Писательсен енне – питпе

25 марта 2021 09:07

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти «Социаллă тĕрĕслĕх – çынсен куçĕпе» пухăвĕнче Сергей Морозов губернатор облаçри литераторсене хавхалантаракан пуçарусен ярăмĕ пирки каласа кăтартнă.
Кĕнеке çулталăкĕнче çĕнĕлĕхсем пулассине палăртнă регион пуçлăхĕ. Чи малтан вырăнти Писательсен пĕрлĕхĕ федераллă шайра «Пĕтĕм Раççейри профессисен классификаторне» «писатель» профессине кĕртме сĕнсе çыру янине ырласа калаçнă. Ку ыйтупах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăва тата РФ ĕç министерствине сĕнÿпе тухма шантарнă. Çĕртмен 25-мĕшĕнче регионта çĕнĕ уяв вăя кĕрессине пĕлтернĕ губернатор. 70 çул каялла шăп çак кун Ульяновск облаçĕнчи Писательсен пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Виççĕмĕшĕ, çамрăк авторсене кĕнекисене пичетлеме пулăшма тытăнасси. Хакăн 10 процентне патшалăх тÿлĕ. Ÿнерпе культура политикин министерствине литература йăли-йĕркине сыхласа хăварас, илемлĕ çырма вĕрентекен шкулсене аталантарас тĕллевпе «Пултарулăх пĕрлĕхĕсем çинчен» саккуна ĕçлесе çитерме ыйтнă.
Регионта çамрăк литераторсен канашĕ пур. Кĕнеке çулталăкĕнче унăн пайташĕсем регионти культурăпа çыхăннă чылай мероприятие пăхса тухасшăн. Вĕсенчен пĕри – пĕтĕм Раççейри «Чĕмпĕр кĕнеки» ярмăрккă-курава хутшăнасси. Ĕмĕтре – «Халăх вулавăшĕн» юхăм ĕçне малалла аталантарса «Литература каçне» тепре ирттересси, «Литература филармонийĕ» проекта çĕнĕрен чĕртсе тăратасси. Çамрăк художниксемпе çыхăнса «Пĕрремĕш сывлăм» конкурса хутшăннă авторсен кĕнекисене илемлетме сĕнес шухăш та пур вĕсен. Ăмăртăвăн «ГРАН-ПРИ»не тивĕçнĕ Екатерина Богданова облаçра Татьяна Эйхман ячĕпе çĕнĕ фестиваль йĕркелеме сĕнет.

Фото

Location for : Listing Title