Хăй пек вăйлă, çирĕп кăмăллă пулма вĕрентет

30 сентября 2021 09:08

Педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, нумай çул Ульяновскри 2-мĕш ача-пăча пултарулăхĕн центрĕн информаципе меслетлĕх (методика) пайĕн заведующийĕнче вăй хунă педагог-психолог Светлана Ярославская авăнăн 23-мĕшĕнче 50 çул тултарчĕ.

Светлана Григорьевнăн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 23 çул. Йошкар-Ола хулинче (Марий Эл) хÿтĕленĕ диссертаци теми – «Нумай нациллĕ ачасем çÿрекен шкулта вĕренÿпе ăспару ĕçне йĕркелессин условийĕсем».
Пултаруллă ентешĕмĕрĕн хастарлăхĕпе тăрăшулăхне пула учительсен коллективĕ пур хула, область, регионсем хушшинчи, Раççей, тĕнче конкурсĕсене, куравĕсене хутшăнса час-час малти вырăнсене йышăнать. Хăй вара, маттур чăваш, хушма вĕренÿ учителĕсем валли программăпа-меслетлĕх материалĕсене хатĕрленĕ çĕрте чăн-чăн ăста. Светлана – çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентекен çамрăк учительсен шкулĕсемпе педагогика ăсталăхĕн университечĕсен, тĕрлĕ канашсемпе пĕрлешÿсен кĕтнĕ хăни.
2011 çулта регионти хушма вĕренÿ педагогĕсен «Сердце отдаю детям» конкурсне хутшăнса çитĕнÿсем тунă. Пĕтĕм Раççейри «За нравственный подвиг педагога» ăмăртура, тĕнче шайлă «Инновационные образовательные проекты» курав-ярмăрккăра малти вырăнсене йышăннăшăн пĕр хутчен çеç мар Ульяновск облаçĕн çут ĕçпе ăспару тата Раççейĕн вĕренÿпе ăслăлăх министерствисен Хисеп хучĕсене çĕнсе илнĕ.
Амăшĕ, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ Лидия Ярославская, вăйлă чирлесе ÿксен, Светлана Григорьевнăн хулари 2-мĕш ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнчен кайма тивет. Инсульт хыççăн çулланнă хĕрарăм малтанхинчен ытларах тимлĕх ыйтать. Юратакан хĕрĕ çĕр çинчи чи çывăх çыннин çумнерех пулас тесе тепĕр вĕренÿ учрежденине куçать.
2019 çултанпа 52-мĕш шкулăн педагогĕ-психологĕ вăл. Кунта та Светлана Ярославская этнопедагогика никĕсĕсене тĕпе хурса вăй хурать.
Çак пĕвĕпе çÿллĕ мар, пăхма черчен те хÿтлĕхсĕр, çав вăхăтрах вăр-вар та харсăр ăсчах тăрăшнипе хушма вĕренÿ учрежденийĕсене ачасене чун-сипетпе кăмăл-туйăм тата гражданла-патриотла ăс панă çĕрте кирлĕ материал çителĕклех. С.Г. Ярославская – 22 ăслăлăх статйин, 4 программăн авторĕ.
Ачасене «Халăх ăс-хакăлĕн çăлкуçĕ» программăпа «Этнография народов Поволжья» пĕрлешÿре вĕрентнĕ май Светлана Григорьевна чăваш ачисем хăйсен йăх-несĕл историне, культурипе етеплĕхне, чĕлхине пĕлччĕр тет, шкулта тата урăх учрежденисенче ытти наци çыннисене хисеплеме, ыр сунма хăнăхтарать.
Светлана – чунне уçса калаçма, итлеме-илтме пĕлекен çын. Ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе шăкăлтатса калаçма йывăр мар ăна. Педагогсен коллективĕнче опытлă психолога ăслăлăх ĕçĕнчи пысăк çитĕнĕвĕсемшĕн,ăнăçу патне илсе пыракан канашĕсемшĕн хаклаççĕ. Вăл ăçта пырсан та мĕнрен пуçламаллине, мĕн тумаллине пĕлет: аслине хисеплет, çамрăккине йăвашшăн çеç тăванла çул кăтартать.
Ентешĕмĕр тĕрлĕ йышши ăслăлăх конференцийĕсене (чи паллăраххисем: «Язык, литература и культура в эпоху глобализации: тенденции развития», «Гражданин и поэт 20 века (к 100 летию Я. Ухсая» (Шупашкар), Ленинăн 1-мĕш музейне йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халаллани, «УДО 21 века» пултарулăх лабораторийĕ, «Региональные системы работы с одаренными детьми: опыт создания и развития», «Этнокультурная образовательная среда как ресурс регионального развития», «Региональные системы работы с одаренными детьми: опыт создания и развития» (Ульяновск) хутшăнать çеç мар, алăсталăхĕпе йĕркелекен маçтăр-классен кĕтнĕ хăни те. Вăл ирттерекен вĕрентÿллĕ мероприятисем яланлăхах асра юлаççĕ: «Чăваш тĕррин чĕлхи», «Тутăра илемлетекен эрешсем» тата ыттисем те.
Светлана Григорьевнăна вĕренÿ аталанăвĕн институчĕ учительсен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе йĕркелекен семинарсене час-час чĕнет, секци ĕçне шанса парать. Хушма вĕренÿ педагогĕсем умĕнче сăмах калама хăйне те, вĕрентÿçĕ-психолога, питĕ килĕшет. Унччен, çĕнйĕркелÿсем пуличчен, Светлана Ярославская сахал мар учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ылтăн вăхăтне ирттернĕ. Ĕлкĕрнĕ таран мар, çаннине тавăрса вăй хума тивнĕ ăна.
Вĕренÿри çĕнĕлĕхсене Чÿрекел мухтавĕ уссине шанмасăр, иккĕленсе-хăраса мар профессиллĕ куçĕпе хак парса йышăнать. Хушма вĕренÿ тытăмĕнче кунран кун çитĕнÿсем тăвать. Хăй пĕлнине практика ĕçĕнче ачасемпе учительсем хушшинче тĕрĕслет вăл, педагогикăпа психологие тĕпчет.
Паян Светлана чăваш тĕнчинчи паллă таврапĕлÿçĕ. Хурçă кăмăллă çамрăк хĕрарăм, ученăй психолог. Малашне эпĕ ăна пĕр-пĕр аслă шкулта (университетри) доцент, профессор вырăнĕнче куратăп.
Мĕнрен пуçланнă-ха пысăка каясси? Чÿрекел шкулĕнче 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне Светлана Ярославская питĕ вăйлă чирлесе ÿкет. Хăлхи хыçĕнче (пуçĕнче) усал шыçă тупаççĕ тухтăрсем. Хĕрачан уйăхĕ-уйăхĕпе пульницара выртма тивет. Нумай вулать, чăрмантарасран хăраса шăплăх хуçаланакан вырăна столовăя кĕрсе вĕренет. Анчах та ăна сипленин усси çук тесе пульницаран килне яраççĕ. Амăшĕ аллине усмасть. Çухату пирки шутлама та пултараймасть вăйлă хĕрарăм. Шăлне çыртса пĕртен-пĕр (аслисем иккĕшĕ те ывăл) хĕрĕн пурнăçĕшĕн кĕрешме пуçлать. Унăн кĕллине Аслă Пÿлĕхçĕ илтетех.
Анчах та хăрушă чир пĕр паллăсăр иртмен паллах – Светланăн пĕр хăлхи пачах та илтмест. Тепри те йывăрпа. Хĕрача илтессине вăйлатакан техникăпа туслашать.
8 класс хыççăн С. Ярославская Карсунти медицина училищинче пÿлÿ илет. Тăван ял ФАПĕнче вăй хурать. Çынна чир-чĕртен сыватиччен малтан чунне сиплеме кирлине ăнланса илсен Шупашкара Чăваш патшалăх университетне вĕренме каять. Ĕмĕтне çывхартать. Халь 50 çул тултарнă çирĕп кăмăллă педагог-психолог çынсене, ачасене усă кÿрет. Ырра усалтан уйăрма, хăйĕн пек вăйлă пулма вĕрентет.

Алена СЕЛИВАНОВА.
Ульяновск хули.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title