Малашлăхалла шанăçпа тинкерет

20 декабря 2021 08:00

Çак тĕлĕнмелле илемлĕ, ăшă чунлă хĕрарăм нумай çул «Чăнлă хыпарĕ» район хаçатĕнче вăй хунă.
Паян хисеплĕ ĕçтешĕмĕр тивĕçлĕ канура. Нумаях пулмасть Елена Кузьмина 65 çул тултарчĕ.

Сăпайлă, кăмăллă журналистветеранăн пурнăç çулĕ кулленхи ĕçпе, ĕмĕт-тĕллевпе тулли. Ялтан тухнă пĕр çулалли пин-пин тантăшĕнни пекех – мал курăмлă, ĕмĕтлĕ.
Елена Николаевна Пăва районĕнчи (ТР) Элшел ялĕнче таврапĕлÿçĕ-этнограф, учитель Николай Антонович Юнгеров çемйинче çуралнă. Амăшĕ Лидия Андреевна колхозра ĕçленĕ. Хăйĕн сывлăхне шеллемен, тен, çавăнпа та пуль пурнăçран питĕ ир, 55 çул тултараймасăрах, уйрăлнă. 14 çулхи Нина ятлă йăмăкне Елена пĕр иккĕленмесĕрех хăйĕн çемйине илнĕ. Çамрăк хĕрарăм ун чухне Чăнлă районĕнче пурăннă. Чăваш патшалăх университетĕнче филологи факультетĕнче вĕренсе диплом илнĕскер распределенипе Аслă Нагаткина лекнĕ. Хăйĕн юратăвне, Валерий Викторович Кузьмина, Шупашкарта тĕл пулнă. Туй хыççăн çулталăкран Чăваш Ен тĕп хулинче вĕсен хĕрача çут тĕнчене килнĕ. Тен, çавăнпа та пуль Елена Николаевна пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе çыхăнăва çухатмасть, телефонпа калаçсах тăрать, тĕлпулусене çÿрет. Элшелте пурăннă хĕрарăмăн, юратнă амăшĕн ĕçченлĕхĕпе ÿркенменлĕхĕ аслă хĕрне Елена Кузьмина-Юнгеровăна та куçнă.
Пултаруллăскер мĕн ачаран ларма-тăма пĕлмен. Ытти ял ачисем пекех вăр-варлăхпа, яваплăхпа уйрăлса тăнă. Ял пурнăçĕ кахалсене юратмасть. Шкултан таврăнса ĕлкĕрейнĕ кăна – кил хуçалăхĕнче темĕн чухлĕ ĕç кĕтнĕ. Çемьере асли пулнă май шăллĕсем мĕн тунине асăрхаса тăма тивнĕ. Валерипе тата Владимирпа (ача чухне сарăмсăр вилнĕ) пĕрле пахчара, витере, килте ĕçленĕ. Выльăхчĕрлĕх нумай тытнăран ашшĕ-амăшне самай пулăшма тивнĕ, пахча çимĕç шăварнă, хурсене кĕтнĕ.
– Çапах та ачалăхăм манăн телейлĕччĕ. Паян та-ха тăван ял клубĕнче концерт лартнисем, сценкăсенче выляни, хавхаланса сăвă вулани асрах. Манпа пĕрле концертсене атте те хутшăнатчĕ. Вăл учитель пулнă-çке. Шкул ачисене
хатĕрлентернĕ. Астăватăп-ха пирĕн тăрăха фольклор пухма студентсем килнĕччĕ. Вĕсен концертĕнче чун-чĕре çунатланса, хĕмленсе кайрĕ. Кăвак хуппи уçăлчĕ тейĕн. Çав самантра хам чăваш пулнишĕн савăннине, мăнаçланнине туйрăм. Чăваш драма тата çамрăксен, пукане театрĕсем те пĕрре мар пулнă пирĕн тăрăхра.
Спектакльсем ял çыннисене малалла пурăнма, çанă тавăрса ĕçлеме шанăç, вăй-хал паратчĕç.
Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн çуртра чарăнатчĕç, – аса илет çивĕч калем ăсти.
Тăван халăхăмăрăн культурипе литературин ĕçченĕсем те тарават хуçасем патĕнче сахал мар пулнă.
– Сĕтел хушшинче вĕсем историпе географи, культурăпа йăла-йĕрке çинчен калаçатчĕç. Литературăна, çыравçăсен çĕнĕ ĕçĕсене сÿтсе яватчĕç. Атте, Николай Антонович, хăй те аллине ручка тытман кун та пулман пуль. Хăйĕн этнографи хайлавĕсене, прозăпа, поэзипе çырнă хайлавĕсене чăваш хаçачĕсене ярса паратчĕ.
Унсăр пуçне вăл шкул ачисемпе Сĕве юхан шывĕ хĕррине экспедицисене тухатчĕ. Шкулта музей йĕркелекенсенчен пĕри. Унта паха экспонатсем – çĕр айĕнчен чавса кăларнă япаласем, ял çыннисем килсе панă ĕç хатĕрĕсем, тум, савăт-сапа таврашĕ вырнаçтарчĕ. Архивсене çÿретчĕ. Çав пуçарусемпе йăпанса пурăнатчĕ юратнă аттемĕр, педагогика ĕçĕн хастарĕ. Хăйĕн вилĕмсĕр халăхĕн патриочĕ, паттăр ывăлĕччĕ. Тен, Аслă вăрçă вăхăтĕнчи выçă тăлăх ачан чи çутă ĕмĕчĕ-тĕллевĕ пулнă вăл – чăваш ачисене пур енлĕ ăс парасси.
Килти лару-тăру, паллашусемкалаçусем, ашшĕн виçесĕр пуçарулăхĕпе ырă кăмăл-туйăмĕ – çаксем пĕтĕмпех Елена Николаевнăн пурнăçĕнче çул-йĕр суйлассине пысăк витĕм кÿнĕ. Чăнлă район хаçатĕнче вăл 30 çул ытла куçаруçăра, унтан корреспондентра ĕçленĕ. Пенсие тухиччен 10 çул юлсан чăваш кăларăмĕ хупăннă.
Журналист «Цильнинские новости» хаçатра вăй хума, вырăсла çырма пикеннĕ. Çавăнтанах пенсие кайнă.
Пурнăç тăршшĕпех унпа юнашар ырă çынсем утни шăнăрлă хĕрарăм кун-çулне самай çăмăллатнă. Кăмăл çирĕплĕхĕ çине тăма пĕлни, хастарлăхпа хăюлăх Елена Кузьминана йывăрлăхсемпе кĕрешме пулăшнă. Вĕсем вара пурăнан кунра тухкаласах тăнă: амăшĕ вăрах чире пула леш тĕнчене çамрăклах ăсанни, кĕçĕн йăмăкне ăс парса ÿстерни тата ытти те. Ĕçпе килсĕр пуçне Елена Николаевна обществăлла пурнăçа хастар хутшăннă. Вăрах вăхăт хушши вăл редакципе типографири профсоюза ертсе пынă. Ку вăл выçă 90-мĕш çулсенче-ха – ун чухне кашниех хушма укçа ĕçлесе илес тесе ăшталаннă. Ачисене ури çине тăратмалла пулнă, лавккасен сентрисем пушă, ним туянматупма çук. Ĕç укçине вăхăтра тÿлемеççĕ. Елена Николаевнăн ирхи 4 сехетре тăрса çухрăмра вырнаçнă витене кайса выльăх-чĕрлĕх пăхма тивнĕ. Унсăр пуçне хирте те çĕр улми лартнă, пилĕк авнă, пахча çимĕç ÿстернĕ. Хăйсен аллипе ÿстернĕ тухăçа пасара кайса сутмалла пулнă. Çавăнпа та отпускне те кашни çул пĕр вăхăталла илнĕ.
Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшнă. Апла пулин те пурнăçне нихăçан та ÿпкелемен. Хăюллă, маттур пулма тылĕ çирĕппи хавхалантарнă. Хаклă упăшки, ачисен ашшĕ ялан юна  шар пулнă. Шел, вăл çук паян. Елена ăна ялан ырăпа аса илĕ – 10 çул каялла усал шыçă (рак) шăпа пÿрнĕ мăшăрне çут тĕнчерен уйăрнă.
– Юратнă çын вилĕмĕ пирĕн çемьешĕн ытла та пысăк çухату пулчĕ. Ыйтнине пурнăçлакан ĕçчен арçынпа ĕмĕр ĕмĕрлеме ĕмĕтленеттĕм. Вăл пурне те пулăшатчĕ, ачасемшĕн ырă тĕслĕхчĕ. Мĕнле ыйтупа, кам пырсан та пулăшма тăрăшатчĕ. Паян эп хам вăхăтăма мăнукăмсене, хĕрĕмсене халаллатăп. Кĕрÿсем ывăлсем пекех çывăх, шанчăклă, ăслă. Турă пурне те курса, майлаштарса пытăр, – терĕ Елена Николаевна.
Ырăлăхпа хĕрхенÿ – Елена Кузьминан шалтан тухакан туйăмсем. Чăн-чăн ял ĕçченĕ. Çын ыратăвне ăнланма, чун-чĕрипе пурне те пулăшма хатĕр çын. Вăл паян та ют çын инкекне çывăх курса май килнĕ таран хавхалантарма, ăнланма, хирĕç утăм тума тăрăшать.
Пĕччен çынсене алă парать. Елена Николаевна та пур анне пекех ачисем хăйсен ăрăвĕнчи çынсенчен аванрах пурăнччăр тесе ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та умне  ачаран пысăк тĕллевсем лартма хăнăхтарнă – чи малтан вĕренме кĕрсе професси илмелле, хăвăн ăсупа ура çине тăма тăрăшмалла.
Мĕнле пулсан та юлташ тупмалла, мăшăрпа вĕçме çăмăлтарах.
Паян вăл хăйĕн хĕрĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Алена нумай вăхăт Аслă Нагаткинăри Россельхозбанк офисне ертсе пынă, паян – Чăнлă районĕнчи ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн агентствине. Лидия 10 çул район хаçатĕнче вăй хунă, паян социаллă проектсене ĕçе кĕртессипе ĕçлет.
Çамрăкла амăшĕн ăшшинчен юлнă йăмăкĕ Нина вырăнти технологипе сервис техникумĕнче воспитатель тивĕçĕсене пурнăçлать.
– Вăхăт урхамах пек чупать те чупать. Паян кашнин хăйĕн çемйи. Савăнăçлă кил-йышра мăнуксем çитĕнеççĕ. Эпĕ пуян кукамай тата икĕ хутчен мăнакка. 3 мăнук, йăмăкăн хĕрачисем юратупа ырлăхра ÿсеççĕ. Мана питĕ юратаççĕ, пурте çепĕççĕн кукамай тесе чĕнеççĕ, – тет Елена Николаевна.
Ăна вышкайсăр тимлĕхĕпе çепĕç кăмăлне кура хĕрĕсен юлташĕсен ачисем те асаннеçĕм, халсем мĕнле тесе сывлăх сунаççĕ. Унăн ăшши пурин валли те çитет. Елена Кузьмина вырăнти пултаруллă чăвашсене çывăх курать.
Нумаях пулмасть кăна Аслă Нагаткинăри шурсухал-çыравçăсен – Анатолий Чебанов, Анатолий Ермилов-Юман, Николай Курайкин ... – литература каçĕсене хутшăнатчĕ. Халĕ Валентина Игнатьева-Тарават çыравçă-композитор çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать. Тĕл пулсан калаçса сăмах пĕтмест.
Паян хăй те, Элшел пики, 65 çула çитрĕ. Апла пулин те çул-ÿсĕмне васкатмасть вăл. Малашнехи пурнăçĕ çине ĕненÿпе, юратупа пăхать. Ку вăхăтра хăйне упрамаллине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмаллине пĕлет журналистика ĕçĕн ветеранĕ. Вăхăтсăр ватăласшăн мар вăл. Урăхла пулма та пултараймасть – миçе çын Аслă Нагаткинăра амăшĕн, кукамăшĕн, аккăшĕн сывлăхĕшĕн кĕл тăвать.
Сĕтел тулли тутлă апатшăн, вашаватлăхпа ăшă çепĕç сăмахшăн тав сана, ытарайми çыннăмăр», – тет.
Унăн çурчĕн кăмăллă хуçи хăнасене, кÿршисене яланхиллех хапăл.
Алена СЕЛИВАНОВА.
Аслă Нагаткин.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.



Фото

Location for : Listing Title