăтра картинăсем çырать.
21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче картинисен ят куравне йĕркелеме вăй-хăват çитерет.
– Ĕçленипе кăна мар, çул иртнĕçемĕн манăн тата пушшех те юрлас килетчĕ. 1983 çулта «Волгари» ятлă вырăс ансамбльне кайса лекрĕм. Тата 3 çултан «Руслан» Культура çурчĕ уçăлсан коллектив унта куçрĕ. Çав çулах «Эревет» йĕркеленчĕ. Эпĕ чăтса тăраймарăм.
Чăвашла юрлама пуçласанах унта чупрăм. Ушкăнăн пултарулăх ертÿçи Николай Косырев мана хаваспах йышăнчĕ. Ансамбль питĕ пысăкчĕ. Кунта юрлакансем те, ташлакансем те уйрăммăн хатĕрленетчĕç.
Ытарайми тăван чĕлхепе савăнса юрласа çÿрерĕм. Юрă вăл пурнăçра малалла ăнтăлма, аталанма пулăшать.
26 çул «Эревет» солистки пулнă, концертпа çитмен ялхула юлман, – терĕ вăл.
Ертÿçĕ улшăнсан Мария Уткина Çĕнĕ хулари «Ниме» чăваш культура центрĕ çумĕнчи «Сăрнай» ансамбле куçать.
Сăвăсемпе юрăсем çырма пуçланăранпа 40 çул çитсен Мария Николаевнăн «Юрату çеçки» ятпа 1-мĕш кĕнеки тухать. Унччен çамрăк автор сăввисем «Канаш» хаçатра, ун çумĕнчи «Шевле çути» альманахра пичетленнĕ пулнă.
Паян юрăç-çыравçă хайлавĕсем облаçри чăвашсен хаçатĕнче тата «Атăл юрри» альманахра кун çути кураççĕ. 6-мĕш çул – «Сăрнай» çăлтăрĕ. Çĕнĕрен çĕнĕ юрăсем вĕренет, хăй çырнă юрăсен дискне кăларма ĕмĕтленет.
Çак илемлĕ, пултаруллă хĕрарăм паян кукамай кăна мар, мăн кукамай та. Юбилей тĕлне раштав уйăхĕнче Анна мăнукĕ Мария Николаевнăна парне туса хĕрача çуратнă.
– Эпĕ хама 70 çулти пек туймастăп. Ман юрлас, вĕçес, ырри çинчен калаçас килет. Ыран «Атăл юрри – 21» альманах презентацийĕ. Унта мана та чĕннĕ. Савăк кăмăлпа хам çырнă хайлавсене вуласа парасшăн, – терĕ юбиляр çĕкленÿллĕ туйăмне йÿле ярса, «Канаша», чăвашсен обществăлла юхăмĕсене ăшă салам сăмахĕсемшĕн тав туса.

Алена СЕЛИВАНОВА.
Автор тата архиври
сăнÿкерчĕксем.



Фото

Location for : Listing Title