Палăк вырăнне палăртнă

21 июля 2021 10:18

Шăпах 150 çул каялла Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ чĕрĕлнĕ. 1871 çулхи кĕркунне чăваш халăхĕн Патриархĕ И.Я. Яковлев вырăс графикине тĕпе хурса чăваш алфавитне туса пĕтернĕ. Чĕмпĕр-Ульяновск çĕрĕ Раççейри чи пысăк этноссен çырулăхне чĕртсе тăратнă вырăн пулса тăнă.
Çĕнĕ чăваш алфавитне пултарнăранпа 150 çул çитнине палăртса Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ хулара паллă (палăк) лартма палăртрĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх комисси Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторăн проектне суйласа илчĕ.
УОЧНКАн черетлĕ ларăвĕнче çак палăка ăçта лартасси пирки ыйту çĕкленĕччĕ. Ларура ĕçтăвком пайташĕсенчен çурри ăна И.Я. Яковлев скверне вырнаçтармалла, тепри – И.Я. Яковлев музей-çурчĕпе юнашар лартмалла тесе сасăларĕç. Пĕр шухăшлăх пулмарĕ. Паллах, ку ыйтăва татса параканни Ульяновск хула архитектурин комиссийĕ пулчĕ. Вĕсем палăка музей комплексĕн картишне лартмалла тесе йышăнчĕç.
Тепĕр ыйту та канăçсăрлантарчĕ автономи пайташĕсене – мĕнрен лартмалла. Автор проекчĕпе вăл бронзăран пулмалла. Кун пек материал хакĕ 1,5 миллиона яхăн ларать. Йÿнĕрех материалпа усă курса палăк лартасси пирки те сăмах пычĕ УОЧНКА ларăвĕнче. Укçа тупма йывăр. Ку тĕллеве патшалăх укçа памасть. Хамăрăн, чăвашсен, нимелле лартма тивет ăна.
Автономи счечĕ çине мĕн чухлĕ тата камран укçа килни уçă информаци пулмалла. Ку тĕлĕшĕпе ятарлă картта уçмалла терĕç. Палăк валли куçармалли реквизитсене малашне кашни номерте парăпăр.
Реквизиты для перечисления средств: ОО «УОЧНКА», 432048, г. Ульяновск, ул. Льва Толстого, дом 12.
Приволжский филиал ПАО «ПРОМСВЯЗЬБАНК» г. Нижний Новгород;
Кор/счет
30101810700000000803
Р/с 40703810203000002988
БИК 042202803
ИНН 7303021235
КПП 732501001
Отметить: для установки памятника.
Телефон: 8 (8422) 73-75-82.

Фото

Location for : Listing Title