«Ниме» чăваш культура центрĕн председателĕ, «Ульяновск хулин Заволжски районĕн чи аван çыннисем» Хисеп хăмине кĕнĕ хастар, «Сăрнай» халăх юрă ансамблĕн солисчĕ Герман Мадюков нарăсăн 22-мĕшĕнче 60 çул тултарать.
Чăваш Çĕпрелĕнче çуралнă хисеплĕ ентешпе юбилей умĕн курса калаçрăмăр. Кам та пулин тăван ялта пурăнать-и паян тесе ыйтсан «Ниме» ертÿçин сăн-пичĕ çуталчĕ. Кăмăллăн йăл кулса сăмахне малалла тăсрĕ вăл:
– Юратнă анне – Александра Ивановна Мадюкова. Вăл 88 çулта. Хальччен кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнатчĕ-ха. Паян яла тата 2 хĕрĕ таврăнса çурт туянчĕç. Кичем мар ăна вĕсемпе. Аннемĕрĕн 15 мăнук тата 20 кĕçĕн мăнук. Ачисемпе мăнукĕсене тарават кĕтсе илсе ăшшăн ăсатса ярать хаклă çыннăм. Эпир килсен савăнать вăл. Шел, атте, Дмитрий Николаевич 1996 çултах чирлесе вилчĕ.
Герман ачалăхĕпе çамрăклăхĕ телейлĕ иртнĕ. Туслă çемьере 6 ывăлпа 2 хĕр çитĕннĕ. Тăван ялĕнчех 8 çул вĕренмелли шкул. Унта вăл 6-мĕш класс таран вĕреннĕ. Аслă классене Кивĕ Çĕпрелĕнче пĕтернĕ. Район центрĕнчи пĕлÿ учрежденине вĕсене Наташа ятлă йăмăкĕпе иккĕшне ашшĕпе амăшĕ вырнаçтарнă. Герман Мадюков вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хушăра чăвашлипе пĕрле тата тутар чĕлхипе питĕ аван калаçма пуçланă.
– 8 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри совхоз-техникумри ял хуçалăх механизацийĕн факультетне кĕтĕм. Техник-механик специальноçне ахальтен суйламан – ачаран техникăна юратнă. Аттепе, малта пыракан комбайнермеханизаторпа, çăвĕпех унăн пулăшаканĕнче тăрăшнă. Вăл вăхăтра ялти кашни ачах ашшĕ-амăшĕпе юнашар вăй хунă, укçа ĕçлесе илнĕ. Манăн та ачаран аттене савăнтаракан ĕмĕт пурччĕ – тăван колхозра е сельхозтехникăра инженерта вăй хурасси, – аса илĕвĕсемпе яшлăха таврăнать Герман Дмитриевич. – 4 çул хушшинче хам тĕллĕн йышăнусем тума пĕлекен, пур ыйтусенче те тĕшмĕртекен, пурнăçа юратакан çирĕп кăмăллă арçын пулса тăтăм, вĕренĕве ăнăçлăн вĕçлерĕм. Ку çулсем ман кăмăла, тавракурăма туптанă çĕрте чи пĕлтерĕшлисем пулса тăчĕç теме пулать. Чи шанчăклă юлташсем тупăнчĕç. Профессиллĕ ăсталăх конкурсĕсене Чăваш Енри пур районсенчен ачасем хутшăнатчĕç.
Техникум пĕтерсен Герман Мадюков 4 уйăх тăван колхозра вăй хурать. Хăй ĕмĕтленнĕ евĕрех техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕ вăл халь. Хăйĕн CZ-350 мотоциклĕпе мĕнпур бригадăсем, уйхирсем тăрăх çÿрет, ĕçченсем валли председательтен респираторсем, хÿтĕлев костюмĕсем ыйтса илет.
– Ман çине механизаторсем, вăрлăх сапнă çĕрте тăракансем тĕлĕнсе пăхатчĕç. Халиччен апла пулманнипе ĕнтĕ. Анчах та итлетчĕç. Инкек-синкекре хÿтĕленесси тĕп вырăнта пулнине ăнлантарма тăрăшнă эпĕ вĕсене. Техника хăрушсăрлăхĕпе ĕçлекен инженер çумĕнче яланах хулăн тетрадьчĕ. Кашни ир 6 сехетре планерка. Çамрăксен те çывăрса выртма юраман, кăвак çутăллах тăма тивнĕ, – тет вăл.
1982-1984 çулсенче Герман Мадюков хĕсметре (учебкăра – Беларуçре, кайран – Анат Тагилта) пулнă. Яш кĕрхи призывпа стратеги тĕллевлĕ ракета çарĕсене (РВСН) лекнĕ. Хăйĕн командирĕнчен нумай ырă пахалăха илнĕ вăл çав çулсенче. Тÿрĕ кăмăллă, хăюллă, шанчăклă пулма вĕреннĕ. Германа салтакран тÿрех çар юридицийĕ енĕпе аслă çар училищине вĕренме кĕме сĕнеççĕ. Аван службăшăн вăл кĕçĕн тăван çĕршыва отпуска кайса килмелли тивĕçе çĕнсе илет. Çар юрисчĕ пулас ĕмĕтлĕ ывăлне амăшĕпе ашшĕ калаçтарма хăтланаççĕ.
«Вĕсем мана хăйсен çумĕнче тытасшăн пулнă куран, аякка яма тăхтанă, малашне те инженертах ĕçлĕ тенĕ», – тет юратакан аслисен пархатарлă ывăлĕ. Пурнăçĕ тин çеç тытăннă, ĕнер çартан таврăннă каччă вĕçевпе пысăк ĕçсем пирки ĕмĕтленме пуçланă, хăй сисмесĕрех çунатсем хушăннă. Ялта 2 эрне кансан 1984 çулхи раштав уйăхĕнче Ульяновск облаçĕнчи пушар хуралĕнче вăй хума медицина комиссине иртнĕ. Герман Мадюков кунта ĕçлесе малашне аслă пĕлÿ илессипе çурт-йĕр ыйтăвне татса парасси пирки те шутланă.
1985 çулхи кăрлач уйăхĕнче Çĕнĕ хулара пушар сÿнтернĕ. Служба вăхăтĕнче кĕске вăхăтрахпушар сÿнтерекенсен уйрăмĕн командирĕ, патшалăх пушар хуралĕн инспекторĕ таран ÿснĕ. Çав хушăрах пĕтĕм союзри куçăмсăр юридици институтĕнче (ВЮЗИ) аслă пĕлÿ илнĕ. Ăна пĕтерсен хулан Заволжски районĕнчи шалти ĕçсен управленийĕн следстви
уйрăмне куçнă. Кунта та пысăк тавракурăмлă, тавçăруллă чăваш карьера картлашкипе хăвăрт хăпарать. Следователь, аслă следователь, следстви пайĕн пуçлăхĕ, айăплă ĕçсене мĕнле пулнине тĕпчесе пĕлекен управлени пуçлăхĕн çумĕ...
– 2001 çулхи авăн уйăхĕнче эпĕ çул çитнипе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Тĕрĕссипе, 38,5 çулта манăн пурнăç тытăнатчĕ кăна-ха. Мĕншĕн тесен служба иртнĕ вăхăтра эпĕ пушă вăхăт мĕн иккенне пĕлмен, пĕр кану кунĕ те, уяв та, чирлеме те ирĕк пулман. Кун пирки эпĕ кăна мар, çакна манăн ĕçтешсем те çирĕплетсех калаççĕ. Юлашки 22 çул – адвокат. Г.Д. Мадюков адвокат пÿлĕмĕ яланах уçă. Ыйтупа пыракансемшĕн те, инкеке çакланнисемшĕн те. Кунта веçех хăй еккипе пырать: эпĕ çынсен прависене тата саккунлă интересĕсене хÿтĕлетĕп. Килекен кам пулсан та адвокат этикине пăхăнатăп, мĕнпурне вăрттăнлăхра тытатăп. Паян та саккунлăха сыхлакан органсенче вăй хунă чухнехи пекех сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп, спорт мероприятийĕсене хутшăнатăп, – тет Герман Дмитриевич.
1989 çултанпа Г. Мадюков киокусинкай-каратэпе туслă. Регионти киокушинкай тата киокусинкай федерацийĕсене йĕркеленĕ тата регистрациленĕ çĕре хутшăннă.
Паян çак тĕлĕнмелле ульяновеца пĕлмен çын чăваш тĕнчинче çук та пулĕ. «Ниме» центр ертÿçи Герман Мадюков юрист мĕнпур облаçри нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес çĕрте ырмиканми тăрăшать.
– Чăвашсем – Чĕмпĕр тăрăхĕн тĕп халăхĕ. Пирĕн мăн-мăн асаттесем, кукаçисем çак историллĕ вырăнсем упранччăр, аталанччăр тесе сахал мар тăрăшнă. Ульяновск чăваш халăхĕшĕн уйрăмах паллă хула. Кунта Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев ĕçлесе пурăннă, пуçласа чăваш наци шкулне уçнă, чăваш алфавитне никĕсленĕ, букварь, чăвашла пĕрремĕш учебниксем кăларнă. Эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чăваш юхăмне чĕртсе тăратма мехел çитернĕ ентешĕмсене чĕререн тав тăватăп. Иван Яковлев ячĕллĕ чăваш обществи ĕçлеме тытăннă, «Еткер» телекăларăмпа «Канаш» хаçат хăйсем çинчен сасă панă. Каярах автономи йĕркеленнĕ... Хăйĕн укçипе 3,5 пин тиражпа «Спортивная Чувашия» хаçат кăларакан Дмитрий Кузьмин предпринимательпе паллашнă хыççăн эпĕ УОЧНКА çумĕнчи чăваш усламçисен «Эртел» пĕрлĕхне кĕтĕм. Унтан мана «Канаш» хаçатра «Адвокат кĕтесне» йĕркелесе ертсе пыма сĕнчĕç. Эпĕ килĕшрĕм. Унта эпĕ вулакансене кăсăклантаракан право ыйтăвĕсене хуравсем параттăм. Пурăна киле мана хам чăвашсемшĕн сахалрах ĕç тунăн туйăнма пуçларĕ. Тĕрĕссипе, «Ниме» чăваш культура центрне уçас кăмăл тахçанах çирĕпленнĕччĕ. 2017 çулхи кĕркунне Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта аслă пуху пулчĕ. 2018 çулхи пуш уйăхĕнче çĕнĕ обществăлла тытăм регистраци иртрĕ. Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ темелле. Паян «Ниме» ыркăмăллăх ĕçĕпе пурăнать. Унăн пайташĕсем кар тăрса Донбасс çыннисем, Украинăри ятарлă операцие мобилизаципе тата хăйсен ирĕкĕпе кайнисем, пысăк тĕллевсем пурнăçлакан салтаксемпе офицерсем валли гуманитари пулăшăвне йĕркелес пуçарăва хастар хутшăнать. Пирĕн ĕмĕт – хамăр тытăма çамрăк ăрăва илĕртесси, ачасемпе аслăрах шкул ачисен ансамблĕсене йĕркелесси, шашкă-шахмат турнирĕсене ытларах ирттересси, ăстасен шкулне уçасси тата ытти те. «Ниме» центр алăкĕ яланах уçă. Кунти пуян литературăпа, чăваш культурипе, хастарсемпе паллашма килес текенсене эпир яланах хапăл. Палăртса хунă ĕçсем умра нумай. Пĕрле ĕçлесчĕ, – тет унăн председателĕ Герман Дмитриевич.
Алена АЛЕКСЕЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.