Ленин орденĕпе чысланăранпа – 55 çул

14 апреля 2021 11:58
Тивĕçлĕ наградăна региона çитерес тесе 1966 çулхи майăн 12-мĕшĕнче ятарлă поездпа Ульяновска
КПСС Политбюро членĕ тата секретарĕ Михаил Суслов килсе çитет.
Ленин орденĕпе икĕ ял хуçалăхне наградăланă. Вĕсем иккĕшĕ те Ульяновск облаçĕнчен. 1967 çулхи май уйăхĕнче Совет Союзĕ Октябрь революцийĕн 50 çулхине анлăн паллă тунă чухне Мелекесс районĕнче Надежда Крупская ячĕллĕ совхоза чыслаççĕ (Новоселки поселокĕ), 1971 çулта – «Старомайнский» совхоза (Прибрежное ялĕ).
1970 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче ĕç çыннисем хуçалăх тата культура строительствинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата пилĕк çулхи планăн заданийĕсене пурнăçланăшăн регион тĕп хулине Ульяновска Ленин орденĕпе наградăлаççĕ.
Совет Союзĕн историйĕнче Ленин орденĕпе 431 418 çынна чысланă. Нумайăшне ăна пĕр хутчен кăна мар панă. Сăмахран, Брежнев вăхăтĕнчи КПССăн тĕп идеологĕ, совет стройĕн «сăрă кардиналĕ» Михаил Андреевич Суслов (1902 – 1982), пирĕн облаçри Павловка районĕнчи Шаховское ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Ленин орденне пилĕк хутчен илнĕ. Ульяновск КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Андрианович Скочилов (1912-1977) – виçĕ хутчен.
Анчах ку енĕпе иккĕшĕ те «чемпионсене» хăваласа çитеймен. Çĕршыври 8 çын ордена тăхăр хутчен, 3 çын – вунă хутчен илнĕ. Вун пĕр хутчен Ленин орденне 2 çынна панă – СССР маршалне, политика тата çар деятельне Дмитрий Федорович Устинова тата СССР тулашри суту-илÿ министрне Николай Семенович Патоличева. КПСС тĕп комитечĕн генеральнăй секретарĕн Леонид Ильич Брежневăн кăкăрне 8 Ленин орденĕ илемлетнĕ.

Дана СВЕТЛОВА хатĕрленĕ.

Галерея

Location for : Listing Title