Кулăш кунĕ

01 апреля 2021 09:07
Патшалăх çирĕплетнĕ уяв мар пулин те тĕнчипех паллă тăваççĕ ăна. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра шÿт туни çур кашăк çăва тăрать теççĕ. Çав вăхăтрах кулăшăн та виçи пур тесе асăрхаттараççĕ. «Шÿт тума пĕлмесен шÿрпе çи»,– йĕкĕлтет чăваш. Пĕлекенни мĕн çиет-ши? Лайăххăн кăна шÿтлесе пăхсан, тен, хăвăр та ăнкарса илетĕр.

 * * *
Психотерапевт пациента: – Каçхине çывăрмалли пÿлĕме кĕрес умĕн пĕтĕм япăххине алăк леш енне хăварăр.
– Эсир манăн арăм кухньăра çывăрма килĕшет тетĕр-и?
 * * *
Хаклăскерĕм, кам шăнкăравларĕ?
 – Тавçăраймарăм, синоптик пулчĕ-ши?..
– Мĕн ыйтрĕ?
 – Хĕвелĕм, горизонт тасалчĕ-и? – терĕ...
* * *
 – Санăн упăшкун еркĕнĕ пур теççĕ.
– Халĕ ун валли те укçатенкĕ çителĕклĕ пирĕн.
 * * *
Урамри кÿлленчĕкре урах мар арçын ларнине асăрхаса – кĕрсе ÿкнĕ ĕнтĕ – тепри ун патне пырать.
– Хаклă çыннăм, миçе сехет çитнĕ-ши халĕ, калаймастăр-и? – тет йĕкĕлтешсе.
– Мĕншĕн калаймастăп, калатăп, – тет кÿлленчĕкри.
– Анчах та сирĕн кăштах кĕтме тивет. Унтан пÿрни çине сурать те ăна çÿлелле çĕклесе тытать.
– Икĕ сехет çурă, – тет. Ыйтаканни алăри сехечĕ çине пăхать те – чăнласах çапла иккенне курса ĕненет. Тĕлĕнмелле. Хайхи кăсăкланса кайса кăшт вăхăт иртсен татах пырса ыйтать:
 – Халĕ вара миçе? Кÿлленчĕкри татах пÿрнине йĕпетсе çÿлелле çĕклет. Унтан:
– Виççĕ, – тет. Ыйтаканнит татах тĕлĕнет, мĕнле майпа пĕлме пултарать-ха вăл çапла?
 – Санăн та вĕренес килет-и? – тет урах марри. Лешĕ килĕшсе пуçне сĕлтет.
 – Лар юнашар, – кÿлленчĕке тĕллет хайхи. Лешĕ ларать.
 – Пÿрнÿне йĕпет, халĕ çÿлелле çĕкле... Хăв вара а-а-аав çав юпа çине пăх. Унта сехет çакăнса тăрать, куратăн-и?
* * *
Сидорова , тĕкĕр умĕнче каллĕ-маллĕ çаврăнкаланă хыççăн:
– Çaв кирлĕ те ăна,Сидорова!
 * * *
 – Мĕншĕн Машăна пурте «вафли» тесе чĕнеççĕ? Пăхсан ,йĕркеллĕ хĕр пекех курăнать-çке?
 – Пĕррехинче çулла вăл хĕвелпе хĕртĕнме çетка çумне выртнă та...
 * * *
 – Атте манпа яланах математикăшăн ятлаçатчĕ. Эпĕ унăн аттестатне тупнă хыççăн лăпланчĕ.





Фото

Location for : Listing Title