Хунямаçăм, хуняма, иккĕмĕш анне

16 марта 2023 10:00

Анат Тимĕрçенте пурăнакан Мария Кушты нарăсăн 16-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.
Çак тĕлĕнмелле ырă кăмăллă хĕрарăм – манăн хуняма, иккĕмĕш анне.
Мария Васильевна вăрăм та интереслĕ ĕмĕр пурăнса ирттернĕ. Йывăр ачалăх, вăрçă çулĕсем, Аслă Çĕнтерÿ хыççăнхи çăмăл мар пурнăç – нимĕн те хуçайман унăн çуначĕсене. Мĕнпур пурнăçĕ тăван ялĕнче – Анат Тимĕрçенте – иртнĕ. Мария йышлă çемьере ÿснĕ. Вĕсен кил-йышĕ кÿршĕ-аршăсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман.
– Ялти çын кун-çулĕ вăл пурин те пĕрпекрех тесе шутлатăп. Çĕр çинче ĕçлесси, кил-çурта тирпейлĕхре тытасси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, ачасене ÿстерсе тĕрĕс çул çине тăратасси – чи пысăк тивĕç, – тет хаклă çывăх çыннăм. Ашшĕ, Василий Сергеевич Киски, çемье пуçлăхĕ, 1941-1945 çулсенче вăрçăра пулнă. Украина фронтĕнче линейнăй надсмотрщик ĕçне илсе пынă. «За отвагу» медале тивĕçнĕ. Аслă вăрçă хыççăн тăван колхозра вăй хунă.
– Кăçатă ăсталатчĕ. Аттен тума пĕлмен ĕçĕ те пулман пуль. Анне, Татьяна Ермолаевна, Анат Тимĕрçенти паллă çĕвĕç. Кам валли, мĕн кăна çĕлемен пуль вăл! Фуфайкка, çурăм хÿтти, кĕпе-саппун, шăлавар... Çак ĕçе пĕлни, алăсем ăста пулни çемьешĕн аван-çке. Мĕн калас та, ялта пурин те çĕвĕ машини пулман, пурте туянайман та ăна. Çак ырă та ĕçчен çемьере çичĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ: Марье (1933 çулхи), Нина (1936), Аннук (1938), Зина (1941), Люба (1947), Света (1949), Лиза (1952). Мĕнлерех пуян акка эпĕ, – хавхалансах çемье хÿттинче ÿснĕ телейлĕ вăхăта аса илет хуняма.
Ку çичĕ пĕртăван çинчен каласа парас тесен чылай хулăн кĕнеке çырма пулать. Вĕсем пурте ашшĕпе амăшĕн пехилĕпе тĕрĕс çул çине тăнă. Лайăх мăшăрсем тупса çемье çавăрнă. Ачи-пăчине ÿстернĕ.
Аслă вăрçă пуçланнă чухне Марье 8 çулти хĕрача. Хăйсен ялĕнчи шкула çÿренĕ. Анчах та 6-мĕш класс хыççăн ăна вĕренме пÿрмен. Тăрăшуллăскере çав тери вĕренес килсен те яман. Çемьере вăл асли пулнă-çке.
– Кил-çуртра ĕç нумай. Аннене те пулăшмалла, хамран пĕчĕкрех йăмăксене пăхмалла. Мана, тăрăшса вĕренекен ачана, учительсем çав тери шкула çÿретесшĕнччĕ. Астăватăп-ха, анне патне ÿкĕтлесе йăлăнма килнине. Анчах та вĕренме урăх яман-яманах. Вăрçа пула мĕн чухлĕ ача хăй ĕмĕтне пурнăçлаймарĕ-ши? – куçне ал тутрипе шăлать Мария Васильевна.
Марьен ытти йăмăкĕсем шкул пĕтерсе кирлĕ профессисем илме пултарнă. Аннук, Анна Васильевна, учитель. Зинаида – кулинар-кондитер, Любовь Мелекесре педагогика училищинчен вĕренсе тухса Çинкĕлте библиотекăра вăй хунă. Светлана Шупашкарти технологи техникумĕ хыççăн трактор тăвакансен заводĕнче чыс-хисепе тивĕçнĕ, кĕçĕнни, Елизавета, Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
Çапла, хĕрсем паян та ашшĕпе амăшĕн вĕрентĕвне ăса хурса пурăнаççĕ. Анчах та питĕ шел, Нинăпа Люба вăхăтсăр çĕре кĕчĕç.
1953 çул. Мария, 19-ти пике, качча каять. Мăшăрĕ – Алексей Федорович Кушты. Вăл Тимĕрçен ял хуçалăхĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Нумай пурăнаймарĕ çав.
2001 çулта вилчĕ. Хуняма кол  хозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Марийăпа Алексей Кушты çемйинче виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Валерий ял хуçалăх тата патшалăх педагогика институчĕсенчен вĕренсе тухнă. Халĕ Уличере пурăнать. Василийпе Анатолий – водительсем. Шел, чире пула иккĕшĕ те çĕре кĕчĕç. Люда хĕрĕ ялта бухгалтерта ĕçлерĕ. Халĕ пенсире. Унăн çурчĕ ялта амăшĕннинчен аякра мар.
Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Мария Васильевна ватлăх кунĕнче кил-çурта пĕчченех тытса пырать. Хĕрĕ чĕнсен те унта куçма шутламасть-ха пуçне кĕмĕл тĕс çапнă хисеплĕ çын. Юратнă амăшне пур ĕçре те пулăшса тăракан ачи ăшă сăмахсемпе амăшне малалла пурăнма хавхалантарать.
Хуняма (анне тетĕп ăна) пĕр кун та ĕçсĕр ларма хăнăхман. Çуртне, картишне тирпейлĕ тытать. Пахчинче хăй аллипе лартса тĕрлĕ çимĕç ÿстерет. Садĕнче пĕр çумкурăк та тăратмасть. Çăкăрне те, кукăльсем те питĕ тутлă пĕçерет-çке. Сĕтел çинче ларакан çĕвĕ машинипе те тĕрлĕ япала çĕлет. Ку ăсталăх ăна амăшĕнчен куçнă. Паян кунччен чăлха-нуски, алсишсем те çыхсах тăрать, ăшă япаласене ачисемпе мăнукĕсене парнелет. Вăхăт шунă май мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем çитĕнсе пыраççĕ.
Мария Васильевнăн халĕ 12 мăнук, 18 кĕçĕн мăнук, 1 кĕçĕн-кĕçĕн мăнук. Вĕсем пурте хăйсем суйласа илнĕ çулпа малалла та малалла ăнтăлаççĕ. Нумайăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Кукамăшне, асламăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Акă халĕ те ăна юбилейпе саламлама пурте Анат Тимĕрçене вĕçтерсе çитрĕç. Кĕреке пĕртăван йăмăкĕсен ачисемпе, юратнă хĕрĕпе ывăлĕсен тĕпренчĕкĕсемпе, чи çывăх çыннисемпе тулчĕ. Хаклăран та хаклă çыннăмăра малашне те тăван кил ăшшине упраса пурăнма сывлăх, канăçлăх сунтăмăр.

Нина КУШТЫ.
Чăнлă районĕ.



Фото

Location for : Listing Title