08 декабря 2020 15:43

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта Тĕнчери чăваш эстрада юррисен XXI «Кĕмĕл сасă — 2020» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.

«Кĕмĕл сасă» Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе çулсерен пултаруллă, юрлама ăста çамрăксене пуçтарать. Вăл кашни çулах çĕнĕлĕхсемпе пуянлатса, улшăнса пырать. Тĕп тĕллевĕ, паллах, тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси. Кăçал çуркунне ирттерме палăртнă, хатĕрленсе çитнĕ конкурса коронавирус хăрушлăхне пула йĕркелеме май килмен. Анчах та ăмăртăва хутшăнас кăмăллă çамрăксем ыйтнипе, Роспотребнадзор канаш панипе йăлана кĕнĕ фестивале кăçал чÿк уйăхĕнче куракансемсĕр ирттерме шутланă.

Çапла вара палăртнă кун тĕлне Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрне пултарулăх тупăшăвне Раççейри Пушкăртстанран, Тутарстан республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен, Питĕр хулипе Ленинград облаçĕсенчен, Тюмень тăрăхĕнчен тата Чăваш Енри тĕрлĕ районсенчен çирĕме яхăн уйрăм тата ушкăнпа юрлакан çамрăк килсе çитнĕ. Ку юрăçăсем унччен пĕрремĕш тапхăрта хăйсен регионĕсенче тата районĕсенче иртнĕ конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Жюри тимлĕн итлесе, баллсене шутласа чи пултаруллисене палăртнă сумлă парнесемпе тата дипломсемпе чысланă.

Гран-прие Пушкăртстанри чăваш пики Анастасия Иванова тивĕçнĕ. Ăна ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тухья парнеленĕ тата конгресăн ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Павел Вязов  15 пин укçа парса хавхалантарнă.

Пĕрремĕш вырăна Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинта çуралса ÿснĕ Кристина  Никитина çĕнсе илнĕ. Вăл ЧНК Президиумĕн пайташĕнчен, Юрий Зорин депутатран хаклă парнене тивĕçнĕ, хĕре „Спорт-мастер” лавккаран япала туянма 10 пин тенкĕлĕх сертификат панă.

Иккĕмĕш вырăнта - Ленинград тăрăхĕнчи Роман Арсентьев. Вăл та хаклă парнене тата иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Виççĕмĕш вырăнта иккĕн - Элĕк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова.

Ушкăнпа юрлакансенчен пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарти „Шевле” ансамбль, иккĕмĕшне - Муркаш районĕнчи Илемпи Ивановăпа Алена Дмитриеван дуэчĕ тухнă.

21-мĕш хут ирттерекен пĕтĕм Раççейри „Кĕмăл сасă” конкурса мала тухнă ентешĕмĕр Кристина Никитина пултарулăх енĕпе мĕнле ÿссе-аталанса пынине темиçе çул сăнатпăр ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Ульяновскри музыка училищинче иккĕмĕш курсра пултарулăхне туптакан хĕрĕн сасси те çулсерен вăйланса, çирĕпленсе пырать.

Кристинăна çĕнтерÿпе облаçри мĕнпур чăваш чун-чĕререн саламлать. Малашне те пысăк çитĕнÿсем тума, пултарулăхпа ăсталăха туптаса çÿлтен-çÿле хăпарса пыма сунать. 

Дана СВЕТЛОВА.

Зоя Яковлева сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title