Хăнара - Димитровградра

01 апреля 2021 13:47
Димитровграда ĕçлĕ çулçÿревпе кайнă май Сергей Морозов губернатор шкулти библиотекăсемпе музейсене аталантарас тĕлĕшпе анлă канашлу ирттернĕ.
Пĕтĕмĕшле Ульяновск облаçĕнчи 257 шкулта музей пур. Çутĕçпе ăспару министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен кашниех патшалăх музейĕсен программине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Музейсен ертÿçисем çулсерен профессиллĕ пĕлĕвне ÿстереççĕ, ачасем музейпе паллаштарас ăсталăха алла илеççĕ, маçтăр-классене, онлайн-семинарсене хутшăнаççĕ. 
Регион пуçлăхĕ Сергей Морозов пĕлтернĕ тăрăх, малашне шкулсенче модельлĕ библиотекăсем ĕçлесе кайĕç. Пĕрремĕшне Тереньга районĕни Ясашная Ташла шкулĕнче йĕркелеме палăртаççĕ. Ăна валли мультимедиллĕ оборудовани туянĕç, лапамне пысăклатĕç. 
Çавăн пекех Сергей Морозов Димитровградри Денис Кузнецов ячĕллĕ 6-мĕш шкулта пулса вĕренекенсемпе вĕрентекенсен коллективне организаци 45 çул тултарнă ятпа саламланă. Губернатор хальхинче те парнепе пынă. 2 çул каялла чÿречесене улăштарма сăмах панă пулсан ку хутĕнче – çĕртме уйăхĕнче – шкул картинче çул-йĕр хăрушсăрлăх юхăмĕн хули ÿссе ларĕ.

Фото

Location for : Listing Title