Октябрӗн 5-мӗшӗ - Учитель кунӗ

05 октября 2021 08:57

ХИСЕПЛĔ ВĔРЕНТЕКЕНСЕМ!

Сире професси уявĕпе чун - чĕререн саламлатӑп!

Ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, тăрăшуллă та чăтăмлă вӗрентекенсем мӗн пӗчӗкренех пирӗнпе юнашар. Вӗсем пире пӗлӳ еннелле туртӑнма, ырӑпа усала уйӑрма вӗрентеҫҫӗ, унпа пӗрлех тӗрлӗ енлӗ аталанса ӳсме пулӑшаҫҫӗ.
Ачана ăс парса вĕрентесси, ӗҫе юратма хӑнӑхтарасси, ӑна тӳрӗ кӑмӑллӑ, яваплӑха туякан ҫын туса ӳстересси çĕршывра тӗп вырӑнта тӑрать. Çавăнпа та сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшĕ вышкайсăр пысăк.
Республикӑра çĕнĕ шкулсем хăпартасси, вӗсене тĕпрен юсаса ҫӗнетесси лайӑх шайра пулса пырать. Пирĕн ачасем халĕ хăтлă та техникăпа технологи енчен çÿллĕ шайри вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухаççĕ.
Чăваш Республикин ертÿлĕхĕн тата Чăваш наци конгресĕн тивĕçĕ – шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине çителĕклĕ шайра вĕрентесси, ун валли çĕнĕ мелсем шутласа кăларасси. Шел, çак уроксен шучĕ чаксах пырать. Çакă пире чăннипех пăшăрхантарать.
Ашшĕ-амăшне ача тăван чĕлхене вĕренни пурнăçра пулăшса пынине, хамăрăн чĕлхен пуянлăхĕпе пĕлтерĕшне ăнлантарасси сирĕнтен питĕ нумай килет. Пирĕн ку енĕпе сирĕнпе пĕрле ĕçлемелли пайтах.
Ҫӗршыври педагогика шкулӗн чи лайӑх йӑли-йӗркине тивӗҫлипе сыхласа упракан тата ӑна вӗрентекенсен ҫамрӑк ӑрӑвне парса хӑваракан вĕрентÿ ветеранĕсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.
Ҫак питӗ кирлӗ те пархатарлӑ ӗҫре тӑрӑшакан мӗн пур вĕрентекене ҫирӗп сывлӑх, анлă ҫитӗнусем, телей тата хавхалану сунатăп.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов

Location for : Listing Title