Пĕрлĕх пулсан уявсем те иртеççĕ

28 июня 2022 09:00

Чăнлă районĕнче нумай çул Акатуй мар, «Бега» ирттереççĕ пулин те Чăвашкассинче авалхи йăлана тытса пыма тăрăшаççĕ.
Çак кунсенче ялта тÿрех виçĕ пысăк уяв йĕркелесе ирттерчĕç: Учук, И.Я. Яковлев кунĕ тата Акатуй. Ирпе ирех чăвашкассисем ĕлĕкхи йăлапа чук тума така пусрĕç. Ялти мăчавăр Анатолий Сайдяшев кĕл туса ваттисенчен пил ыйтрĕ: çут çанталăкран тырă-пулă лайăх çитĕнтĕр, тухăçне пуçтарса илмелле  пултăр, ачи-пăчине, выльăх-чĕрлĕхне ÿстермелле пултăр терĕ. Чук ашĕпе 7 тĕрлĕ кĕрперен пăтă пĕçерчĕç. Çак тивĕçе Валерий Аюгов туллин пурнăçларĕ. Пăтти чăнах та тутлă пулчĕ.
Пăтă пиçнĕ вăхăтра пухăннисене Люция Улендеева, Василий Селендеев Иван Яковлев Патриархăмăр пурнăçĕпе, ялти шкулăн  историйĕпе паллаштарчĕç. Концерт программине Зоя Рейтер ертсе пычĕ, тăван ял çыннисене юрă парни турĕ. Ульяновскран килсе çитнĕ «Илем» ушкăнра та Чăвашкассинчен тухнă юрăçăсем нумай. Вĕсем чăн-чăн уяв туса пачĕç.
Çаплах «Мостовская слобода», «Чĕкеç» юрă ушкăнĕсем, Настя Прокопьева  çамрăк юрăçă, Нина Яковлева куракансен кăмăлĕсене кайрĕç.
Спорт вăййисем те, тĕрлĕ куравсем Акатуя илемлетрĕç. Кире пукан йăтассипе ăмăртакансене Александр Етриванов ертсе пычĕ. Хăй те вăй виçсе пăхрĕ. Пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Татьяна Серебрякова, Елена Уресметова алă ăстисен куравĕсемпе кăсăкланман ялти пĕр çын та юлмарĕ пулĕ.
Уява ятарласа Майна районĕнчен килсе çитнĕ Анатолий Нуждин чăваш халăх йăлийĕркисемпе паллаштарчĕ, чăвашкассисене хăйĕн нумаях пулмасть кун çути курнă «Çулсем тикĕс пулмарĕç» кĕнекине парнелерĕ.
Район канашĕн депутачĕсем – Павел Узиков, Евгений Сяпуков, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пайташĕсем Вячеслав Буяндуков, Юрий Волынщиков ентешсене Акатуй ячĕпе саламларĕç, хастарсене Тав çырăвĕсемпе палăртрĕç.
Вырăнти «Заря» СПК учредителĕ Александр Садюхин та хуçалăхри чи лайăх ĕçлекенсене тимлĕхсĕр хăвармарĕ.
Йĕркелÿçĕсем укçа-тенкĕпе пулăшнă ентешĕсене, уява илем кÿнĕ Çĕнĕ хуларан килнĕ нимеçĕсене чĕререн тав турĕç. Йăласене малашне те çирĕп тытса пырасса, çак ĕçре пĕрлĕхлĕ пуласса шаннине каларĕç. Пĕрлĕх пулсан уявсем те иртеççĕ.

ЕЛЕНА ФЕДОРОВА
Интернетри сăнÿкерчĕксем.



Фото

Location for : Listing Title