Пушăн 11-мĕшĕнче облаçра паянччен пурăнакан пĕртен-пĕр хĕрарăм, Сталинград тата Курск çапăçăвĕсене хутшăннă Анастасия Навознова хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвĕ.
«Канаш» хаçат редакцийĕ Аслă вăрçă ветеранĕ патĕнче хăнара пулса куçа-куçăн калаçса ларнине питĕ пысăк чыс тесе шутлать. Анастасия Федоровна Тереньга районĕнчи Хветĕрьелĕнчен. 2010 çултанпа вăл хĕллесерен икĕ хĕрĕпе Ульяновскра пурăнать. Пирĕн героиньăн пилĕк мăнук, 6 кĕçĕн мăнук, ĕнтĕ 1 кĕçĕн мăнукĕн ачи пур.
Çамрăк Настьăна 19 çулта фронта илсе кайнă. Хветĕрьелĕнчен тата икĕ пике патне вăрçа кайма повестка килнĕ. Анастасия Навознова (хĕр чухнехи Табакаева) 2-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче, 307-мĕш медицинăпа санитари батальонĕнче, стрелоксен 299-мĕш дивизийĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Историе кĕрсе юлнă Сталинград тата Курск çапăçăвĕсене хутшăннă. Румынипе Бессарабие, Болгарие, Югославипе Венгрие ирĕке кăларнă. Вăрçă сукмакĕ çинче темле йывăрлăха та парăнтарма тивнĕ хăюллă чăваш пикине.
Анчах та вăл пуçне усман. 1945 çулхи çурла (август) уйăхĕнче Австрирен тăван ялне, амăш килне таврăнма çула тухнă. Аслă вăрçă хыççăн нумай вăй хунă: малтан колхозра, унтан – çулсене юсаса çĕнетекен строительсен управленийĕнче.
1949 çулта Александр Навозновпа çемье çавăрнă, виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ.
Йăваш анне вăл, çепĕç мăшăр, çав вăхăтрах питĕ çирĕп кăмăллă çын. Кÿршĕ-аршăпа яланах пĕр чĕлхе тупнă, инкекре пулăшма васканă. Кил хушшинче тума пĕлмен ĕçĕ çук унăн. Хĕлле çăм арланă, нуски, мамăк шарфсем, кофтăсем çыхнă. Çăвĕпех садра, пахчара тăрăшнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ.
Нарăсăн 2-мĕшĕ – пирĕн чаплă çĕршыв историйĕнчи уйрăмах сумлă дата. 2023 çулхи черетлĕ Çар паттăрлăхĕн кунĕнче Сталинград çапăçăвĕнче совет çарĕсем нимĕç фашисчĕсене аркатса, çĕмĕрсе тăкнăранпа 80 çул çитнине паллă турăмăр. Юнлă хĕрÿ çапăçу Аслă вăрçăн малашнехи шăпине татса панă çĕрте пысăк вырăн йышăннă. Çак çĕнтерÿре пирĕн ентешĕмĕрĕн Анастасия Навозновăн тÿпи те паллах пур. Çак кун ун патне хăнана Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Алексей Русских, ытти тÿресем, МИХ ĕçченĕсем, обществăлла юхăмсен хастарĕсем пынă. Саламсене кăмăллăн йышăннă ветеран. Эпир те пуçăмăра çĕре çитиччен таятпăр Сирĕн умăрта, Анастасия Федоровна. «Тавтапуç паттăрлăхшăн, çĕнтерÿшĕн!» – тетпĕр.
– Çĕр çинчи чи хаклă, çывăх çын паттăрлăхне асра тытса аннепе, кукамайпа, асаннепе чунтан мухтанатпăр. Пирĕн ялтан кайнă 3 хĕртен пĕрне тăван тăрăха таврăнма пÿрмен, унăн пурнăçне тăшман пули татнă. Тĕлĕнмелле, анне хăйĕнпе пĕр ятлă, пĕр хушаматлă тантăшне пĕррехинче тăван тăрăхран çĕр-çĕр çухрăмра çапăçу хыççăн тĕл пулнă. Савăннипе йĕнĕ те вĕсем, ыталаннă, калаçнă. Кĕске тĕлпулу хыççăн тепĕртакран анне Анастасия паттăрсен вилĕмĕпе вилнине илтнĕ. Тепри анне пекех Аслă Çĕнтерÿпе таврăннă, Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. Аннеçĕм мирлĕ пурнăçра кăшт вăхăт тупăнсанах Димитроврада хăнана кайма юрататчĕ.
Унта фронтра пĕрле пулнă Мария Сименова пурăнатчĕ. Çулĕпе аннерен аслăрах хĕрарăм тути çинче амăш сĕчĕ те типмен çап-çамрăк пикесен управçи пулнă тетчĕ, – сăмах илет хĕрĕ Валентина Александровна.
Анастасия çемьере 5 ачаран асли пулнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна фронта кайма повестка килнĕ. Унччен Кивĕ çĕнĕ çулта ашшĕ, Федор Матвеевич, ăнсăртран чирлесе вилнĕ. Çулла аслă ачине вăрçа илсе кайсан Настьăн амăшĕ, Александра Григорьевна, аллинчи 4 ачипе тăрса юлать. Хĕрĕ сывă таврăнасса чун-чĕрипе ĕненет хастар хĕрарăм. Кĕтсе илетех. Кайран Хветĕрьелĕнче мăнукĕсене пăхма пулăшать.
95 çул тултаричченех пĕрмай «Канаш» хаçат çырăнса илнĕ Анастасия Федоровна чăвашла кăларăм номерĕсене курсан питĕ савăнчĕ. Вĕсене тахçанччен аллипе çавăркаласа тытса ларчĕ вăл. Редакцире вăй хуракансене питĕ хыттăн ыталаса пил пачĕ. Эпир вара чунĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕ, паттăр чăваш хĕрарăмне 100 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, канăçлăх сунатпăр.
Елена СЕЛИВАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.