Окопсем чавни. Хÿтĕлев чиккисем.

11 октября 2021 08:51

2021 çула Чăваш Республикинче Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккин çулталăкĕ тесе палăртнă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче кун пирки нумай материал тухрĕ. Пирĕн тăрăхра Куйбышев хÿтĕлев чикки иртнĕ.

Выписка из архива «Куйбышевский оборонительный рубеж». «К концу октября 1941 года положение нашей страны было чрезвычайно тяжелым. Огромные людские и территориальные потери первых трех месяцев войны, продолжающееся немецкое наступление на Москву, создавали необходимость во что бы то ни стало защитить близкие к Москве промышленные центры. Куйбышевская область к тому времени уже была стратегическим промышленным и сельскохозяйственным центром, и здесь требовалось создать рубеж обороны. Рубеж предполагалось строить на территории ряда районов Куйбышевской области, куда входили нынешняя Самарская , Ульяновская (до 19 января 1943 года входила в состав Куйбышевской области), а также Пензенская области. Цель строительства оборонительного рубежа – создать линию обороны по рекам Волга и Сура, чтобы защитить военно-промышленный комплекс Куйбышевской области и препятствовать прорыву немцев за Волгу».
К северу от нынешней Ульяновской области строили Сурский рубеж обороны. Сурский рубеж обороны или тыловой оборонительный рубеж номер 30, представлял собой комплекс оборонительных сооружений по правобережью рек Суры, Узы, Няньга, Чардым на территории Марийской (45 км), Чувашской (380 км), Мордовской АССР (80 км), Горьковской, Пензенской (360 км) и Саратовской областей, предназначавшийся для задержания немецких войск на подступах к Казани, Куйбышеву и Ульяновску. Общая протяженность рубежа достигала 865 км».

Чăнлă тăрăхĕнче

Чи малтанхи окопсене чавнин тĕп сăлтавĕ – нимĕç çарĕсем 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Мускав хули патне çывхарни. Çак вăхăтра хÿтĕлев чиккине (линия обороны) чавма тытăннă. Ку вăхăт совет çĕршывĕшĕн питĕ йывăр килнĕ. Нимĕçсем вăтам Атăл тăрăхне çитес хăрушлăх пуррине пĕлсе çĕршыв пуçлăхĕсем чикĕ тумалли çинчен хушу кăлараççĕ. Куйбышев сыхлав линийĕ Чăнлă районĕ урлă та иртнĕ: Пухтел, Кивĕ Улхаш, Чăвашкасси, Ярамай (Большая Цильна), Кунтикавпа Каша.
Окоп чавакансем – Аслă вăрçа хутшăннă çынсем евĕрех маншăн. Вĕсем йывăр вăхăтсене чăтса ирттернĕ, вăрçа кĕскетме тăрăшнă çамрăксем. Сивĕ, выçлăх, йывăр вăхăтсем. Тăван çĕршыв вĕсен чĕри çумĕнче пулнă. Йывăр пулнă пулсан та ку вăхăтлăх нуша иккенне ăнланнă: çĕршыв хăрушлăхра пулни хастарсене канăç паман.
Чăн-чăн ĕç тата вăрçă паттăрĕсем тесе калас килет вĕсене. Эпир мансан пире никам та пуçран шăлса эсĕ маттур тесе каламасть. Вут-кăварăн алли вăрăм теççĕ, нимĕçсем çĕршыв çине хĕç-пăшалпа килнĕ – вăхăтра чарман пулсан вĕсен алли çĕршывăн мĕнпур кĕтесне çитнĕ пулĕччĕ. Анчах та совет çыннисем тата салтакĕсем паттăрлăх кăтартса усал ĕçе сирсе пăрахаççĕ те нимĕçсене малалла кайма ирĕк памаççĕ.
Çеçке евĕрлĕ таса чунсем, çап-çамрăк яш-кĕрĕм, вăл вăхăтри окоп чавакансем, халĕ кун кунлакансем, сирĕн пархатарлă ĕçĕр халăх асĕнчен нихăçан та тухса ÿкмĕ. Халĕ эпир те вĕсен «ăшшинче» пурăнатпăр. Аннесемпе аккасем, асаннепе кукамайсем, ун чухнехи пĕчĕк пиччесем (тетесем) – эсир çĕршывăн чăн-чăн тава тивĕçлĕ çыннисем. Вĕсене тивĕçлĕ хакласа пурăнасси – пирĕн малашлăх.
Тылри совет çыннисем Аслă вăрçă вăхăтĕнче пуçне усса ларман, ĕçленĕ – вĕсемшĕн çĕршыв хаклă пулнă.
Аслă вăрçăра пулнисене, ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнисене тата çĕнтерÿпе таврăннă салтаксене – пирĕн никама та манса каймалла мар. Çĕнтерÿ – паттăрлăх. Çĕршыва сыхласа хăварса çĕнĕ ăрăва пурнăç «уççине» парса хăварни – пысăк сумлăх. Çитĕннисем окоп чавма кайнă пулсан вĕсен колхозри, ялти ĕç вырăнĕсене хальхи вăрçă ачисем йышăннă та пурнăçлама тытăннă. Аслă вăрçа çĕнтерÿпе вĕçлес тесен тылра пурăнакансен иртен пуçласа каçчен ĕçлеме тивнĕ. Окопсем чавнă çĕре Чăвашкасси çыннисем те хутшăннă: Елена Юманова (Захарчă Мĕтрин арăмĕ), Таихве Сандркина, Елена Бикмендеева... хутшăннă. Вĕсем Пухтел çывăхĕнче ĕçленĕ.
Чăвашкассипе Улхаш тăрăхĕнче те окопсем чавнă. Ун чухне пирĕн тăрăха Сăр районĕнчи Кузьминка ялĕнчен килнĕ çамрăксем те тăшманран сыхланмалли вырăнсем алтнă.
Хĕлле, сивĕ. Вĕсене выртса тăма хваттере янă, 10-15-шер çын пурăннă. Окопсем Сатуркка çырмипе Чăнлă юхан шывĕ çывăхĕсенче пулнă. Сарлакăшĕ 6 метр, тарăнăшĕ 4 метра çити чавнă. Пысăк çĕр ĕçне туса ирттерме тивнĕ. Унта окоп вырăнĕсем халĕ те лайăх сыхланса юлнă. Вăл ДСР (дорожностроительная работа) çывăхĕнчи пысăк кĕпер çумĕнче. Вырăнĕ халĕ те питĕ паллă, лайăх курăнать. Анчах та чуна шăнтать.
Окоп чавакансен тĕп ĕç хатĕрĕсем: кĕреçе, лум, наçилкке, йывăç авăрлă лум пулнă. Шăннă çĕре касма тата – пуртă, савăлпа кувалда.
Ун чухне çак вăхăтри пек çĕр чавакан тĕрлĕрен техника пулман. Алă вĕççĕнех ĕçлесе тăшманран сыхланмалли тарăн окопсем, ДОТ, ДЗОТ, пулеметсемпе минометсем лартмалли вырăнсем, çĕр пÿртсем алтнă. Çĕре мĕн чухлĕ чавмалла – çав ĕç нормине тултармалла, пурнăçламалла пулнă. Апат-çимĕçне те хальхинпе танлаштараймăн, тăхăнмалли тум-тирĕ те япăх. Вăл вăхăтра тĕрлĕрен чĕнÿ плакачĕсем те пулнă. Вĕсенчен чи янравли, пĕлтерĕшли: «Все для фронта, все для Победы!» Халăха чĕнсе каланă сăмахсене никам та хирĕç пулман. Вăй çитнĕ таран пурнăçа кĕртме тăрăшнă.

Ку тĕслĕх совет çыннисен вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕн пĕр курăмлă пайĕ. Эпир унтан пăрăнса пурăнма пултараймастпăр. Тăван çĕршыв хаклă пулни пуриншĕн те паллă.

Василий СЕЛЕНДЕЕВ,
хисеплĕ таврапĕлÿçĕ.
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.


Фото

Location for : Listing Title