Пурнăç çулĕпе – алла-аллăн

12 августа 2021 09:31

Любовьпа Анатолий Артамоновсем 1981 çулхи нарăсра паллашнă, çулталăкран, кăрлачăн 8-мĕшĕнче, пĕрлешнĕ. 1996 çулта венчете тăнă.
Анатолий Александровичăн питĕ пуян ĕç биографийĕ. Вăл яланах хисеплисен шутĕнче. Çамрăкла Рязановăри ял хуçалăх профессийĕсен совхоз техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Нумай çул Инçет Çурçĕрте вăй хунă. Сапаккел ял администрацийĕнчи ĕçсене йĕркелесе ертсе пынă. Паян пенсире пулсан та Анатолий Александрович алă усса – Димитровградри профессиллĕ технологисен техникумĕнче хуралçăра тата Сапаккел ача садĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ çĕрте вăй хурать. Вăл Мелекесс районĕ, Лепешей ял тăрăхĕ йĕркелекен спорт мероприятийĕсене тата тăван ялĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать.
Любовь Анатольевна вара пурнăçне ачасемпе çыхăнтарнă. Ульяновскри 1-мĕш педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпах, 40 çула яхăн, Сапаккел ача садĕнче воспитательте вăй хурать. Унăн сăнÿкерчĕкне, ятне икĕ хутчен «Мелекесс районĕ» муниципаллă пĕрлĕхĕн Хисеп хăми çине тăратнă. «Ку хĕрарăма ачасемпе ĕçлеме Турă чуптуса пехил панă», – теççĕ Любовь Анатольевна пеккисем çинчен.
Тĕрĕссипе, пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă. Любовь Артамонова ялан çĕнĕ шухăшсем парать. Питĕ шанчăклă тус та, алă ĕçĕн ăсти те вăл. Профессионализмĕ, пур кăсăк ĕçе те юратса пуçăнни, ушкăнри ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне, ĕçтешĕсене сума суни Любовь Анатольевнăна чыспа хисеп çеç хушать. Ача сачĕн ертÿлĕхĕ аслин ĕçне палăртса çамрăксем умĕнче тĕслĕх илсе кăтартма ÿркенмест. Педагогсен коллективĕ чунтан сума сăвать çирĕп кăмăллă ĕçтешне. Ачасене чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллаштаракансем хушшинче районта та, облаçра та сумлисем хушшинче вăл.
Артамоновсем икĕ питĕ маттур хĕрача çитĕнтернĕ. Паян мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
Ачисем ÿснĕ чухнех ашшĕ-амăшне хăйсен ăнăçăвĕсемпе савăнтарнă. Анастасия 1-мĕш класранпах отличница: ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ, фортепиано класĕнче музыка шкулне пĕтернĕ. 9 класс хыççăн Димитровградри технологипе управлени тата дизайн институчĕ (ДИТУД) çумĕнчи лицея çул тытать, унтан вĕренсе тухсан аслă шкула модельер-конструктора кĕрет. Вĕреннĕ чухнех Самар, Хусан, Тольятти хулисенче иртнĕ кĕпе-тум коллекцийĕсен куравĕсене, конкурс-фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Димитровградра
иртнĕ «Ылтăн йĕп» конкурсра Гран-при çĕнсе илет. Институтран ăнăçлă вĕренсе тухнă пултаруллă пикене пĕтĕм тĕнчери дизайнерсен союзне илеççĕ. Паян Настя Мускавра пурăнать, «Остин» кĕпе-тум фабрикин тĕп офисĕнче модельер-конструкторта тăрăшать. Ылтăн йĕп маçтăрĕ – Эврелĕнчи фольклор ушкăнĕ валли çĕленĕ тумсен коллекцийĕн авторĕ. Унăн мăшăрĕ те питĕ ĕçчен çын пулнине палăртас килет. Дмитрий Кирпичев – хурçăпа шăранчăксене тĕпчекен институтăн ăслăлăх ĕçченĕ. Спортпа туслă. Тусем çинчен анакан юхан шывсенче ишессипе (рафтинг) чăн маçтăр. Туризм, тĕрĕссипе, пĕтĕмĕшле çемьен юратнă канăвĕ. Кирпичевсен туслă кил-йышĕнче 3 пултаруллă хĕрача ÿсет. Асли Ольга арфăпа калать, хорта юрлать, ташлать, бисертан тĕрлĕ япаласем çыхать дизайн-студие çÿрет, çыхать, пуканесем валли кĕпе-тум çĕлет. Тамара фортепианопа калать, ташланисĕр пуçне вăл та дизайн-студие çÿрет. Чи пĕчĕкки, Евдокия, 2 çултанпах ташлать, юрлама юратать.
Артамоновсен кĕçĕн хĕрĕ, Наталья, пуçламăш классенченех шкул пурнăçне хастар хутшăннă, алăпа кăларакан хаçат редакторĕ пулнă. Çавăнпа та аттестат илсен пике умĕнче професси суйлас ыйту тăман – Ульяновск патшалăх университетне журналиста вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалиста хаваспах «Большой Черемшан» хаçата ĕçлеме илнĕ. Паян Наташа çемйипе Ульяновскра пурăнать, ача садĕнче воспитательте вăй хурать. Ылтăн алăллăскер утренниксем тĕлне ушкăнри ачасем валли костюмсем çĕлет, çÿç илемлетмелли капăрлăхсем ăсталать. Мăшăрĕ – Александр Никонов – кондитер фабрикинче вăй хурать. Иккĕшĕ килĕштерсе пурăнаççĕ, питĕ ăслă та пултаруллă ывăл çитĕнтереççĕ. Паян 2-мĕш класа кайма хатĕрленекен Глеб 4 çул тултаричченех вулама пуçланă, акăлчан чĕлхине аван пĕлет. Ашшĕ-амăшĕ ачине тата чăваш чĕлхине вĕрентме кăмăл пур-рине пытармасть.
Артамоновсем ăмсанмалла илемлĕ мăшăр. Ăçта кайсан та пĕрле вĕсем. Любовь Анатольевна ялти «Телей» фольклор ушкăнне çÿрет. Солистка. Юрлама юратасси – Ерменеевсен (хĕр чухнехи хушамачĕ) çемье палли, туртăмĕ. Любăн амăшĕ, Ольга Кузьминична, питĕ хитре юрланă. 4 хĕрачине те юрă-кĕвĕ тĕнчине илсе кĕнĕ вăл. Паян та пĕртăвансем Эврелĕнче пухăнсан килте юрă хыççăн юрă шăранать. Шăпчăк сасăллă чăваш чиперккисене, халĕ кукамайсемпе асаннесем ĕнтĕ,итлесе тăранма çук.
Анатолий Александрович ялан çумра. Пур пуçарура та Любăн чи пĕрремĕш пулăшаканĕ, хавхалантараканĕ вăл. Унăн амăшĕ те, Евдокия Ивановна, лара-тăра пĕлмест. Çамрăкрах чухне пысăк йышпа ирттерекен чăваш уявĕсем валли техĕмлĕ пыллă сăра вĕрететчĕ. Паян ку тивĕçе пурнăçлассине хăй çине кинĕ илнĕ. Çакна ырлать çеç пăянамăшĕ. Хăй вĕрентнине ăса хывнăшăн Любовь Анатольевнăна мухтать...
Турă хуштăрах ку ырă та ăшă кăмăл-туйăмпа палăрса тăракан йышлă чăваш çемйине телейлĕ, вăрăм ĕмĕрлĕ пурнăçпа пурăнма. Вăй патăрах.

Ирина ИВАНЮКОВА.
Мелекесс районĕ.
Эврел.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title