Ĕмĕрлĕх искусство куравĕ

15 октября 2021 09:10

Тĕрĕ – ĕмĕрлĕх искусство теме пулать. Вăл – чăваш эрешĕн чи лайăх та илемлĕ тĕслĕхĕсенчен пĕри шутланать. Авалтан çынсем тум-юма, кил-çурта капăрлатас тĕллевпе тĕрленĕ. Чăваш тĕрринче вара авалхи çырулăх та палăрать. Йăла тăрăх тĕрĕ тĕрлесси – хĕрарăм ĕçĕ тесе ĕнентереççĕ. Анчах юпан 13-мĕшĕнче Ульяновскри «На Покровской» курав залĕнче (Лев Толстой урамĕ, 63-мĕш çурт) «Чăвашсен авалтан пыракан тĕрри» курав ку ĕнентерÿ тĕрĕс маррине кăтартса пачĕ. Курава Наталья Новоселецпа Екатерина Исаева маçтăрсем кăна мар, Сергей Кольцов та хăйĕн ĕçĕсене тăратнă.

Экспозицире тĕрлĕ вăхăтри чăваш тĕррипе паллашма пулать: XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен тытăнса паянхи кунччен. Ĕлĕкхи тĕрĕ эрешĕсене Сергей Кольцов харпăр хăйĕн коллекцийĕнчен тата «В.И. Ленин тăван çĕршывĕ» заповедник музей фондĕнчен тăратнă. Кусем – 19-мĕш ĕмĕрти масмаксем.
Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса пурăннă пулсан та вĕсен илемлĕх культурисенче ятарлă уйрăмлăхсем упранаççĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, чăвашсен тĕрлемелли мелĕсем тĕрлĕрен тата питĕ кăткăс. Чăваш пек тĕрлеме Раççейри пĕр халăх та пĕлмест. Чăвашсем тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе, вĕсен шутне пĕлсе тĕрленĕ.
Чăваш тĕррин наци хăйнеевĕрлĕхĕ – геометри орнаменчĕсемпе – çаврашка, ромб, розеткăсем тата çынсен, вĕçен кайăксемпе чĕрчунсен стилизациленĕ эрешĕсемпе анлă усă курни. Çапла пирĕн мăн асаттесем хăйсен тĕнчекурăмне кăтартнă. Вăхăт иртнĕ май чăвашсем тĕрĕре çут çанталăк тĕнĕн символикин пĕлтерĕшне çухатнă, орнамент тумтире илемлетмелли мел пулса тăнă.
Экспозицире чăваш хĕрарăмĕпе арçыннисен йăлана кĕнĕ XIX ĕмĕр вĕçĕнчи – XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи тĕрĕпе туллин эрешленĕ тумĕсем пур. Истори çыхăнăвне куравра 1970 çулсенчи Шупашкарти чапа тухнă «Паха тĕрĕ»
фабрикăра çĕленĕ арçынсемпе хĕрарăмсен тĕрĕллĕ тумĕсем палăртаççĕ.
Экспонатсен ытларах пайĕ вара – чăваш тĕррин хальхи ăстаçисен ĕçĕсем. Пĕтĕм Раççейри «Русь мастеровая» конкурсăн темиçе хут дипломанчĕ, хулари, регионти фестивальсемпе куравсене хутшăнакан Наталья Новоселец курава хăй тĕрленĕ салфеткăсемпе сĕтел çиттисенчен пуçласа ачапăчапа аслисен тумĕн комплекчĕсем таран тăратнă. Тĕлĕнмелле илемлĕ ĕçсем.
Куравăн уйрăм пайĕнче Сергей Сергеевич Кольцов – тĕрĕ ăсти, тĕртекен тата авалхи тĕрленĕ алшăллисемпе костюмсене пухакан. Вăл тумтирсемпе капăрлăхсем, анатри чăвашсен иртнĕ ĕмĕрти 70-80-мĕш çулĕсенчи тĕррисене кăтартать. Арçын аллипе питĕ илемлĕ те таса тĕрленĕ тутăрсем, минтер пичĕсем, турăш каррисем, кĕпесем, хăй тĕртнĕ арçын пиçиххисем куçа тÿрех хăйсем патне туртаççĕ.
Ялсенче шыраса тупнă 18-19-ĕмĕрсенчи чăваш кĕписем асамлăхĕпе илĕртеççĕ. Ульяновск облаçĕнчи Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта çуралса ÿснĕ (халĕ çемйипе Çинкĕлте пурăнать) Чăваш Республикинче иртнĕ «Манăн чăваш сувенирĕ» конкурсăн призерĕ Екатерина Сергеевна Исаева экспозицийĕнче вĕтĕ шăрçапа (бисер) ăсталанă изделисем – масмаксем, мăй çаккисем, хăлха çаккисем, шкатулка тата ытти.

Савăнăçлă мероприятие «На Покровской» музейĕн аслă сотрудникĕ Наталья Шинкарова уçрĕ, вăл ăстаçăсене халăх культурине сыхласа хăварассипе тата ăна аталантарассипе тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, дипломсем, парнесем парса чысларĕ.

Наталья Новоселец чăваш тĕррин илемлĕхĕ пирки Нинель Ургалкинăн монологне вуласа пачĕ, хăй çак тĕрĕ тĕнчине мĕнле кĕнипе паллаштарчĕ. Курава уçнă мешехене пухăннă тулли зал çын хушшинче салам сăмахĕсем калакансем те нумай пулчĕç. УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев маçтăрсен ĕçĕсемпе киленнине пытармарĕ, вĕсем чăваш культурине çапла хăйнеевĕрлĕ хум илсе килнĕшĕн, халăх культурине сÿнме паманшăн тав турĕ, пурне те Хисеп хучĕпе чысларĕ. «Чăвашлăха чунтан парăннă, малашлăх çинчен шухăшлакан çын вăл, Наталья Новоселец. Ахальтен мар автономире пĕчĕк ачасене пухса чăваш тĕррине тĕрлеме вĕрентет. Пысăк тав пуриншĕн те», – терĕ Олег Николаевич чечек çыххи тыттарса.
Салам сăмахĕсене малалла «Канаш» хаçат редакторĕ Елена Мустаева, Клава Лухманова усламçă, Ирина Щеголькова художник тата  преподаватель, музей ĕçченĕсем тăсрĕç.
Вĕсем ку пуçламăшĕ кăна-ха. Малашне кун пек чуна çемçетекен, хамăрăн несĕлсен культура пуянлăхĕпе паллаштаракан куравсем татах пулччăр. Сире пурне те хавхалану сунатпăр терĕç. Парнесем пачĕç.
Тĕрĕ куравĕ уçăлни – чăн-чăн уяв. Ахальтен мар мероприятие пухăннисем пурте пĕрпĕрне уяв ячĕпе саламларĕç. Çак савăнăçлă ĕç-пуçăн илемне çивĕчлетекеннисем – халăх юррисене юрлакан хастар та питĕ пултаруллă чăваш хĕрĕ Мария Ямщикова (Ульяновскри культура училищинче вĕренет) тата Чертаклăран килсе çитнĕ «Çăлкуç» ансамбль пулчĕç.

Курав чÿк (ноябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕччен тăсăлать.

Надежда ДАНИЛИНА.
Автор тата А. Никитина сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title