Паллă ентешĕсене асăнса

02 марта 2023 09:00

Çĕнĕ Улхашра питĕ пысăк спорт уявĕ иртрĕ.
Ăна Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентешне, Хăюлăх орденĕн кавалерне Сергей Петрова тата ялти вăтам шкул директорĕнче вăй хунă хисеплĕ çынна Геннадий Клемендеева халалланă. «Йĕлтĕр йĕрне» Ульяновск область çыннисем кăна мар, кÿршĕллĕ регионсенчен те спортсменсем нумай хутшăнчĕç.
Раççей ялавне çĕклемелли чыса 31-мĕш штурмпа десант бригадин арĕ, ятарлă çар операцийĕнче пулнă Сергей Серебряков, Сергей Утриванов пограничник тата «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2023» кросăн район тапхăрĕн çĕнтерÿçи Дарья Сандркина тивĕçрĕç. Украинăра нацистсене хирĕç çапăçнă Иван Долговпа Алексей Саврандеев десантниксем тата йĕлтĕр ăмăртăвĕн призерĕсем Анатолий Ключниковпа Александр Кузьмин вĕренекенсем пĕлÿ çурчĕ çумне вырнаçтарнă Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем кайса хучĕç. Владимир Митрофанова тата Сергей Петрова Афганистанран тата Украинăри ятарлă операцирен сывă таврăнма пÿрмен, анчах та вĕсен çутă сăнарĕсем халăх асĕнчен тухас çук.
Ăмăртăва уçнă çĕрте чи малтан хуçисене сăмах пачĕç. Чăнлă районĕн пуçлăхĕн Геннадий Муляновăн хĕрÿллĕ саламне администраци специалисчĕ Анна Краснова илсе çитерчĕ.
Пурне те ăнăçу сунчĕ вăл, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене арçынсен уявĕпе саламларĕ. Çĕнĕ Улхаш шкул директорĕ Надежда Утриванова паянхи çăмăл мар лару-тăрура иртекен спорт уявĕ ĕçлеме хавхалантарнине пытармарĕ. Раççей хăвачĕ, çыннисен кăмăл çирĕплĕхĕ пирки каларĕ. Надежда Михайловна çак мероприятие йĕркеленĕ çĕрте ырми-канми тăрăшнă физкультура учительне, хĕсметре чикĕ хуралĕнче пулнă Владимир Серебрякова тата регионти ветеран пограничниксен çарĕсен пĕрлешĕвĕн председательне Алексей Кушманцева, «Пограничная застава 73» пĕрлĕх пайташне, Çĕнĕ Улхашра çуралнă Сергей Имулова тав турĕ. Чи пултаруллисем директор аллинчен Тав хучĕсем илме тивĕçлĕ пулчĕç..
Çарти тусне Сергей Петрова аса илсе калаçма Çĕпрел районĕнчен (ТР) сумлă хăна килнĕччĕ. Паян кĕçĕн тăван çĕршывĕнче çарти суранĕсенчен сипленекен Николай Мадюков хăюллă салтакăн ашшĕпе амăшĕ, аккăшĕ, мăшăрĕ умĕнче пуç тайрĕ, ачаран çарпа патриотла ăс парса ÿстернĕшĕн тав турĕ.
Ял тата шкул историне çырнă Геннадий Петровичăн хĕрĕ Лариса Клемендеева ашшĕне аса илчĕ, тăван ялне килме юратнине пĕлтерчĕ, ентешĕсене хаклă çыннине асра тытнăшăн тав турĕ. Куççульне ал тутрипе шăлчĕ вăл. Сергей Петров геройăн аккăшĕ Надежда шăллĕ вилнине паян та ĕненме пултарайманнине каларĕ. «Арăмĕпе ачисене, аннепе аттене еплерех юрататчĕ вăл. Килĕшÿпе пурнăçлакан хĕсмет вăхăчĕ тухсан яла таврăнса учителе вырнаçасшăнччĕ. УлППУна куçăмсăр майпа физкультура факультетне вĕренме кĕнĕччĕ», – терĕ çамрăк хĕрарăм.
Йĕлтĕр çине çак кун садикпа шкул ачисем кăна мар, аслисем те нумайăн тăчĕç. Чи вăйлисем мала тухса кубоксем-медальсем çĕнсе илчĕç, пултаруллисем призлă вырăнсене тивĕçрĕç. Пĕр сăмахпа, пĕри те парнесĕр каймарĕ. Хĕвеллĕ, юрлă хĕл кунне вара ытарма та çукчĕ.


Елена СЕЛИВАНОВА.
Чăнлă районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title