Хăй çĕклекен çуртсен хăтлăхĕшĕн тăрăшать

14 августа 2022 10:00

Вырсарникун, çурлан 14-мĕшĕнче, хăйсен профессиллĕ уявне этемлĕхе чи кирлĕ, савăнăç кÿрекен професси çыннисем – строительсем – паллă тăвĕç. Çак кун умĕн эпир строительсен компанийĕн пуçлăхĕпе, Çĕнĕ хулари «Ниме» чăваш культура центрĕн хастарĕпе Георгий Майрабеевпа калаçса илтĕмĕр. Çурт-йĕр строительстви пирки Георгий Васильевич çын сăмахĕпе кăна мар, тытăмра 30 яхăн çул вăй хунипе пĕлет. Вăрăм та интереслĕ çулпа утса тухнă вăл, ахаль строительтен пысăк пуçлăха çитнĕ.


– Георгий Васильевич, строитель ĕçĕ сире мĕнпе илĕртрĕ?
– Ман шутпа, пÿрт-çурт хăпартасси – çĕр çинчи чи кăсăк та пархатарлă тивĕçсенчен пĕри. Çын мĕн ĕлĕк-авалтан хăйне хăтлăх кÿме тăрăшнă: çурт янтăланă, пещерăсенче пурăннă, хÿшĕсем тÿнă, хÿтĕленме çуртсем-крепоçсем çĕкленĕ, аталанма вăй-хăват, ăсталăх тупнă. Эволюци пĕр вырăнта тăмасть. Паян пĕчĕк çуртсенчен пĕлĕтелле кармашаканнисем таран çитрĕмĕр.
Мĕнпурне строителĕн маçтăр алли пурнăçлать. Строитель пуласси – чăн-чăн ăслăлăх. Ятарлă тарăн пĕлÿсĕр ку ĕçе алла илме май çук. Çапла, кăткăс организм вăл строительство. Кирпĕч çумне кирпĕч хушасси, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре пухасси кăна мар, питĕ вăрăм та пысăк калăпăшлă юхăм.
Проектран пуçласа çĕр çинчи шыравсем таран, çÿллĕ е 1-2 хутлă çурт çĕкленсе лариччен, çăра уççипе уçса-хупма пуçличчен. Тĕллеве пурнăçлас тесе кам кăна хутшăнмасть-ши ку тивĕçе? Проектировщиксем, механизаторсем, монтажниксем, инженерсем, каменщиксем, малярсем, электриксем, пÿрт тăррине витекенсем, платниксем...

– Эсир строителе ятарласа вĕреннĕ-и?
– Çапла. Шупашкарти строительсен техникумне пĕтертĕм.

– Мĕншĕн шăп çак ĕçре аталанма, ÿсме шутларăр?
– Ман атте, Кивĕ Улхаш чăвашĕ, вăрçă ачи Василий Георгиевич Майрабеев, питĕ пултаруллă платникчĕ. Аннен те, Клавдия Петровнăн, пĕлмен ĕçĕ çукчĕ.

– Ÿркенмен чăваш çемйинче професси те ăруран ăрăва куçса пырать...
– Никам та хистемен мана, ăçта каймаллине те тĕллесе кăтартман. Эпĕ çакăн евĕр лару-тăрура ÿснĕ. 6-мĕш класран аттепе ĕçлеме тухса кайрăм. Çемьери 8 ачаран эпĕ шучĕпе 5-мĕш. Таса вырăна, уя килсе ĕçлеме пуçланă хыççăн çулталăкран ку тĕлте çĕнĕ çурт, урам çĕкленсе ларнине, çынсем черетлесе пурăнма куçнине курсан, сăмах та çук, тĕлĕнеттĕм, савăнаттăм. Аттем çине пăхса: «Çакă ĕнтĕ вăл пултару çул-йĕрĕ. Ăнăçу», – теттĕм. Куна сăмахпа кăна каласа кăтартма йывăр, ăна хăвăн туйса курмалла. Вара веçех ăнланатăн.

– Георгий Васильевич, эппин сирĕншĕн, кăçалхи чÿк уйăхĕнче çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тума хатĕрленекен чăваш арĕшĕн, ĕç бизнес кăна мар, чуна килентермелли аталану, çитĕнÿ те?
– Çапла. Строительство килĕшет мана. Юратнă ĕçрен пăрăнма шутламастăп эпĕ. Тен, 1-3 хутлă харпăр çуртсем тунă хыççăн çĕнĕрен çÿллĕ нумай хваттерлĕ çуртсем çине куçăпăр. Стройка ман пурнăçра юлатех. Кунта нимĕн те чăрмантараймĕ. Чуна савăнтаракан ĕç. Ăна чĕререн, пурнăçран кăларса пăрахма май çук. 1995 çултанпа эпĕ строитель.

– Эсир ахаль рабочирен пуçласа строительство компанийĕн пуçлăхĕ таран ÿснĕ. ку тытăмри вăрттăнлăхсене тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлетĕр.
– Мĕнпурне курнă, пăчкă-пуртăпа ĕçленĕ, рейкăпа котлованта çÿренĕ. Пурте çакăнтан пуçлаççĕ. Пĕрене чукланă, кирпĕч хунă, алăк-чÿречесем те ăсталанă. Нумай мĕн витĕр тухнă. Çак ĕçсенче вăрах тытăнса тăман, харпăр ĕçе йĕркеленĕ. Мĕнпурне шалтан пĕлетĕп, ăнланатăп. Çавăнпа хамăн рабочисене хисеплетĕп те: 9 хутлă çурт тăрринче чи хĕрринче тăрса кирлĕ ĕçсене пурнăçласси мĕн иккенне питĕ аван пĕлетĕп. Хам çинче туйса курнă. 11 çул Тольяттире «Усадьба» çурт-йĕрпе строительство комплексне йĕркелесе ертсе пыракансенчен пĕри пулнă. Темиçе тонна таякан хатĕре монтажлама пурте пултараймаççĕ. Алă пыни тата аван укçа ĕçлесе илес килнисĕр пуçне кунта çирĕп кăмăл, характер пулмалла.

– Георгий Васильевич, ĕмĕтри ĕçре те йывăрлăхсем пулаççĕ. Эсир йĕркелесе илсе пыракан тытăмра ăнланманлăхсем пур-и?
– Аса илтеретĕп: строительство – питĕ аван, интереслĕ ĕç. Апла пулин те пире, строительсене, çирĕплĕх енчен  тĕрĕслекелени те пулкалать. Уйрăмах патшалăх заказĕсене пурнăçланă хыççăнхи ăнланманлăх, сăмахран, кирлĕ укçана вăхăтра е тулли калăпăшпа тÿлесе татманни, çак япаласене чăтăмлăн тÿссе ирттерме тивни. Тÿресене, тĕрлĕ тĕрĕсмарлăхсене пула строительствăра та чи вăйли çеç тытăнса тăраять. Конкуренци хăратмасть мана. Паха ĕç пурнăçлакансене пĕлтерÿ пани кирлĕ мар.

– Малашнехи плансем çинчен каласа парсамăр.
– Чи пĕлтерĕшли – шанчăклă аван коллектив, специалистсем пурри. Çулсерен 7 çуртран кая мар хăпартнă пулсан, паян çурла уйăхĕччен эпир 7 çурт хăпартса хута ятăмăр. 8-мĕшĕн никĕсне хыврăмăр. Заказсем нумай. Ман патра тăрăшакансемшĕн ялан ĕç пур. Çавна кура – ĕç укçи, преми. Тĕрĕссипе, пĕр пысăк туслă командăпа, профессионалсемпе пĕр тĕллев патне утасси, пуррине упрасси – чăн телей, ăнăçу. Ман патра пенсионерсем те, çамрăксем те пур. Эпĕ вĕсен çулне пăхмастăп, маншăн вĕсен ăсталăхĕ, специалистсем, чăн строительсем пулни паха. Ĕç укçине те вĕсем тивĕçлĕ илеççĕ. Уйăхне 100-120 пин тенкĕрен кая мар.

– Шел, нумай отрасльте паян çамрăксем çитмеççĕ теççĕ. Вăхăт çамрăксен ăс-тăнне урăх енне пăрса ячĕ. Йĕкĕтсем ал-урасене вылятмасăр компьютер умĕнче ларсах, кафе-рес торансенче ĕçлесе илме пулать теççĕ, пысăк ют хуласене туха-туха каяççĕ. Паянхи саманара Ульяновскрах интереслĕ производствăсенче пысăк укçа ĕçлесе илме пултарассине пĕлесшĕн мар вĕсем. Шухăшлавĕ улшăнсан кăна стройкăна, заводсемпе фабрикăсене, ылтăн алăсем кĕтекен предприятисене килеççĕ атьсем. Умри 5-10 çулта нумай тытăма, ман шутпа, кадрсен дефицичĕ кĕтет. Сирĕн патра ĕç-пуç мĕнлерех?
– Колледжсенчен практикăна килеççĕ. Вĕсен хушшинче те пултăклă аван ачасем нумай. Салтакран тÿрех пирĕн пата килме ыйтатпăр хăшĕсене. Таврăнсан хаваспах стройкăра ĕçлеме, авланса çемйисене тăрантарма пуçлаççĕ. Чăваш – ĕçчен халăх. Ман патăмра 20-28 çулхи строительсем нумай. Пурте мухтава тивĕçлĕ.

– Георгий Васильевич, сирĕн çунатăрсем çемйĕр тата туслă коллектив тетĕр. Эппин, пĕрлехи йăласем,
уявсем пурах сирĕн.
– Йăла-йĕрке тенĕрен фундаментри 1-мĕш блок айне вак укçа пăрахатпăр. Саррисем пулсан тата аван. Авалхи чăваш йăли – пулас çурт кĕтессисене пăхăр укçа хурса хăварнă. Пур професси тата патшалăх уявĕсене пĕрле паллă тăватпăр – коллективпа, вĕсен çемйисемпе.

– Строительсен кунĕпе хăвăра мĕн сунатăр?
– Ĕçтешсене аван ĕç калăпăшĕ сунатăп, стройкăра яланах ĕç пултăр. Хамăра – сывлăх, телей, хĕрпе тата ывăлпа, мана пур çĕрте те хавхалантаракан савнă мăшăрпа, Раиса Семеновнăпа, килĕштерсе пурăнма савăнăç, тăнăçлăх сунатăп. Эпĕ ирĕклĕ кĕрешÿпе спорт маçтăрĕн кандидачĕ, юлташсем, пĕртăвансем пулăшнипе Кивĕ Улхашра çулсерен регионсем хушшинчи турнир ирттеретĕп. Манăн тăван ял чечеклентĕр. Хаклă та хисеплĕ ентешĕмсене, 1-мĕш тренера Николай Андреевич Узеринова çирĕп сывлăх сунатăп. Халĕ те атте пек вăл маншăн, хавхалантарать, пулăшать, ветерансем хушшинче ирттерекен ăмăртусенче мала тухать. Пуç таятăп.

– Тавтапуç сире. Уявпа саламлатпăр.

Алена АЛЕКСЕЕВА калаçнă.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title