Мускавсем «Канашпа» та паллашрĕç

29 июня 2022 10:00

Национальноçсен çурчĕн картишĕнче Мускавра пурăнакан ентешĕмĕрсем Акатуй ирттерчĕç.
Тĕрлĕ регионтан килсе çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене Раççей Федерацийĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Леонид Ильич Черкесов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Юрий Александрович Зорин, Шупашкар хулин сити-менеджерĕ пулнă Алексей  Олегович Ладыков, Станислав Садальский артист тата ытти хисеплĕ çынсем саламласа уява уçрĕç.
Ташă-юрă композицине Шупашкартан, Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ, Патăрьел районĕсенчен, Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинти Елена Лянкина ертсе пыракан «Укăлча» тата «Хĕвел» ансамбльсем, Ульяновскри «Хунав» драма кружокĕн артисчĕсем, Мускавра йĕркеленнĕ ансамбльсем хутшăнчĕç. Акатуя эстрада çăлтăрĕсем те чылайăн килсе
çитнĕччĕ. «Паха тĕрĕ» предприяти, уйрăм алă ăстисем мускавсене хăйсен ĕçĕсемпе савăнтарчĕç.
Суту-илÿ хĕрсех пычĕ. Уява пынисем пирĕн «Канаш» хаçатпа, «Шевле» литература пĕрлĕхĕн редакци тата УОЧНКА вăйĕпе кăларакан «Атăл юрри» альманахпа паллашма пултарчĕç.
Ульяновскри делегаци пайташĕсене Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсен сыхлавĕнче тăма шанчĕç.
"Укăлчапа" "Хĕвелсен" юррисене куракансем питĕ тăвăллăн алă çупса  йышăнчĕç. Пирĕн ансамбльсем ыттисен хушшинче хăйсен шайĕ пысăк пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Вĕсем Акатуя йĕркелекенсенчен диплом илме тивĕçрĕç.
Артистсемпе пĕрле Мускав чăвашĕсем савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç. Спорт площадкинче алă вăйне виçрĕç, кĕрешрĕç.
Уява пынисене тÿлевсĕр кваспа хăналарĕç. Каç кÿлĕм эстрада çăлтăрĕсем дискотека ирттерчĕç.
«Укăлча» тата «Хĕвел» ансамбльсен ертÿçи Елена Лянкина Мускаври Акатуя çитсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма май тупса панă усламçăсене чĕререн тав тăвать. Павел Анатольевич Узиков, Николай Григорьевич Ивандеев, Ирина Николаевна Краснова, Николай Ильич Казначеев (Анникав), Вера Николаевна Мулендеева (Опытлă станци) май çитнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшнă. Сăмах май, Елена Николаевна уйрăммăн Николай Ивандеева ансамблĕн купăсçи валли укçа парса тăнăшăн пысăк тав сăмахĕсем калама ыйтрĕ.
Чăваш культурине аталантарма пулăшакансене Мускавра пулнă делегаци ĕçре çитĕнÿсем тума, çемьере килĕшÿ тата çирĕп сывлăх сунать.

Дана СВЕТЛОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.



Фото

Location for : Listing Title