Отставкăри офицерсенчен – çар çыннисене

22 ноября 2022 10:00

Ульяновск ветеранĕсем ятарлă операци пыракан тĕле çитсе ентешсемпе тĕл пулнă.
Мухтавлă ентешсем – Ульяновск хулин Атăл леш енчи районĕн вăрçă, ĕç, йĕрке хуралĕн ветеранĕсен канашĕн пайташĕсем, Афган вăрçин ветеранĕпе Марс Киямович Саяпов подполковникпа Çурçĕр Кавказри хирĕçтăру ветеранĕ, Упи чăвашĕ Владимир Егорович Ярухин подполковник тата Çĕпрел районĕн (ТР) тĕрлĕ хирĕçтăрусене хутшăннă ветерансен канашĕн ертÿçи Виктор Петрович Петуховпа Федор Андреевич Горобцов сăвăç – Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем (çав шутра тулли мар мобилизаципе кайнисем) валли 6 миллион та 135 пин тенкĕлĕх «Тылран – фронта» пулăшăва леçсе килнĕ. Çак кунсенче вĕсем ырă-сывах Ульяновска таврăннă.
Вырăна çитсен ветерансем Ульяновск хулинче вырнаçнă 31-мĕш сывлăшпа десант бригадинче хĕсметре тăракансемпе тĕл пулнă. Десантниксем паян çар тивĕçне ятарлă операци иртекен вырăнта пурнăçлаççĕ. Çар çыннисем хушшинче чăвашсем нумай. Пурте питĕ савăннă çакăн евĕр ăшă тĕлпулушăн.
Ентешсем вĕсенчен вăрçă условийĕсенче еплерех пурăннине, çар заданийĕсене мĕнле хатĕрленнине ыйтса пĕлнĕ. Унсăр пуçне калаçнă май мĕн пăшăрхантарнине те тĕпченĕ.
– Телее, пурин кăмăл-туйăмĕ те çĕкленÿллĕ. Паллах, тунсăх сĕмĕ самаях палăрать вĕсен сăмахĕсенче. Мĕн каламалли, вĕсенчен ытларахăшĕ çур çул та килĕнче пулман пуль. Эпир ентешсене хăюлăхпа паттăрлăхшăн тав турăмăр, посылкăсем патăмăр.
«Ниме» чăваш культура центрне ырă кăмăлпа пынă чăвашсенчен тата Ульяновскри С. Анурьева ячĕллĕ медицина колледжĕн студенчĕсенчен салам каларăмăр, – терĕ Владимир Ярухин.
Паллах, хăвăртрах çĕнтерÿпе таврăнма суннă. Тăван тăрăха килсе çĕнĕрен мирлĕ ыйтусене татса пама, çемьесемпе савăнса пурăнма тытăнасса аса илтернĕ.
– Ыркăмăллăх пулăшăвне Костромари 331-мĕш бригадăпа Ульяновскри 31-мĕш штурмпа десант бригадин десантникĕсене, «Симбирск» батальона, Чăваш Енрен хăйсен ирĕкĕпе кайнисен «Атăл» подразделенине тата ыттисем патне çитсе патăмăр. Ума лартнă тĕллеве, офицер тивĕçне туллин пурнăçларăмăр, – сăмаха малалла тăсрĕ Владимир Его рович. – Пире пур çĕрте те питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ветерансем пурнăçлакан гуманитари миссийĕ хÿтĕлевçĕ-салтаксемшĕн кирлине, пысăк пĕлтерĕшлине пĕлтерчĕç. Чăвашла калаçнине кура Патăрьел, Улатăр районĕсенчен пынисем пырса алă тытрĕç, тăванла ăшшăн калаçрĕç.
Украинăри ятарлă операцире тăракансене эпир япала çеç мар, ырă сĕнÿсем, саламсем кÿтĕмĕр. Шкул ачисем çырусем çырса парса ячĕç. Вĕсенче – чĕререн шаннине, кĕтнине пĕлтерекен йĕркесем. Каялла пушă алăпа мар, вĕренекенсем валли хуравсем (çырусем) илсе килтĕмĕр.
Калаçу малалла пырать. Ывăннине палăртмаççĕ отставкăри çар çыннисем.
«Вун-вун çул каялла манпа хĕсметре пулнисенчен чылайăшĕ халь хăйсем полковниксем, подполковниксем. Паян вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ», – тет Афганистанпа Чечня ветеранĕ, 104-мĕш сывлăшпа десант дивизийĕнче ĕлĕкрех разведка пуçлăхĕнче тăнă Марс Саяпов.
Паян Марс Киямович пенсионер, отставкăри подполковник. Хăçан-тăр вăл пысăк яваплăхпа тăшман ункинчен тухма, пĕр-пĕрне упрама тăрăшма вĕрентнĕ çамрăк çар çыннисем халĕ – подразделени пуçлăхĕсем. Вĕсем нацистла Киев йĕркине хирĕç кĕрешеççĕ, паян та вĕсене аслисен пулăшăвĕ кирлĕ.– Пулăшу кирлĕ пулсан эс кам патне каятăн? Паллах, юлташсем, çывăх çынсем патне. Ман пата туссем шăнкăравларĕç. Тĕпрен илсен, рацисем, эмелсем, ăшă япаласем кÿме ыйтаççĕ, – каласа парать офицер. – Владимир Ярухинпа иксĕмĕр мĕн кирлине пуçтарас ĕçе пуçартăмăр. Пĕлĕшсем, усламçăсем, ырă кăмăллă çынсем пирĕн шухăша пысăк хавхаланупа йышăнчĕç. Тав пурне те. 1-мĕш партие леçсе патăмăр – кăмăллă юлтăмăр. Унтан 2-мĕшне пухма пуçларăмăр.
Хальхинче вĕсем ятарлă техника, тум, маскхалатсем, атă-пушмак, ÿте ăшă тытакан кĕпе-тум, нуски, çар машинине юсамалли инструментсем, резина атă, медикаментсем, апат тата ыттине те туяннă. Мĕнпур тиеве арçынсем хăйсен автомашинипе леçнĕ.
Таварсен çитес пуххине обществăлла ĕçе хастар пурнăçлакансем Çĕнĕ çул тĕлне яма палăртаççĕ. Ятарлă операцири çар çыннисене кирлĕ япаласене Çĕнĕ хулари «Ниме» чăваш культура центрĕнче пуçтараççĕ. Тепринче ыттисем çумне уяв тĕлне хатĕрлекен пылак парнесем хушăнĕç.
Хальхи вăхăтри хÿтĕлевçĕсене кашниех ят кучченеçне парса яма пултарать. Культура центрĕнче ырă кăмăллисене çак адреспа кĕтеççĕ: Ленин Комсомолĕн проспекчĕ, 4-мĕш «а» çурт.
Алена СЕЛИВАНОВА.
Архиври сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title