Петĕр Хусанкай çуралнăранпа – 115 çул

25 января 2022 10:40

Петĕр Хусанкай çуралнăранпа – 115 çул
Петр Петрович Хусанкай 1907 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче хальхи Тутарстанри Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче (Сиктĕрме-Хусанкай) çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан петĕр Хусанти чăваш педтехникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта унăн «Ирĕк тимĕрçĕ» сăвви пичетленсе тухнă. 1925 çулта Хусанкай Шупашкара пурăнма куçнă. Малтан тĕрлĕ учрежденисенче, каярах «Сунтал» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ. Унтан вăл Совет çĕршывĕн кăнтăрти республикисем тăрăх курса çÿреме тухса кайнă: Туркмение, Узбекистана, Азербайджана, Грузие.
63 çулта Хусанкайăн чĕри тапма чарăннă (1970).
1927 çулта П. Хусанкай Хусанти Тухăç халăхĕсен педагогика институтне вĕренме кĕнĕ.
1928 çулта Шупашкарта çамрăк поэтăн «Уяртсан» ятлă пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă.
1937 çулта Петĕр Хусанкая халăх тăшманĕ вырăнне хурса арестлеççĕ. 18 уйăх асаплантарнă хыççăн ăна, ним айăпсăрскере, суд тÿрре кăларать, ырă ятне тавăрать.
1942-1944 çулсенче поэт Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. 1944 çулта Польшăна тăшмансенчен хăтарассишĕн пынă хаяр çапăçура аманнă. Госпитальсенче чылай хушă сипленнĕ хыççăн,1945 çулта вăл килне таврăннă. Петр Петровича «Чăваш АССРĕн халăх поэчĕ» хисеплĕ ят панă (1950), нумай орденпа тата медальпе чысланă.
Тĕрлĕ çулсенче вăл РСФСР тата Чăваш АССРĕн халăх депутачĕ пулнă, пĕр хушă Чăваш çыравçисен пĕрлĕхне ертсе пынă. П. Хусанкай – Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн малтанхи лауреачĕсенчен пĕри.
Петр Петрович 1970 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче вилнĕ.
Петĕр Хусанкай – чăваш халăхĕн аслă поэчĕ тата çутта кăлараканĕ. Унăн вилĕмсĕр «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»
сăвви – чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн кĕрешекенсен хăватлă манифесчĕ.

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,
Тĕрлĕ йывăç пур унта.
Ярăнса кăна ÿсмелĕх
Вырăн çитĕ вăрманта.
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар,
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тÿсĕмлĕ сăмах
Упранса вăл çитсе кĕрĕ
Коммунизм таранах.
Чун çакна шанми пулсан –
Маншăн шăтăк та ан алтăр.
Шанчăк сÿнмĕ нихăçан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
«Мĕн чăваш чĕлхи!» – илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун,
Куçăнах унран кулатпăр:
Ÿк те çурăл, хып та çун –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Çак кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ паянтан;
Хăйшĕн хăй – парне те палăк,
Пуринпе те вăл пĕр тан.
Пĕтĕм пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса тупа тăватпăр:
Шăрăх, сивĕ е йĕпе –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Лăпкă чух та, вăрçăра та –
Хут çине те чул çине
Çыртăм, халĕ те çыратăп
Халăха ĕненнине.
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă, ирĕк кăмăлтан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Пăхатăп ĕмĕрсен
тĕпне...
Пăхатăп ĕм
ĕрсен тĕпне:
Чул хушшинче çунать кăвайтă;
Пĕр кайăкăн шултра тĕкне
Ачин çÿçне тиресшĕн ватă;
Пĕлместĕп эп ун чĕлхине,
«Вăш-ваш!» тенине çеç
тăнлатăп.
«Çав кайăк тĕкĕ пек вăш-ваш,
Çуначĕ пек вăш-ваш
вĕçмешкĕн
Эс хуш тĕреклĕ, çăмăл аш!» –
Тесе ватти йăхне пиллесшĕн.
Ман шухăшпа çав çын – чăваш,
Эп çавăнтан тымар илесшĕн.
Кĕреп истори тĕпелне,
Ун çÿпçине ÿпĕнтеретĕп:
Чăвашăн ылтăн-кĕмĕлне
Курас тесе ĕмĕтленетĕп.
Пăрахнăччĕ эп тĕлĕнме,
Халь тепĕр хут ак тĕлĕнетĕп.
Мĕн чухлĕ несĕл, йăх, ăру –
Весь, меря, чудь –
пуртан çукланнă!
Картман картне, çырман çыру,
Çĕртен пĕр йĕрсĕрех çухалнă...
Чĕлхемĕрте пур пултару,
Эпир пулмах, пулмах çуралнă!

Фото

Location for : Listing Title