Наци вулавăшĕн кунĕнче

28 сентября 2021 09:13

Эрнекун Ульяновскри 17-мĕш «Содружество» модельлĕ библиотекăра Чăваш Республикинчи Наци вулавăшĕн кунĕ пулчĕ. Тĕлпулăва ЧР Наци вулавăшне – 150 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне – 150, Иван Яковлев чăваш халăхне панă халала çырнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисен картинче йĕркелерĕç.

– Библиотекарьсем, чăваш культурипе литератури ĕçченĕсем, çыравçăсемпе журналистсем чăвашсем йышлă пурăнакан регионсене тухса çÿресси 2005 çултанпах пырать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Наци вулавăшĕн ку çулхи малтанхи тĕлпулăвĕ Аксу районĕнчи пĕрремĕш чăваш поэчĕн Николай Полоруссов-Шелепин юбилейĕпе тĕлме тĕл пулчĕ. Эпир хаваспах Тутарстан Республикинче хăнара пултăмăр. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче ЧР наци вулавăшĕн кунне ирттерме Самар облаçне кайăпăр. Халь акă кунта, Ульяновск облаçне, килтĕмĕр, – терĕ наци библиотекин директорĕн çумĕ Татьяна Баймушкина.
Хальхинче вара кÿршĕллĕ региона пултарулăх делегацийĕн йышĕнче библиотека ĕçченĕсем, паллă çивĕч перо ăстисем килсе çитрĕç. Вĕсен хушшинче: ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова, Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат, чăваш çыравçисем Улькка Эльмен тата Ара Мишши, Роза Деменцова журналист. Кунта вара хамăр облаçра пурăнакан çыравçăсем хутшăнчĕç: Николай Йĕлмел, Валентина Тарават, Елена Мустаева ертсе пыракан «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем – Виктор Аванмарт, Василий Селендеев, Мария Уткина, Елена Аксупи, Нина Еграшкина, Владимир Ярухин, Александр Богатов, Екатерина Лашманова, Лидия Ярославская тата ыттисем.
Чăваш Республикин делегацийĕ савăнăçлă лару-тăрура Ульяновскри И.Я. Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕ. Палăртнă тĕп ĕçсем Верхнеполевая урамĕнчи «Содружество» наци библиотекинче пулса иртрĕç. Унта Шупашкарти тата вырăнти чăваш çыравçисем тĕл пулса калаçрĕç. Татьяна Баймушкина тата наци литературипе библиографийĕн пайĕн заведующийĕ Галина Соловьева мероприятие хутшăннисене Чăваш Енĕн тĕп библиотекин историйĕпе паллаштарчĕç, таврапĕлÿ пуянлăхĕ тата хăйсем пурнăçа кĕртекен çĕнĕ чаплă проектсем çинчен каласа пачĕç, видеофильм кăтартрĕç. Малалла эстафетăна чăваш литераторĕсем тăсрĕç: вĕсем вара хăйсен пултарулăхĕпе тата малашнехи планĕсемпе туллин паллаштарчĕç кăна мар, сăвăсем, хайлав сыпăкĕсем вуларĕç, сума суса килнĕ ульяновецсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Кÿршĕллĕ регионти ĕçтешĕсене Раççей писателĕсен союзĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн председателĕ Ольга Даранова тата 17-мĕш вулавăш директорĕ Ольга Юрлова кĕтсе илни паха. Хастар сăвăç тата прозаик Ольга Даранова хăй те нумаях пулмасть Шупашкарти ĕçлĕ çулçÿреврен питĕ те çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăннине
пĕлтерчĕ.
ЧР Профессиллĕ çыравçăсен союзĕнче нумаях пулмасть икĕ паллă çыравçăн юбилейĕ пулнă: РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Валентина Тараватăн тата Ольга Куликова (Улькка Эльмен ятпа пĕлетпĕр) прозаикăн. Союзăн редакци коллегийĕ Валентина Николаевна валли ăшă салам сăмахĕсем, парнесем хатĕрленĕ. Пирĕн сумлă ентешĕмĕр те çивĕч калем ăстине, Ольга Геннадьевнăна юбилей ячĕпе саламламасăр хăварма пултараймарĕ – чĕрĕ чечексем, кĕнекесем пачĕ, ĕçтешĕн пултарулăхне юратнине пĕлтерчĕ.
– ЧР Профессиллĕ çыравçисен союзĕнче паяна 130 писатель. Вырăс секцийĕ те пур. Поэзи пайне Василий Кервен ертсе пырать, проза – Улькка Эльмен, Марина Карягина – драматурги, киносценари – Анатолий Кибеч, – паллаштарчĕ пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлĕпе унăн председателĕ Лидия Филиппова. – Эпир Пушкăртстанпа Тутарстан Республикисенчи тата Ульяновск облаçĕнчи чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕсемпе туслă çыхăну тытатпăр. Вĕсен пайташĕсенчен чылайăшĕ пирĕн союзра тăрать. Ульяновск облаçĕнчен: Серте Мишши, Николай Ларионов,
Валентина Тарават, Елена Алексеева-Аксуби. Илмеллисем тата та пур.
Çак уйăхра Чăваш халăх поэчĕ сумлă ята илнĕ Светлана Асамат – чаплă оратор. Писатель яланхиллех чуна пырса тивмелле хăватлăн, хумхануллăн хăйĕн сăввисене вуларĕ, çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Асамат паян сăвăсемпе калавсем çеç мар, тĕпчев ĕçĕсем те çырать. К. Ивановăн вилĕмсĕр поэминчи Нарспи сăнарне хĕрарăм куçĕпе тишкернĕ вăл. Кĕнекисене 17-мĕш вулавăша парнелерĕ.
Улькка Эльмен пысăк ăсталăхпа тахçанччен вырăнти çыравçăсемпе таврапĕлÿçĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, малашнехи тĕллевĕсен чаршавне сирчĕ. Пултаруллă паллă прозаик, романист çынсем хăйĕн хайлавĕсене («Упраймарăм сана», «Кушак», «Пурнăç сулăнка лексен»...) юратса вуланине кăмăллăн йышăнать. Шăп çак туйăм хĕрарăм сăнарĕпе ĕçлекен çыравçа аллине ручка тытма хавхалантарать те. Ара Мишши – çула çитмен ачасем валли çырать. Унăн кĕнекисем Шупашкарта питĕ хăвăрт саланаççĕ.
Паянтан Ульяновскра та интереслĕ хайлавсене вулама май пулĕ. «8-мĕш çул пенсире – çак хушăра 8 кĕнеке кун çути курчĕ», – терĕ Михаил Николаевич малалла та çырас кăмăлне палăртса. Профессиллĕ çыравçăсем чăваш радио журналисткине Роза Деменцовăна пĕрремĕш кайăкĕ тухнă ятпа саламларĕç. Эпир те унта хутшăнтăмăр.
«Кĕлчечек çеçкисем» кĕнекене автор ĕçĕпе тĕнче курса çÿресе, чăвашсемпе паллашса таврăннă хыççăн çырнă хайлавсем кĕнĕ.
Тĕлпулăвăн 3-мĕш пайĕ – «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсен пултарулăхĕпе паллашасси. Авторсем хăйсен сăввисене вуларĕç, юррисене юрларĕç. Облаçри çамрăк юрăçсем Кристина Никитинăпа Полина Серебрякова Валентина Тарават писатель тата композитор юррисене шăрантарчĕç.
Ульяновск облаçĕнчи ЧР Наци вулавăшĕн кунĕ кÿршĕллĕ регионсен хушшинчи туслă çыхăнăва çирĕплетекен асра юлмалли илемлĕ уяв пулса тăчĕ.
Шăматкун кунта тата тепĕр кĕтнĕ мероприяти пулса иртнĕ – тĕп юсав ĕçĕсем хыççăн 17-мĕш модельлĕ библиотека официаллă уçăлнă. Чыслава регион пуçлăхĕ Алексей Русских, наципе культура автономийĕсен
председателĕсем, наци хаçачĕсен тĕп редакторĕсем, вулавăш ĕçченĕсем хутшăннă.

Алена СЕЛИВАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.


Фото

Location for : Listing Title