Мишша пичче юмахĕсем

08 апреля 2021 10:10

Каçкÿлĕм урока хатĕрленнĕ май куç тĕлне 2000 çулта пичетленнĕ «Живой мир» энциклопеди лекрĕ. Авторĕ – М.А. Козлов.
Интернет уçлăхĕнче Михаил Козлова шыраса тупрăм. Вырăсла тата чăвашла çырнă кĕнекесен авторĕ пĕр çынах иккен: биологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралнă паллă чăваш. Чылай çул Санкт-Петербургра пурăннă, Раççей ăслăлăхĕсен академийĕн зоологи институчĕн тĕп ăслăлăх специалисчĕ пулнă. Шел, çак тĕнчипе паллă ăслă ученăй, профессор çинчен иртнĕ вăхăтра çеç калаçмалли юлать. 1936 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнăскер, вăл 70 çулта çĕре кĕнĕ.
Михаил Алексеевич вăрманлă, уй-хирлĕ чăваш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачаран çут çанталăка сăнама, унăн ытарайми пуянлăхĕпе мăнаçланма вĕреннĕ. Кукамăш-асламăш юмахĕсене юратса итленĕ.
Шкул хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетне кĕнĕ, унтан Ленинградри патшалăх университечĕн биологипе тăпра факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
1961 çултанпа Раççей ăслăлăх академийĕн зоологи институтĕнче (Санкт-Петербург) вăй хунă: кĕçĕн ăслăлăх ĕçченĕнчен пуçласа аслă, унтан тĕп ăслăлăх специалисчĕ таран ÿснĕ. Михаил Козлов хурт-кăпшанкăсен ушкăнне тĕпчессипе çĕр чăмăрĕ çинчи чы пысăк специалистсенчен пĕри пулнă. Темиçе хутчен те шкул ачисем валли кăларнă «Зоологи» кĕнекисен, чылай энциклопеди кăларăмĕсен авторĕ вăл. Чăваш Ен ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш Республикинчи ăслăлăхпа ÿнерĕн наци академийĕн академикĕ. 1977-1989 çулсенче – Вырăс энтомологи (хурт-кăпшанкăсене тĕпчекен ăслăлăх) обществин ученăй секретарĕ. Нумай сумлă награда тивĕçнĕ çыннăн.
Çут çанталăк пĕлĕвне халăх хушшине сарассипе палăрнă йăхташăмăр, Михаил Алексеевич ăсчах вулакан патне «Соты жизни», «Кольцо жизни», «Не просто букашки» илемлĕ кĕнекесем çитернĕ, чăваш юмахĕсене пĕр чăмăра пухса ачасене сумлă парне хатĕрленĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă юмахсен пуххине паллă ученăйăн тăван йăмăкĕ – ЧАССР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Клавдия Алексеевна – тăрăшнипе кăларнă. Ульяновскра Михаил Алексеевичăн виçĕ сыпăкри шăллĕ пурăнать. Анатолий Уресметов усламçă пĕр йăх-несĕлтен тухнă çывăх тăванне аван астăвать. «Чăвашла васкамасăр çепĕç калаçатчĕ, илемлĕ юрлатчĕ, çыратчĕ. Кăçал акан 12-мĕшĕнче 85 çул тултармаллаччĕ вăл. Асанкассинче хисеплеççĕ паллă ентешне, сума сăваççĕ», – çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа калаçрĕç М.А. Козлов çинчен Еленăпа Анатолий Уресметовсем.

Алена АЛЕКСЕЕВА.

Фото

Location for : Listing Title