Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ пултăр!

28 мая 2021 08:47

Чăваш халăх йăли-йĕркине тытса пырса облаçри Мелекесс районĕнче пурăнакан ентешĕмĕрсем кашни çулах Акатуй уявне паллă тăваççĕ. Çĕр ĕçченĕн чи пĕлтерĕшлĕ кунĕ паян туслăх кăшăлне çаврăнать тесен те йăнăш пулмасть, мĕншĕн тесен пур наци çынни те çак илемлĕ те чăннипех халăх уявне пырса савăнать.
Мелекессем кашни çул пĕр вырăнта ирттермеççĕ уява, вăл чăваш ялĕсене çулсерен эстафетăпа куçса пырать. Кăçал Акатуй Эврелĕнче (Лебежей ял тăрăхне кĕрет) иртрĕ пулсан килес çула эстафетăна Тури Мелекесс (Çĕнĕ Майна хула тăрăхне кĕрет) ялне пачĕç.
Мелекесс чăвашĕсем кăçалхи уява икĕ пысăк датăна халалланă – «Савăнăç» ансамбль пухăннăранпа 25 çул тата УОЧНКАн Мелекесс районĕнчи уйрăмне йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине. Акатуя чăвашсен районти нумай пултарулăх коллективĕ килсе çитнĕ – «Савăнăç» (ертÿçи И. Иванюкова), «Телей» (П. Улюкин), Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти учительсен «Çеçпĕл» юрă ушкăнĕ, Димитровградри «Чĕкеç» дуэт, Тольяттири «Шăнчăк» ушкăн (Н. Панфиленко), Левуковсен дуэчĕ.
Сцена çинчен уяв йăлине «Савăнăç» ансамбль артисчĕсем туса ирттерчĕç. Ку çул та нумай тыр-пул туса илме Аслă Турăран пил ыйтрĕç, Çĕр-аннемĕре çăкăрпа, тăварпа, пыллă сăрапа çырлахтарчĕç: «Аслă Турра ака пăттипе, ăшă кăмăлпа, тутлă чĕлхепе асăнатпăр», – терĕç.
Артистсемпе хăнасем уяв картине тăрса юрă юрларĕç. Хăнасем, жюри пайташĕсем районти кашни ял тăрăхĕ лартнă чăваш кил-çуртне пăхса тухрĕç. Вĕсене хуçисем юрă-ташăпа, ырă кăмăлпа, шăрттанпÿремечпе, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Мелекесс район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Сандрюков, УОЧНКА председателĕ, ЧНК вицепрезиденчĕ Олег Мустаев, Димитровград хула администрацийĕн аппарачĕн ертÿçи Александра Терешина, УОЧНКАн Мелекесс районĕпе Димитровградри уйрăмĕн председателĕ Валентина Киргизова, УОЧНКан ĕçтăвкомĕн пайташĕсем, чăваш хастарĕсем Владимир Чигаков, Николай Иванов сцена çинчен ентешсене уявпа саламларĕç. Çĕр ĕçченĕсемпе чăвашлăхри хастарсене Тав çырăвĕсемпе тата Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Юбилей ячĕпе икĕ çынна – Петр Улюкинпа Николай Иванова УОЧНКА председателĕ Олег Николаевич чăваш кĕпи тăхăнтартрĕ.
– Аслă та мăнаçлă чăваш халăхĕ 373 çул каялла çак вырăнта вырăс халăхне çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ.
Милĕк касси ялĕ халĕ пысăк хулана çаврăнчĕ. Паян кун та чăвашсем ытти халăхсемпе туслă, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах халăхăн культурипе йăли-йĕркине тытса пыраççĕ. Пысăк ĕçшĕн пурне те тав, – терĕ О.Н. Мустаев.
Мелекесс тăрăхĕнче иртекен Акатуйсенче ĕçчен те пултаруллă чăваш çыннисене, çемйисене чысласси тата чăваш хĕрарăмĕсен «Салампи» илемлĕх ăмăртăвне ирттересси те йăлана кĕнĕ. Лебежей ял тăрăхĕнчи пилĕк туслă çемьене районти ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Мария Цилигина саламларĕ.
Акатуйра спорт, ача-пăча лапамĕсем ĕçлерĕç. Аслисемпе кĕçĕннисем, хĕрарăмсем кире пукан йăтассипе ăмăртрĕç. Уявра савăннă чăвашсем Акатуя йĕркелекенсене тав туса килĕсене саланчĕç.

Дана СВЕТЛОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.



Фото

Location for : Listing Title