Парнесене илме килĕр

01 марта 2021 13:07

Тÿресем тата лотерейăна ăнăçлă йĕркелеме пулăшакансем те вăхăтра килсе çитрĕç: Петр Яковлев, Александр Ишкереев, Федор Герасимов, Вера Игнатьева, Мария Журавлева, Лидия Вражкина, Иван Юманов.
«Ульяновская правда» издательство çурчĕ тивĕçтернĕ парнесене «Канашăн» çак тусĕсем выляса илчĕç:
1. Чейник – Роза Николаевна Сайдяшева (Ульяновск хули);
2. Утиял – Елена Николаевна Лянкина (Аслă Нагаткин);
3. Стена çине çакмалли сехет – К.А. Николаева (Чăнлă районĕ, Типĕ Пăкăрлă);
4. Чей ĕçмелли савăт-сапа пуххи – Ирина Алексеевна Тарасова (Çĕнĕ хула);
5. Фонарь – Петр Филиппович Яковлев (Ульяновск хули).
Çаплах редакци хăй шучĕпе кĕнеке-журналсем выляттарчĕ.
Анатолий Нуждинăн «Дыхание войны» кĕнеки – О. Ефремкинăна (Ульяновск хули, Ботаническая урамĕ); «Пурнăç тÿпинчен» кĕнеки – Галина Анатольевна Ярускинăна (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен) тухрĕç.
«Атăл юрри» альманахăн икĕ номерĕ çак вулаканăмăрсем патне çитĕ: Р.В. Абдулкина (Чердаклă районĕ, Уçăркка), Л. И. Романова (Ульяновск районĕ, Тимирязевский поселокĕ), О. Ю. Палюшин (Ульяновск хули, Ленинский поселокĕ).
Елена Алексеева-Аксупин «Пехил» кĕнекине вара Ф.Н. Герасимов (Криуши) выляса илчĕ.
Лотерейăпа парнесем выляса илнисене пурне те ĕç кунĕсенче тата ĕç вăхăтĕнче редакцире кĕтетпĕр. Пĕрле паспорт пулмалла.

Дана СВЕТЛОВА.
А.Никитина сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title