Миçе çын – çавăн чухлĕ шухăш

26 февраля 2021 08:19

Нарăс уйăхĕнчи ларура шевлеçĕсем «Канаш» хаçатăн иртнĕ çулхи юлашки виçĕ номерĕнче пичетленнĕ Елена Мустаевăн «Каллех сутрĕ» хайлавне тишкерме кăмăл турĕç. Самай çыннăн чунне хускатрĕ вăл.
Миçе çын – çавăн чухлĕ шухăш теççĕ.
«Шевлене» пухăннисем пирки те çакнах каламалла. Паянхи пурнăç çынни мĕнле вăл? Ытларах лайăх çынсем е начаррисем? Мĕнле туйăм вăратаççĕ сирĕнте калавăн сăнарĕсем? Автор вулакансем патне мĕнле шухăш илсе çитересшĕн? Мĕншĕн автор хăйĕн калавĕн сюжетне çапла майлаштарнă, кутăнла? Калавра çут çанталăк сăнарĕ мĕнле вырăн йышăнать? Автор кам майлă? Çакăн пек темăсене хускатмалла-и? Нумай-нумай ыйтăва хурав пачĕç пухăннисем.
«Каллех сутрĕ» калава килсе хучĕç ман ума», – терĕ Василий Селендеев хăй шухăшне пĕлтернĕ май. – Калав ыйтуран пуçланать сăнама пĕлекен, çыннăн шухăш-туйăмне сисекен тата ăнланакан çыравçăн. Мĕншĕн хĕр пĕчĕк вăрманпа чупать? Ĕлĕкрех, эпĕ шкулта ĕçленĕ чухне, кун пек калавсене вĕренекенсемпе класра пăхса тухаттăмăр. Аслă классенче пĕлÿ пухакансемшĕн, аслă çул çине тухма хатĕрленекенсемшĕн питĕ курăмлă та усăллă, лайăх тĕслĕх. Çын вуласа вĕренет. Хаçат-журнал, кĕнеке вулакан ачасем, çитĕннисем, ваттисем çыравçă çырса панисене чĕре çумне хăвăртрах илеççĕ. Пурнăçран илнĕ тĕслĕх. Калавăн шухăшĕсем тарăн, ыйтăвĕсем нумай, хуравĕсем вулака-нăн чунĕнче тĕрлĕ енлĕ пурнăçа кăларса тăратаççĕ.
Калаçу вăрăма тăсăлчĕ. Нумайăшĕ авторăн чĕлхи çăмăл пулнине, вуланă май унпа юнашар ларса калаçнă пек туйăннине палăртрĕ.


Дана СВЕТЛОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title