Пĕршухăшлăх кирлĕ

26 февраля 2021 09:24

Ульяновск облаçĕн вĕренÿ ата ланăвĕн институчĕн чăваш учителĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Владимир Грузин йĕркелесе ертсе пычĕ. Вăл иртнĕ семинара хутшăннă вĕрентекенсене сертификатсем пачĕ. 
Тĕл пулăва УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев уçрĕ, пурне те пухăннă ятпа саламласа Иван Яковлев Халалне тĕпе хурса ĕçлемеллине тепĕр хут аса илтерчĕ. «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир 
туса пĕтерĕр», – тенĕ чăваш халăхĕн Патриархĕ Иван Яковлевич. Пуçаруллăрах пулмалла, ырă ĕçсене хутшăнма тăрăшмалла. Çамрăк ăру тăван чĕлхене вĕренесси сиртен килет», – терĕ облаçри чăвашсен обществăлла юхăмĕн пуçлăхĕ. 
 «Канашăн» тĕп редакторĕ Елена Мустаева хаçатăн пурнăçĕпе, йывăрлăхĕпе, коллективĕпе паллаштарчĕ, Владимир Грузина çакăн пек мероприяти ирттерме шухăшланăшăн тав турĕ.
– Прессăпа учительсен хушшинче яланах туслă çыхăну пулнă. Халиччен пирĕн енне çаврăнма хăймасăр айккинче тăракансен те ачасене çак хаçата кăтартса, çыру ĕçне явăçтарса яма тăрăшмалла. Çын калаçма пĕлет пулсан вулама та, çырма та пĕлет. Эпир кăларакан чăваш хаçачĕ 32-мĕш çул тухать. Паян унăн тиражĕ 1 500. Ăна алла илсе вулакансен шучĕ 4500-5000 çитет. Тираж ÿстĕр, «Канаш» чăвашсем пурăнакан кашни килех пытăр тесе тăрăшатпăр эпир. 
Паян сиртен те, хисеплĕ вĕрентÿçĕсем, пулăшу ыйтатпăр. Шкулти пухусенче ачăрсен ĕçĕсем хаçат страницисенче пичетленнин усси пирки калаçса пăхăр, кунти паха материалсем уроксенче кирлĕ пулассине ĕнентерĕр. Литература страницисем те илĕртме тивĕç аслисене. Çырăнмаллах тейĕр. Атьăр çине-çине чи çивĕç ыйтусем çуратакан темăсем хускатар. Чăвашла пĕлмен чăвашсене те тăван чĕлхепе вулама вĕрентер. Çак ăсталăха алла илме пурĕ те 800 сăмах кирлĕ. (Эпир вĕсене хамăр хаçатра парăпăр.) «Канаш» чăннипех те интереслĕ, кашни страници пирĕн тĕслĕ. Чăваш тĕнчинче кун пек илемлĕ хаçат урăх çук, – терĕ Елена Николаевна пухăннисене хăйĕн коллективĕпе тата хаçат сайчĕпе паллаштарса. 
Тĕп редактор тăтăшласа редакцие çырса тăракан учительсен тăрăшулăхĕ çинчен каласа пачĕ. «Шкул, ял пурнăçне тимлĕх уйăраканнисем, чи-чи маттуррисем туххăмрах ачасен сочиненийĕсене, сăвви-калавне ярса параççĕ. Вĕрентекенсен хыпарлавĕ пире савăнтарать. Эпир те хăйсен ĕçĕсем çинчен çырса кăтартнă статйисем, сăнÿкерчĕкĕсем облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатне илем кÿччĕр тетпĕр-çке. «Атăл юрри» альманахăн 2021 çулхи номерне (çурла уйăхĕнче кăларма палăртатпăр) юнкорсен материалĕсене кĕртме шухăшлатпăр. Хастартарах пулăр, хайлавăрсене халех ярса пама пуçлăр», – терĕ. 
«Çĕнĕ хунав» страница авторĕ, пай пуçлăхĕ Елена Алексеева пурне те ăнăçу сунса кăçалхи конкурссемпе рубрикăсем, тематикăллă материалсем çинче чарăнса тăчĕ. «Пĕр-пĕрин хушшине хывнă туслăх кĕперĕ урлă çил çунатлă урхамах çÿреме ан пăрахтăр, эпир кашни пĕчĕк хыпарах, пуçаруллă сĕнĕвех хапăл», – терĕ.
Чăваш халăх сăмахлăхĕн ăсти, музыкçă, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Александр Пешне сăмахне пуçласа «Канаш» сăн-сăпачĕ çинче чарăнса тăчĕ. «Самар облаçĕнче иртнĕ уява хампа пĕрле чăваш хаçачĕн номерĕсене илсе кайрăм, ăна – тĕрлĕ тĕспе тухаканскере – манран питĕ хăвăрт илсе пĕтерчĕç», – терĕ хисеплĕ шурсухалăмăр. Унтан хăйĕн калаçăвне малалла тăсса: 
– Ача-пăча пуласлăхĕ, хаклă вĕрентекенсем, сиртен килет, – терĕ. – Сирĕн хавхалануллă, çĕкленÿллĕ кăмăлăртан, пуçарулăхăртан, кăсăклантарса яма тата учитель пулнипе мухтанма пĕлнинчен. Эпĕ «Саспалли юрлать» ятлă кĕнеке, кĕвĕллĕ букварь, хатĕрлесе çитертĕм. Кашни саспалли уйрăм страница йышăнĕ. Юрлама – нотăсем, флешкăпа – юрăсем... çаксем пурте кĕнекене кĕрĕç. 
А. Пешне алфавитри саспаллисене кĕвĕлесе, юрласа кăтартрĕ, учительсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, сĕнĕвĕсене шута илме шантарчĕ,   малашне те «Канашпа» пĕрле облаçри шкулсене тухса çÿреме ĕмĕтсем пуррине систерчĕ.
Владимир Грузин шкулсем валли кĕнекесем туянма планланине, çитес çул тинех (федераллă реестра кĕртсен) пур шкула та кирлĕ литературăпа тивĕçтерме май пулассине пĕлтерчĕ, пурне те пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунĕпе саламларĕ. 
– Чăваш чĕлхипе литературине Ульяновск облаçĕнче пурĕ 62 шкулта илсе пыраççĕ: 15 вĕренÿ учрежденийĕнче (Чăнлă, Çĕнĕ Спасск, Барăш, Кăлаткăпуç районĕсенче – 13, Ульяновск хулинче – 2) – предмет евĕр, кружокпа факультатив майлă – 47. Ку вĕренÿ çулĕнче 1197 ача тăван чĕлхене, литературăна, культурăна ăса хывать. Шел, тĕрлĕ сăлтавсене пула 449 ача пĕлтĕрхи списокран тухса ÿкнĕ. Шкулсенче тăван чăваш чĕлхине предмет, кружок евĕр вĕрентесси ытларах чухне ку е вăл шкул администрацийĕнчен килет. Сĕве леш енчи 100-мĕш лицейра, Ульяновскри 21-мĕш, 47-мĕш шкулсенче те ку ĕçе чĕрт-се ярасса шанатпăр. Ашшĕ-амăшĕ хăй чĕлхине вĕрентесшĕн мар тени нумай чухне суя. Ача мĕн чухлĕ нумайрах чĕлхе пĕлет, çавăн чухлĕ ăслăрах, тавракурăмĕ те пысăкрах пулать. Çамрăк ăрăва тăван чĕлхене вĕрентсен тин пирĕн «Канашăн» та малашлăхĕ пулать, – терĕ Владимир Владимирович.
Хуть те мĕнле тĕл пулу та икĕ еншĕн те усăллă пулмалла. «Канаш” хаçат умĕнче тăракан чи çивĕç ыйту вăл – тиража ÿстересси. Çак ĕçе вĕрентекенсемпе журналистсем тачă çыхăнсе ĕçлесен,пĕрле мероприятисем ирттерсен кăна пурнăçлама пулать.

Александра РОМАНОВА.
А. Никитина сăнÿкерчĕкĕсем.

Фото

Location for : Listing Title