Ăнăçу сунатпăр

01 декабря 2021 09:47

Çулçÿрев сăлтавне пĕлес тесе Ольга Георгиевнăпа Николай Николаевич патне шăнкăравларăмăр. Туслă çемьере 12-мĕш çул ĕнтĕ 2 усрав ача ÿсет. Хăйсен тăван ывăлĕсемпе хĕрĕ пысăк, çитĕннĕ. Мăнукĕсем те пур. Пултаруллă та ăш-пиллĕ, нумай ачаллă чăвашсем паян мĕнпур вăйне-халне, вăхăтне икĕ кĕçĕн хĕрачине халаллаççĕ.
– Телекуравпа тăлăх ачасем çинчен сюжетсем тăтăш кăтартаççĕ-çке. «Килсе ил мана, анне», – теççĕ мăнтарăнсем сенкер экран çинчен. Эпир те мăшăрăмпа çав хÿтлĕхсĕр шăпăрлансене кил ăшши парнелеме шухăшларăмăр. Ача çуртне пепкесем пăхма кайсан пире пĕрремĕш кунĕнчех 2 хĕрачана кăтартрĕç. 2 çул та 10 уйăх тултарнă Кристина Егорова алăкран кĕнĕ ют çынсене курсанах «анне», «атте» тесе ÿкĕтлесе аллисене тăсрĕ. Хăй, мăнтарăнскер, пĕрмай кулать. Урăх пĕр сăмах та пĕлместчĕ вăл. Медицина карттинче çук чир те çукчĕ хăйĕн. Темле диагноз та лартнăччĕ пĕчĕкскере. Ксения ятлă хĕрачапа ăна илсе килсен кĕçĕннине, мĕн тума кирлĕ вăл сире тесе, каялла пама тархаслакансем те пулчĕç. Хĕрача апата чăмлаймастчĕ, вăйĕ-халĕ те пулман пуль унăн, – каласа парать амăшĕ, Пухтелĕнчи «Çăлкуç» юрă ансамблĕн пултарулăх ертÿçи, ял старости Ольга Мускина. – Кристинăн юнĕнче ÿсме пулăшакан гормонсем пĕр чĕптĕм те пулманнипе эпĕ ăна 4 çул ытла пĕр чарăнмасăр кашни кун укол туса тăтăм. Специальноçпа эпĕ медицина ĕçченĕ. Кристинăпа нумай медицина учрежденийĕпе тĕрлĕ тухтăрсем патне çÿремелле пулчĕ. Эндокринолог, хирург патĕнче те, санаторисенче те. Питĕ вăйлă сколиоз аптратма тытăнсан массажа çÿрерĕмĕр, гимнастика турăмăр. Хулара 3 эрне сипленчĕ. Анчах та вăл унтан пĕр енне кукăрăлса ансах таврăнчĕ. Курпун тухрĕ. Пире Мускаври травматологипе ортопедийĕн центрне ячĕç. 14 çул тултарсан операци тума шантарчĕç.
Çурăм шăммине тытса тăракан хатĕрсене ют çĕршывран туянмаллине пĕлтерчĕç тухтăрсем. Вĕсем вара питĕ хаклă. «Алеша» ыркăмăллăх фончĕпе çыхăнма ÿкĕтлерĕç.
«Вĕсем пулăшма тивĕç», – пĕлтерчĕç сыватма ĕмĕтленекен ашшĕ-амăшне. Эпир ĕнентĕмĕр, фондпа çыхăнтăмăр. Калаçсан, документсене, тухтăр сĕнĕвĕсене ярса панă хыççăн Кристина ячĕпе счет уçăлчĕ. Çынсем кам мĕн чухлĕ пултарать, çапла куçарма пуçланă. Вĕсем хушшинче ял çыннисем те пур. Тавтапуç пурне те.
Паян шăп çав ятпа килсе çитнĕ те Пухтелне Çурçĕрти тĕп хулари фонд ĕçченĕсем. Вăхăт иртет – ăна тытса чараймăн. Кристина 14 çул тултарчĕ. Çурăмĕ вара ниепле те ыратма пăрахмасть, çывăрма та кансĕр.
Хĕрача кĕлеткине корсет тытса тăрать. Эпир вара тем пек унăн ĕмĕтне çывхартасшăн – операци тутарасшăн.
Питĕртен килсе çитнĕ фонд ĕçченĕсем Пухтелĕнче Мускинсем патĕнче хăнара пулнă май ял пурнăçĕпе, Кристинăпа пĕрле кил хуçалăхĕпе, выльăх-чĕрлĕхĕпе паллашнă, вăл мĕн ĕçпе пурăннине курнă хыççăн хĕрачан 3 ĕмĕтне пурнăçланă.
– Мана вĕренÿре пулăшу пултăр тесе планшет парнелерĕç. Ульяновска илсе кайса парикмахер, стилист патне илсе кĕчĕç (эпĕ парикмахер пуласшăн-çке шкул пĕтерсен), прическăсем тума вĕрентрĕç, тата... тата операци валли кирлĕ укçа пухăннине, мана Мускавра тухтăрсем кĕтнине пĕлтерчĕç, – савăнăçне пытарма шутламарĕ те хĕрача.
Усрав хĕрачасенчен асли Ксения паян Çĕпрелĕнче повара вĕренет. Вăл та Кристинăшăн хĕпĕртет.
Ольгăпа Николай Мускинсем иккĕшĕ те ырă кăмăллă, тем пек пултаруллă, ылтăн алăллă кил хуçисем. Хĕрĕсене вĕсем юрлама-ташлама, çыхма-тĕрлеме вĕрентеççĕ.
«Операци хыççăн Кристина сываласса ĕненетпĕр, ăна ларма тата выртма, шкула утма та çăмăлрах пулĕ. Спорт енне туртăнать вăл, юратнă çемйи сывă пурнăç йĕркине пăхăннине курса ÿснĕ май урăх нимĕнпе те чирлесшĕн мар. Юрататпăр эпир хĕрачасене, телей сунатпăр. Тавтапуç «Алеша» фонда операци валли укçа пухса панăшăн», – терĕ Николай Мускин.
Çемье çак кунсенче Мускава травматологипе ортопеди центрне кайса килме ĕлкĕрнĕ те – паллă хирургсем Кристинăн сывлăхне тĕпченĕ, тĕрĕсленĕ. Халь вĕсем Пухтелĕнче. Таврăннă. Операцие йыхрав ярасса кĕтеççĕ. Эпир чăтăмлă, мал ĕмĕтлĕ хĕрачана, ăна пăхакан Мускинсене ăнăçу сунатпăр. Сывалса таврăнсан чăвашла калаçакан, çирĕп кăмăл-туйăмлă хĕрачапа паллашма кăмăл пур.

Александра РОМАНОВА.
Архиври сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title