Кукамай паттăрлăхĕ

01 апреля 2021 20:00

Çемйи 6 çынран тăнă. Роза Васильевна самай кая юлса çут тĕнчене килнĕ чи кĕçĕн ачи пулнă. Аслă вăрçă пуçланнă пуçланман унăн ашшĕне фронта илнĕ.
Анне каласа панă тăрăх, 1941 çулта кукамай 3 çул çеç тултарайнă-ха. Апла пулин те килне раштав уйăхĕнче ашшĕне Аслă вăрçа ăсатма тăванĕсем, ял çыннисем пуçтарăннине лайăх астăвать. «Пурте йĕреççĕ. Атте мана аллине илчĕ те пит çăмартинчен чуптурĕ, унтан, пĕчĕкскере, пÿлĕм варринчи сĕтел çине тăратрĕ. Эпĕ хыттăн алă çупма, урасемпе тăпăртатма пуçларăм», – аса илме юратнă Р.В.Углева.
Ашшĕ, манăн мăн кукаçей, фронта кайнă та таврăнман, хыпарсăр çухалнă. Çемьере амăшĕ тата аслă аккăшĕ – сусăр çуралнă Анна – юлнă. Амăшĕ, манăн мăн кукамай, ытти ял хĕрарăмĕсем пекех шав ĕçре пулнă. Çулла уйра, хĕлле колхозра вăй хунă. Пурнăçĕ çăмăл пулман.
«Каçсерен пирĕн киле Анна акка тантăшĕсем – 11-15 çулалли пикесем – пухăнса ларнине питĕ лайăх астăватăп. Вĕсем фронта валли чăлха, пĕр пÿрнеллĕ алсасем çыхатчĕç. Пеме лайăх пултăр тесе шĕвĕр пÿрнеллĕ алсасем салтаксене ярса пама хатĕрлетчĕç. Çĕлеме пĕлнисем – кисетсем (пирус туртакансем валли), алсатульсем. Вĕсен ăшне совет салтакĕсем валли çырусем хуратчĕç – хăвăртрах çĕнтерÿпе таврăнăр тесе тирпейлĕн кăна вырнаçтаратчĕç). Унтан вара пурин ал ĕçĕсене те килĕрен пуçтарса çÿресе фронта ăсататчĕç. Хăшĕн кама лекессе никам та пĕлеймен паллах», – çапла каласа паратчĕ пире анне кукамай сăмахĕсене. 
Аслă вăрçă вăхăтĕнче пурин çине те йывăр ĕç тиенни кăна мар-ха тата апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен те ĕç-пуç питĕ начар пулнă. Çулла вĕлтĕрен, мăян питĕ тутлă туйăннă. Çăкăр, какай пулманпа пĕрех. Кăшт çăнăх, сĕт хушса курăк яшки çинĕ. Вилĕмрен çăлăнса юлма ĕне-качака тытни пулăшнă.Çуртри ĕçсем ача-пăча хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Вĕсем кил хуçалăхне ертсе пынă, выльăх-чĕрлĕхе апат панă, пахчара çум çумланă, шăварнă, кил-çурта тирпейленĕ. Амăшĕпе аккăшĕ колхоз ĕçĕсенчен килессе кĕрĕк арки йăваласа ал усса кĕтсе ларман.  
Анне час-часах кукамай каланă сăмахсене аса илет: «Пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ кунсем маншăн – 1945 çулхи çăвăн (май) 9-мĕшĕ тата аслă тетĕшĕ Якур (Егор) фронтран таврăннă кун. Тăван кил умне халăх пухăннă. Вĕсем пĕр-пĕрне савăнăçлă кăмăл-туйăмпа саламлаççĕ, ыталашаççĕ. Эпĕ çеç, пĕчĕкскер, вăтаннăран пуринчен те пытанса тăратăп. Каçхине вăрттăн вырăнтан тухрăм та киле кĕтĕм. Тете мана хăй аллине илсе кучченеç пачĕ, анне йĕрсе ячĕ. Савăнăç куççулĕ юхрĕ те юхрĕ çĕр çинчи чи хаклă çын куçĕнчен. Аслă вăрçă мана çурма тăлăх ятне илттерчĕ. Атте фронтран таврăнмарĕ. Аннешĕн те ытти мĕльюн совет çынни пекех хурлăхĕ, синкерĕ пайтах пулнă – савнă мăшăрне кĕтсе илеймен, 3 пĕртăван тетĕшĕ, хÿтĕлевçĕ-салтаксем çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн çулталăкран пуçĕ йывăр аманнă, контузи тÿссе ирттернĕ юратнă тете Якур пурнăçран уйрăлса кайрĕ...»    
Вăрçă ачин телейлĕ ачалăхне тертлĕ-нушаллă кунсем, виçесĕр хурлăх кĕскетнĕ. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен тылри кĕрешĕве курса ÿснĕ. Пĕрлехи ĕç, пулăшу, туслăх, ĕçченлĕх сăмахсен пĕлтерĕшне амăш сĕчĕпех анланма вĕреннĕ.
Çав кунсем çинчен асилме çăмăл мар, анчах та Аслă вăрçа манма юрамасть. Ку вăл пирĕн пурнăç, пирĕн истори. 

Екатерина УТИНА, 
11-мĕш класс вĕренекенĕ. 
Чăнлă районĕ,
Вăта Тимĕрçен шкулĕ.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title