Пĕр-пĕрин ĕçне хак панă

02 апреля 2021 07:04

Ăна Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тата Чăваш Республикинчи «Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕ» обществăлла юхăм 30 çул тултарнине халалланă.
Пухăва тĕрлĕ регионсенчен 100 яхăн çын пырса çитнĕ. Пирĕн облаçран вырăнти чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн хастарĕсем – Василий Селендеев,Николай Казаков, Виктор Аванмарт, Верония тата Станислав Толстовсем, Владимир Ярухин, Николай Кирюшин, Сергей Краснов, Елена Авакян – хутшăннă.
– Мероприятие Наци библиотекин ĕçченĕ Галина Соловьева уçрĕ. Çирĕп те тухăçлă ĕç кунĕ сунса ЧР таврапĕлÿçисен союзĕн председательне Сергей Сорокина сăмах пачĕ, – таврăнсан паллаштарчĕ иртнĕ пуху ĕçĕ-хĕлĕпе Елена Авакян. – Сергей Лазаревич пурне те пуçтарăннă ятпа хĕрÿллĕн саламласа видео-презентацие тимлеме ыйтрĕ. Пуçлăх Чăваш Енри музей комплексĕсемпе туллин паллаштарчĕ, вĕсем еплерех аталанса
ÿссе пыни çинче чарăнса тăчĕ.
Таяпа, Станьял, Кукеç, Сĕнтĕрвăрри тата ытти ял-салари музейсем чăвашсемшĕн сумлă вырăн терĕ. Тата ытти çĕрте те музейсем уçассине пĕлтерчĕ Сергей Сорокин. Унтан докладсем пуçланчĕç. Е.П. Матвеев, Г.Н. Аршин (Шăмăршă районĕ), М.Н. Иванова (Шупашкар), В.С. Еремкин (Пушкăрт Республики) тата ыттисем таврапĕлÿ историне асăнса кашни хăйĕн çуралнă çĕршывĕнче таврана тĕпчес ĕçсене еплерех илсе пынипе паллаштарчĕ, малашне те тĕпчев ĕçĕсене тума палăртрĕ.
Николай Казаков Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн директорĕн Ольга Денисовăн тата регионти искусствăпа культура политикин министерствин саламне илсе кайнă, ЧР таврапĕлÿçисен союзне Ульяновск делегацийĕ ятĕнчен юбилей ячĕпе саламласа ăнăçу суннă. Владимир Ярухин таврапĕлÿçĕ Сергей Сорокина Ульяновскра ĕçлесе пурăнакан çамрăк авторсен кĕнекисене парнеленĕ.
Таврапĕлÿçĕсен пухăвĕнчен пирĕн ентешсем сумлă наградăсемпе таврăннине те палăртса хăварас килет. Николай Казаков Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине халалланă асăну медальне, Станислав Толстовпа Валериан Ромашкин этнокультура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне, ыттисем Тав хутне тивĕçнĕ.
Пуху хыççăн ульяновецсем Кукеçри Петр Пупин мастерскойне кĕрсе курнă.

Елена АЛЕКСЕЕВА.
Виктор Егоров сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title