Николай Максимов – Митта премийĕн çĕнĕ лауреачĕ

08 апреля 2021 07:00

Митта Ваçлейĕн Хунтин (Фончĕн) Канашĕ 2021 çулшăн Митта Ваçлейĕн Парнине (Премине) «Литературăпа искусствăри пултарулăхшăн» тата «Чăваш халăхĕн демократилле аталанăвĕ валли тунă ĕçсемшĕн» номинацисенче (пĕр харăс) – литературăри тата пурнăçри тÿрĕлĕхшĕн, чăваш литературине пĕтерес патне илсе çитернĕ кунсенче чăваш çыравçин чыслăхне ÿкме паманшăн (упраса хăварма пултарнăшăн), – пурнăç тăршшĕпех хаçат-журналта ĕçлесе хуть те хăçан та чăваш халăхĕн аталанăвĕ чăнчăн демократилле çулпа пулса пытăр тесе тăрăшнăшăн, ертÿçĕ пулса ĕçленĕ çулсенче яланах уççăнлăхпа чăнлăха, тĕрлĕшухăшлăха çул парса пынăшăн, – илемлĕ хайлавĕсенче тăван халăхăн хальхи тата авалхи пурнăçне куçа курăнмалла чĕррĕн те чуна витермелле тĕрĕс кăтартма, малашлăха шанăçпа пăхма ĕненÿпе вăй-хăват паракан сăнарсем çуратма (калăплама) пултарнăшăн Николай МАКСИМОВ чăваш çыравçине тата журналиста пама тата ăна Митта Ваçлейĕн сăнĕллĕ кĕмĕл паллăпа (медальпе) чыслама йышăннă.
Николай Николаевич Максимов 1944 çулхи кăрлачăн 6 - мĕшĕнче Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралнă, ачаллах амăшĕсĕр юлнă, çамрăк лăхĕ Йĕпреç районĕнче иртнĕ. 1972 çулта Мордва патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă (вырăс чĕлхипе литератури). Чăваш Республикин Йĕпреç, Куславкка район хаçачĕсенче,«Капкăн» журналта, «Советская Чувашия», «Столица Ч», «АиФ Чувашия» хаçатсенче редакторта ĕçленĕ. Мускав «политтехнологĕсем» вырăнти уйрăмлăхсене шута илмесĕр ĕçленине сивлесе «Справедливая Россия – Чувашия» хаçат редакторĕнчен пăрахса кайнă. Халĕ литература ĕçĕпе çеç пурăнать. Пурăнакан вырăнĕ – Шупашкар районĕнчи Кÿкеç ялĕ. Çемьеллĕ, ачисем пур.
СССР журналисчĕсен (1970) тата СССР çыравçисен (1982) пĕрлĕхĕсенче тăрать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994). Паллăрах кĕнекисем: «Çил-çумăр витĕр» (1982), «Тапă», икĕ том (1986-87), «Пĕррехинче,24-мĕш ĕмĕрте» (1988), «Синкер» (1991), «Место в жизни. Сон шизофреника» (1994) тата ыттисем те.
2021 çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнче Митта Ваçлейĕн çуралнă кунне халалланă тĕл пулусем иртнĕ.
Патăрьелĕнче Митта Ваçлейĕн асăну хăми умне, Аслă Арапуçĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулти бюст-палăкĕ умне, тăван ялĕнчи масарти вил тăпри çине чечексем хунă. Фонд ертÿçи Илле Иванов Митта премийĕн çĕнĕ лауреатне Николай Максимова ĕнентерÿ хучĕ тата Митта паллине (медальне) панă, вăл чăваш литературинче паянхи кун чи тухăçлă ĕçлекен тата тарăн «сухалакан» çыравçă пулнине палăртнă.

Алмуш ИВАНОВ.

Фото

Location for : Listing Title