Конкурс

23 августа 2021 11:11

Чăваш кĕнеке издательстви сире «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче вуннăмĕш хут иртекен конкурса хутшăнма йыхравлать. Кăçал вăл 2021 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырĕ. «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса Чăваш кĕнеке издательствинче тухса тăракан кĕнекесемпе тăтăшах интересленекен, вĕсене юратса вулакан 6—22 çулсенчи ачасемпе яш-кĕрĕм çеç мар, аслисем те хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс пурĕ виçĕ номинаципе иртет.
«Юратнă кĕнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав». Ку номинацие аслисем те хутшăнма пултараççĕ. Çак ĕçре Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла, вăл е ку кĕнеке сире мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах çак хайлава суйласа илтĕр т.ыт.те. Ĕç калăпăшĕ – 1–2 страница. Хаклавне хăш кĕнеке тăрăх хатĕрленине, авторне палăртма ан манăр. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме юрать, анчах аслă ÿсĕмрисен çакна астумалла. Чăваш кĕнеке издательствинче 2019-2021 çулсенче тухнă кĕнекесемпе çеç усă курма юрать.
«Чăваш кĕнеки çинчен çырнă чи лайăх хайлав» номинацие хутшăнаканăн чăваш кĕнеки çинчен хăй шухăшласа кăларнă хайлав çырмалла. Ĕçе тĕрлĕ жанрпа хатĕрлеме юрать, вăл 8 страницăран ытла ан пултăр.
Çак икĕ номинаципе хатĕрленĕ ĕçсене fed_ol@mail.ru электронлă адреспа йышăнатпăр.
«Манăн юратнă кĕнеке» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк». Ку номинацире хутшăнакансен пĕр-пĕр кĕнекепе паллашнă хыççăн ÿкерчĕк хатĕрлемелле. Сăнар портретне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем пăхса тухмаççĕ, хак памаççĕ. Жюри членĕсем ÿкерчĕксен оригиналĕсене çеç пăхса тухаççĕ: çавăнпа та ĕçсене Чăваш кĕнеке издательствине кĕртсе памалла е почтăпа ярса памалла. Чăваш кĕнеке издательствине килекенсен маскăпа пулмалла!
Тепĕр хут аса илтеретпĕр, кирек хăш номинаципе тăратакан ĕçе те ачан хăйĕн пурнăçламалла: аслисем ача ятĕнчен хатĕрлесе панă ĕçсене жюри членĕсем шута илмеççĕ. Конкурса хутшăнма Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăмĕсемпе çеç усă курмалла. Уйрăм хут çине:
- номинаци ятне,
- конкурса хутшăнаканăн ячĕпе хушаматне,
- миçе çултине,
- хăш шкулта вĕреннине е ĕçленине (чăвашла та, вырăсла та туллин тата тĕрĕс),
- килти адресне,
- конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (ертÿçĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне,
- суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019: Шупашкар хули: Иван Яковлев проспекчĕ: 13-мĕш çурт: Чăваш кĕнеке издательстви: 820 пÿлĕм: «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса. Конкурсăн Положенийĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче www.chuvbook.ru адреспа паллашма пулать.

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йĕркелесе пыракан
Ольга ФЕДОРОВА.
Тĕплĕнрех (8352) 57-16-63 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Фото

Location for : Listing Title