Халăх çыравне ирттермелли мелсене çĕнетнĕ

28 июня 2021 08:10

Пандемие пула 2020 çулта тĕнчери çĕршывсен 75 проценчĕ халăх çыравне ирттермелли вăхăта 2021 çула куçарнă. ООНăн статистика уйрăмĕ çырав процедурине улшăнусем кĕртме сĕннĕ.

Тĕп сĕнÿ – ытларах дистанци технологийĕсемпе ĕçлесси тата çырава кашни çынна хăй тĕллĕн иртме хавхалантарасси. Çак мерăсем çыравçăпа гражданин хушшинчи хутшăнăва чакарма май параççĕ. Сăмах электронлă е хут çинчи çырав листисенчи ыйтусене кашни хăй тĕллĕн хуравласси пирки пырать. Çавăн пекех анкетăри ыйтусене телефонпа хуравлама пулать.
Экспертсем çакна палăртаççĕ: чылай чухне çыравçăсемпе респондентсен куçа куçăн калаçма тиветех. Сăмахран, çитме йывăр, телефон начар тытакан регионсенче пурăнакансемпе, пĕчĕк йышлă халăхсемпе, маргинал ушкăнĕсенчи çынсемпе, килсĕр-çуртсăррисемпе.
Çавăн пекех экспертсем çырав - листисене тултарма вăхăт сахалтарах кайтăр тесе ыйтусен хисепне чакарма сĕнеççĕ.
Халăхăн пулас çыравĕнче Раççей çыннисем Патшалăх тивĕçтерĕвĕ (Госуслуги) интернет-порталĕнче хăй тĕллĕн çырăнма пултарççĕ. Интернет урлă çырава хутшăнакан кашни çынна цифрăллă тата QR-код ярса параççĕ.
Интернет-çыравăн лайăх енĕсем: вăл çитме йывăр регионсенчи нумай çынна çырма тата кашнине ыйтусене тĕплĕн хурав пама май парать.
Анчах Раççейре çыравçă-çынсем те юлаççĕ-ха. Мĕншĕн? Пирĕн çĕршывăн уйрăмлăхĕсене шута илмел-ле: халăх тем пысăкăш территорире, тĕрлĕ климат тата географи зонисенче, тусемпе çурçĕр вырăнсенче пурăнать. Пур çĕрте те интернет, телефон çыхăнăвĕ çук. Интернетпа пурте усă курма та пĕлмеççĕ, е вăл нумайăшĕн çук та.
Çыравăн тĕп задачи – кашни çынна çырса тухасси, тĕрĕс информаци пухасси.
Аса илтеретпĕр: Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕтĕм çĕршыври халăх çыравне 2021 çулхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсене куçарма сĕннĕ.

Фото

Location for : Listing Title