Парне – вулакансенчен чи аслине

10 августа 2021 11:39

«Канаш» хаçатăн лотерея вылявĕнче чи пысăк парне – мультиварка – Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан Акулина Стрельцовăна тухнă.
98 çулхи Акулина Сергеевна чăваш кăларăмне 30 çул ытла çырăнса илет. Куçлăхсăрах вулать. Хаçат страницисенче пуринчен ытла ырă ята тивĕçнĕ çынсемпе паллашма, вĕсем çинчен çырнă тĕрленчĕксене вулама кăмăллать иккен илемлĕ чăваш хĕрарăмĕ.
Акулина Стрельцова (Спиридонова) – тыл ĕçченĕ. Туслă кил-йышра амăшĕн пулăшаканĕ, ачасенчен чи асли пулнă. Аслă вăрçă вăхăтĕнче тракторпа ĕçленĕ. Ентешĕсем, çĕнтерÿçĕ-салтаксем, фронтран таврăнсан тата 30 çула яхăн хурçă ут çÿретнĕ.
– Хăйĕн ачисем пулманнине хуняман аслă аккăшне эпир мăшăрпа Маринăпа пăхса тăратпăр. Кашни кану кунĕнчех Кашана васкатпăр, – терĕ кĕрÿшĕ Юрий Федоров (парнине илме те редакцине вăлах кĕчĕ – Автортан.) – Ялта ăна хисеплесе Кулине аппа тесе чĕнеççĕ. Вăл пирĕнпе çемçе пĕремĕкпе чей ĕçме, çамрăклăхне асилме юратать. «Çап-çамрăкскерсем трактор тапрататтăмăр та уя васкаттăмăр. Хамăр солярка ăшĕнчеччĕ. Çут çанталăк витĕмне туйса тăни, Тăван çĕршыва юратни пире-вăй-хал парса тăнă», – çапла калама юратать хаклă сумлă çыннăмăр. Йăмăкĕ, Кашарах пурăнакан Анна Сергеевна Грушина, тĕлĕнет вара аккăшĕн тавракурăмĕнчен. «Канаша» вуласа тĕнчери чăвашсен хыпарĕсене пĕлсе тăрать, паллă ентешĕсене сăнÿкерчĕкĕнчен паллать», – тет вăл.
Эпир те Акулина Сергеевнăна çирĕп сывлăх сунса пирĕнпе пĕрле пулнишĕн таймапуç тетпĕр.

Александра РОМАНОВА.
Юрий Федоров сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title