Несĕлсен пилне, çемье ăшшине мала хурать

17 декабря 2021 12:00

Пирĕн хушăра вăйлă кăмăл-туйăмлă, пултаруллă хĕрарăмсем сахал мар. Несĕлсем парса хăварнă пиле ăса хывни, çĕр çывăрма пĕлменни, ăста аллисем, ăс-хакăл мулĕпе пуян пулни уйăрса тăраççĕ хăватлăскерсене. Тăван халăх культурипе этеплĕхне упраса пурăнма вăй-хал çитереççĕ çак пирĕштисем, ывăл-хĕрсем ÿстереççĕ, правительство сĕнекен проектсене пурнăçа кĕртес çĕрте ырми-канми тăрăшаççĕ, пĕтĕм Раççейри алă ăсталăх конкурсĕсенче пĕрремĕш вырăнсем йышăнаççĕ. Пирĕн редакци хăни – тĕлĕнмелле хĕрарăмсенчен пĕри –  Елена Уресметова. Раштавăн 19-мĕшĕнче Елена Леонтьевна 55 çул тултарать.

– Елена Леонтьевна, ача чухне чуна-юна кĕрсе юлнă туйăм, кайран-и, малтан-и, хăçан та пулин шăтарса тухатех вăл. 

– Çапла. Атте-анне мана хăйсем-пе туя илсе кайнине астăватăп. Чаплă тум тăхăннă пĕр тăванăмăр утнăçемĕн кĕмĕл капăрлăх тенкисем чăнкăртатнине каçса кайса итлерĕм. Мĕнле пуян та мăнаçлă халăх тăхăмĕ пулнипе киленме пĕлмен ĕнтĕ ун чухне – çак хĕрарăм хыççăн утса çÿрерĕм, – терĕ Елена Леонтьевна. – Пирĕн çемьере 7 ача ÿснĕ. Эпĕ 5-мĕш хĕр. Анне кашнинех ăшăлăхпа çепĕçлĕх парса ĕлкĕреймен пуль. Ахăр, вăхăчĕ те пулман. Пĕчĕк Елюк (эпĕ ĕнтĕ) пĕрмай кукамайĕ çумĕнче çÿренĕ. Манпа пит калаçма юрататчĕ вăл, ал ĕç тунă чухне йăпанмалăх пулнă эпир, мăнукĕсем. Пире Киремете те пĕрре мар илсе кайнă. «Кирĕк пĕрчинчен сире пил», – тенин пĕлтерĕшне халĕ ăнланатăп. Ача чухне ку сăмахсене ăнлансах та кайман. Шкулта пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне те кукамайпа пĕрле урама тухса ларнă. Унта чÿрече сакки çине тăрса карчăк-шăрчăксене спектакльсем выляса кăтартаттăм. Эх, алă çупатчĕç вара, мухтатчĕç. Аннен çĕвĕ машинипе çĕлеме вĕрентĕм. Урамри пур асанне-кукамая та хитре чĕр-çиттисем çĕлесе параттăм. Мана вĕсем хăшĕ укçа, хăшĕ канихвет-пĕремĕк паратчĕç. Пусма-таварне хăйсемех туяннă. Усламçă пуласси çавăнтан паллă пулнă ĕнтĕ – çавна калăр. 

– Сирĕн çинчи хушпу 4-5 килограмм та таять пуль. Кам парни вăл?

 – Хам алăсемпе тунă ăна. 1990-мĕш çулсенче укçа йÿнелсен пăхăр укçасене ниçта хума пĕлмелле марччĕ. Сыхласа хăвартăм. Вара чăн-чăн укçасене шăтарса, бисер хушса, ĕлĕкхи-авалхи йăласене аса илсе кивĕ пир çине чăн-чăн хушпу турăм. Тата илемлĕрех курăнтăр тесе материала сăрларăм. Паян та-ха манăн кукамайран юлнă пир татăкĕсем пур. Вĕсем ытти пусма-таварпа пĕрле арчара упранаççĕ. Халĕ Ульяновск облаçĕнче йĕркелекен чи сумлă уявсенче эпĕ çак пуç хатĕрне тăхăнатăп. Çамрăксем вара пырса тыта-тыта пăхаççĕ. Шел, хушпу е тухья тăхăнакансем хушшинче мĕнпурне ăнлансах каяйман çынсем пур. Çамрăк хĕрарăмсем пĕчĕк хĕрачисене тухья-масмак вырăнне хушпу тăхăнтараççĕ. Ку çав тери пысăк йăнăш. 
Паян ăнланмастăп-пĕлместĕп теме юрамасть, тулли информаци пухма литература нумай. Интернет тетелне кĕрсе пăхма пулать. Тĕрĕс ыйту лартмалла çеç. Какуй тухья, ĕлĕк пирĕн 50 çултан иртнĕ мăнаккасем ĕçкĕ-çикĕре хушпу та тăхăнасшăн пулман, тутăр çыхнă, эпир ватă ĕнтĕ тенĕ. 

– Чăвашра çуралнă пулсан та сирĕн, Елена Леонтьевна, чăваш культурипе ÿнер тĕнчине пĕр хушă манма тивнĕ. Ульяновска пурăнма килсен чăвашлăх ĕçне кÿлĕнме вăхăту та, сăлтав та пулман ахăр.

– Ульяновскра пурăнма пуçласан çемье çавăрнă, ачасем çуралнă. Кайран область Акатуйĕсем кĕрлеме пуçласан, автономи йĕркеленсен чăвашсем пĕр чăмăра пухăннине ăмсанса сăнама пуçланă. Йăхташăмсемшĕн хĕпĕртенĕ. Таврапĕлÿçĕсен съездне Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ шурсухалĕ, халăх академикĕ Виталий Станьял калаçнине итлесен пуçласа тăван чĕлхе илемне туйса илтĕм. Паян манăн чăваш чĕлхине вĕренес килет. Интернетра словарь пур. Унта тăтăш кĕрсе пăхатăп. Хам çуралнă Асанкасси ялĕнче (Шăмăршă районĕ) ачасем тăван чĕлхепе илемлĕ калаçчăр тетĕп. Чăваш писателĕсен кĕнекисене шкула, вулавăша кайса паратăп. Манпа вырăсла калаçакана ăнланмăш тăватăп. 

– Эсир тĕрлетĕр, çĕлетĕр, çыхатăр. Регионсем хушшинчи тата пĕтĕм Раççей конкурсĕсене хутшăнатăр. Нумаях пулмасть кăна Шупашкара Любовь Вазюкова тĕрĕçĕн куравĕ уçăлнă çĕре кайса килнĕ.Чăваш тĕрри-эрешне чунран хисепленĕрен ĕнтĕ. Çывăх юлташсем хушшинче паян Раççейĕпе паллă ÿнерçĕсем, художниксем пулнăран.

–Хуть те ăçта кайсан та эпĕ чи малтан ку е вăл ял çыннисен тумĕпе, йăлисемпе, культурипе паллашатăп. Хам çĕленĕрен те пуль ку. Нумаях пулмасть амазонка тумне çĕлерĕм. Тĕрĕпе, тĕрлĕ хатĕрпе пуянлатнă костюм хатĕр. Чăваш тумне çĕлетĕп çеç мар, ăна тĕрĕсемпе илемлететĕп. Тĕрлĕ çĕре тухса çÿреме юрататăп. Мария аппапа пĕрле Ульяновскри наци кил-çуртĕнчи музее мĕн тери кĕпе-тум, ĕç хатĕрĕ патăмăр. Унта вĕсем ĕмĕрлĕх усравлăхра. Маншăн ял хавалĕ, çынсем мĕнпе пурăнни питĕ кăсăклă. Хăш чухне тĕлĕнсе килетĕп вара. Чăвашсен чи паллă тĕррине – кĕскĕ – арçын кĕпин çанни вĕçне те, çурăмĕ çине те, хĕррине те çĕлесе хураççĕ. Тĕлĕнтереççĕ. Кĕскĕ – кăкăра сыхлакан тĕрĕ. Чăваш тĕрри-эрешĕн мăнаçлăхне тепĕр хут Шупашкарта тĕрĕ музейĕнче уçăлнă куравра туйса куртăмăр. Любовь Вазюковăна саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та пынăччĕ. 

– Елена, эсĕ савăт-сапана чăваш сăнĕ кĕртессипе те палăртăн... 

– Алă ĕçĕ вăл маншăн – чун йă-патмăш. Тĕрлĕ куравсемпе уявсенче мĕн илĕртекеннине курсан та çав ÿнер тĕсне хам çинче тутанса, ĕçлесе пăхас килет. Çапла майпа Ульяновскри тăм савăт ăстисемпе паллашрăм. Вĕсем пулăшнипе савăт-сапана, чÿлмексене кăмакара хĕртсе çирĕплетес техникăна алла илтĕм. Ятарласа кайса куртăм. Паян эпĕ ку маçтăрлăха алла илтĕм темелле. Юлташсене парнелеме ваттисен сăмахĕсем, илемлĕ каларăшсем, тăванлăх терминĕсем çырса наци колоричĕллĕ савăтсем хатĕрлетĕп. Чăвашсем пăтта 7 кĕрперен пĕçереççĕ. Пĕрин çине «Кĕрпи пулсан пăтти пиçет» тесе çыртăм. 

– Сăра вĕретсе Раççейĕпе мала тухрăн. 

– Аса илÿпе Аксури 2020 çулхи Уява таврăнма май панăшăн тав тăватăп. Унта йĕркеленĕ сăра вĕретекенсен конкурсне 50 яхăн çын хушшинче эпĕ те, УОЧНКА çумĕнчи хĕрарăмсен комитечĕн ертÿçи, хутшăнма пултарни савăнтарчĕ. Пысăк парнене тивĕçрĕм, наци телевиденийĕ интервью илчĕ. 
Мĕн тери талантлă çынпа курса калаçма май пурри пуринчен те хаклă мул пулчĕ. Техĕмлĕ, пыллă сăрана тутлă тени хавхалантарчĕ. Эпĕ ачаран анне сăра вĕретнине курса ÿснĕ. Анне ăслине кăмакара хатĕрлетчĕ. Урпа авăртса, хăмла ярса вĕрететчĕ. Унăн ăсталăхне аса илме тăрăшатăп. Манăн дачăра паян сортлă хăмла ÿсет, урпине те хамах акатăп. 

 – Çак ĕçсене çирĕп тылсăр пурнăçлама май пулмастех. 

– Юнашар питĕ шанчăклă, ылтăн алăллă арçын. Турă панă упăшка. Мана питĕ нумай пулăшать вăл. Анатолийсĕр ниепле те май çук. Нумаях пулмасть чĕресрен витре, алтăр туса пачĕ, арчана чăваш сĕмĕ кĕртсе илемлетрĕ. Хуть те мĕнле ĕçе те савнă мăшăр пысăк хавхаланупа кÿлĕнет. Çемье йăлисем çирĕппишĕн чĕререн тав тăватăп. Пултăранпа салма яшкине çиме мĕнпур йышлă çемьене пĕр сĕтел хушшине чĕннĕшĕн тав тăватăп ăна. Аслă ывăл çемйипе, кĕçĕнни, 18 çулхи Александр, йăмăксемпе аккасем пурте пухăнатпăр. 

– Сан ачасем чăвашла ăнланаççĕ вĕт? 

– Эпир хамăр чĕлхемĕре упрамасан, хунама май памасан, мула ачасене парса хăвармасан мĕн пулать? Çемье ăшши, йăх-несĕлĕмĕрсен пилĕ малалла аталанма, ĕçлеме, хамăр çинчен калама вăй-хал парать. Пурăнатпăр-ха. Тавах Турра.

– Тавтапуç, Елена, калаçушăн. Юбилейпе чун-чĕререн салам-латпăр, сывлăх, çитĕнÿсем, вăй-хал, юрату сунатпăр. 

Елена АЛЕКСЕЕВА калаçнă.
Ульяновск.
Автор тата çемье 
архивĕнчи сăнÿкерчĕксем. 



Фото

Location for : Listing Title