Пурнăçа мухтаса чыслать

20 августа 2021 09:32

«Тĕнчере этем нумай, Çын сахал», – тенĕ. Çакăн евĕр Çынсен шутне эпĕ çивĕч калем ăстине Валентина Таравата кĕртетĕп. Кун пек çынсем ахаль çуралмаççĕ. Вĕсене çĕр çине Аслă Пÿлĕхçĕ ярать. Валентина Николаевнăна эпĕ Турă çынни пек куратăп. Унăн ÿркенменлĕхĕпе ĕçченлĕхĕнчен, илемлĕ сăн-пичĕпе, çепĕç, çав вăхăтрах хурçă пек çирĕп чун-хавалĕнчен тĕлĕнетĕп. Вăл ниме, никама пăхмасăр малтан мала утать, кĕнекесем кăларать, вулакана поэзипе проза тĕнчине илĕртсе кĕрсе нихçан манăçăнми ăш-пиллĕ тĕлпулусем йĕркелет.

РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, «Канаш» хаçатăн чи шанчăклă вулаканĕсенчен пĕри, Ульяновск облаçĕн тата Раççей Писателĕсен, ЧР Профессилле писательсен союзĕсен пайташĕ, юратнă мăшăр тата анне Валентина Игнатьева-Тарават 75 çул тултарчĕ. Пирĕн тăрăх мухтавĕ Кĕçĕн Упи ялĕнче (ТР, Çĕпрел районĕ) Музыкантов хушаматлă, юрă-кĕвĕ тĕлĕшĕнчен çав тери маçтăр çынсен çемйинче çуралнă. Çут тĕнчене те вăл уявра – Панулми Сăпасĕнче килнĕ.  
Шăпине чăваш хĕрарăмĕ Ульяновск облаçĕпе, медицинăпа тата педагогикăпа çыхăнтарнă, çивĕч ăс-тăнĕпе, пысăк тавракурăмĕпе, пур енлĕ пултарулăхĕпе чапа тухнă. Аслă Нагаткинăри профессипе техника училищин ФАПĕн заведующийĕн, патшалăх технологи техникумĕн хушма вĕренÿ педагогĕн тĕп туртăмĕ – çырасси пулса тăнă. 
Валентина Николаевна Ульяновск обла-çĕнче чăвашлăха аталантарнă çĕрте сулмаклă йĕр хăварнă  çынсенчен пĕри. Нумай вăхăт хушши УОЧНКАн Чăнлă районĕнчи уйрăмне ертсе пынă. Ульяновск облаçĕнчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ «Еткер» чăваш фончĕн лауреачĕ.  Пуçарулăхĕпе хастарлăхне кура унăн ятне «Раççейĕн чи аван çыннисем», «Чуваши Татарстана», «Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» сумлă кăларăмсене тата ытти тĕрлĕ энциклопедине кĕртнĕ. 
Ентешĕмĕр – 30 кĕнеке авторĕ.  Чăвашла тата вырăсла çырать, ăста куçарать. Валентина Николаевна хайлавĕсене тĕрлĕ классем валли хатĕрленĕ «Хальхи чăваш литератури» хрестоматие, вĕрентÿ пособийĕсене кĕртнĕ. Паянхи шкул ачисем ытти чăваш писателĕсемпе, классиксен хайлавĕсемпе пĕрле Чăнлă çĕрĕпе уйĕ-вăрманĕнчен вăй илсе ырми-канми ĕçлекен Валентина Тарават сăвви-калавĕсен витĕмĕпе çитĕнеççĕ. 
Унăн куçарăвĕсем (7 сăвви) Мускавра «Литература народов России» ярăмра кун çути курнă, «Антология детской литературы» кĕнекене кĕнĕ. Калавĕсемпе сăввисем Шупашкарта тухнă чăваш прозипе поэзийĕн антологийĕсене пуянлатаççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче (ытларахăшĕ шăп кунта пичетленет те) темиçе çул каялла тухнă «Я славлю жизнь...» кĕнекере çыравçă хăйĕн тĕрлĕ интереслĕ пулăмĕсемпе, паллашусемпе тата çитĕнÿсемпе пуян пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвне тунăн туйăнчĕ. Вĕçĕнче автор виçĕ пăнчă лартнă. Пултарулăх çул-йĕрĕнче веçех малаллине пĕлтерет ку паллă. 
Чăваш тата вырăс литературине тÿпе хывнисĕр пуçне хĕрарăм-çыравçă, композитор хăйĕн мĕнпур пурнăçне чăваш этеп-лĕхĕпе культурине аталантарассине тата çынсене юрă-ташă ăсталăхне вĕрентессине халалланă. 25 çул 3 халăх хорĕн солистки пулнă, 20 çул – «Русская песня», «Ĕмĕт» тата «Шăпчăк» ансамбльсене ертсе пынă, «Хĕвел» юрă ушкăнĕпе вăй хунă. Паян чăваш халăх юрă ансамблĕпе «Шанăçпа» ĕçлет. 
Чаплă коллективĕсемпе пĕр хутчен çеç мар тĕрлĕ шайлă конкурс-фестивальсен, ăмăртусен лауреачĕн тата дипломанчĕн ятне тивĕçнĕ. Çак тĕлĕнмелле наставник, вĕрентекен çамрăксене хатĕрлесе Шупашкара, Мускава тата ытти хуласене миçе хутчен илсе кайман-ши? «Сарпике», «Чăваш шăпчăкĕ», «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестивальсен гран-прине, малти тата призлă вырăнсене пĕрре мар илсе килнĕ çамрăк ăру элчисем? Вĕсенчен чылайăшĕ паян хăйсем учительсем, тухтăрсем, юрăçсем... Валентина Николаевна патне халь хăйсен ачисене алăран çавăтса илсе килеççĕ.  
Шупашкарти Наци тата тĕп ача-пăча, Ульяновскри библиотекăсен кĕтнĕ хăни.
«Манăн пурнăçра хаклăран та хаклă çын – мăшăрăм – Роберт Дмитриевич Игнатьев. 
Вăл юратнă ывăлăн ашшĕ те, манăн сылтăм алă та, шухăшăмсене хут çине çирĕплетме пулăшакан та, çунатăмсене сарса вĕçме хавхалантаракан та. Эпĕ телейлĕ çын», – тенĕччĕ писатель интервьюсенчен пĕринче. Мăшăр ялан пĕрле. 
Валентина Николаевна, эпир Сире çак паллă çавра кунпа – илемлĕ юбилейпе – чун-чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх, вăй-хал, ăнăçу сунатпăр. Яланах паянхи пек çамрăк пулăр, чир-чĕр мĕнне ан пĕлĕр. Эпир, журналистсем, хамăра Сирĕн кĕçĕн йăмăкăрсем вырăнне хурса кашни сĕнĕвĕр-канашăра, вĕрентсе каланине тимлеме тăрăшатпăр. Çак туслă çыхăнăва хаклă тупра евĕр упратпăр. «Канаш» çивĕч калем айĕнчен тухнă кашни çĕнĕ хайлавăра пуринчен малтан пичетлеме васкать. Турă хавхалану, сывлăх патăр Сире.

Алена СЕЛИВАНОВА.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк. 

Фото

Location for : Listing Title